Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кафере (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуш уйӑхӗнче кафере ача-пӑча валли ятарлӑ вӑйӑ пӳлӗмӗ уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кафере 12 тӗрлӗ пицца, тӗрлӗ тухӑҫ апачӗ, пирожнӑйсем хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Тӗлпулӑвӑн малалли пайӗ ӑшӑ кафере иртрӗ — чӑваш наци юхӑмӗнче палӑрнӑ ҫынсем «Алран кайми, аки-сухи» юрра ушкӑнпа юрларӗҫ, ваттисене асӑнчӗҫ, хӗле ӑсатса ҫӑва хӑвӑртрах ҫитме йыхравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

«Ҫӑлкуҫ» кафере паян чӑвашсен Ҫӑварнине уявласа пылпа икерчӗ ҫирӗҫ.

В кафе «Ҫӑлкуҫ» сегодня чуваши отмечая Масленицу попотчевались блинами с медом.

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех