Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн легионӗсем ҫул ҫинче ывӑннӑ пулин те, вӑл вӗсене ҫапӑҫу йӗркине тӑратрӗ, тӑвансене вӗлернӗшӗн тавӑрас тесе салтакӗсене ҫулӑмлӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗ, Геллий консулӑн арпашнӑ ҫарӗсем ҫине тапӑнма хатӗрленчӗ.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сирӗнпе урӑхла калаҫма май ҫук: мӑшкӑл тунӑшӑн — мӑшкӑл кӳмелле, вӗлернӗшӗн — вӗлермелле…С вами — позор за позор, убийство за убийство, резня за резню…
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗлернӗшӗн — Сибире яраҫҫӗ, урӑх ним те мар!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Именнипе тӗлӗнмелле йӑл кулса, вӑл нимӗҫ салтакӗсене вӗлернӗшӗн хӑйне хресченсен пысӑк ушкӑнӗпе пӗрле персе вӗлерме епле илсе кайни ҫинчен, унтан епле тарни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Аҫуна вӗлернӗшӗн пуп мана леш тӗнчере рая яма пулчӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эпӗ пуриншӗн те: саншӑн та, аттепе аннешӗн, Кольӑна вӗлернӗшӗн, Ви… Витя Неходӑшӑн, пуриншӗн те тавӑртӑм.Я мстила за все: за тебя, за отца и маму, за убитого Колю, за Витю Неходу…
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн хамӑр хуласемпе ялсене ҫунтарса янӑшӑн, госпитальсене бомбӑсем пӑрахса аркатнӑшӑн, мирлӗ халӑха хӗн кӑтартса тата персе вӗлернӗшӗн тӑшмана тавӑрас пулать.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пӗр ҫын упана ним сӑлтавсӑрах персе вӗлернӗ те, кайран хӑй ӑна вӗлернӗшӗн питӗ шеллетчӗ.Когда человек убил медведя «ни за что ни про что» и потом очень жалел об этом.
Арктика «хуҫи» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Ыра кӑмӑллӑ кардинал хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗшӗн айӑплӑ ҫынна йышӑнма килӗшӗ-ши вара?— Захочет ли ваше преосвященство принять человека, который повинен в смерти собственного сына?
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Аса илтеретпӗр, ҫын вӗлернӗшӗн 16 ҫула хупнӑ Роман Сидоров Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш номерлӗ колонирен ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫпа тухса тарнӑ.
Колонирен тухса тарнӑ вӗлерӳҫе парӑнма сӗннӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
«Ҫемен Коткопа Николай Ивасенко хресченсене, нимӗҫсен часовойне вӗлернӗшӗн тата тапӑннӑшӑн — пӗрре, законсӑр хӗҫпӑшал тытса усранӑшӑн — иккӗ, кӗлтунӑ вӑхӑтра чиркӳ ҫине тапӑннӑшӑн, ҫав вӑхӑтра граната ывӑтса Клембовский ротмистрпа ҫӗрӗҫ министерствин чиновникне Соловьева амантнӑшӑн, свидетельсем кӑтартнӑ тӑрӑх тата судпа айӑпланаканӗсем хӑйсем те пӗр тунмасӑр каласа панӑ тӑрӑх, ку ӗҫсем йӑлтах чӑн пулса иртнине татӑклӑн палӑртнӑ — ҫак асӑннӑ ӗҫсемшӗн нимӗҫсен военно-полевой сучӗ вӗсене персе пӑрахма йышӑнать.
XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Юлашкинчен Ҫемен хӑй улахра паллашнӑ Царев матроса, унтан ял Совет председательне — большевике, Трофим Иванович Ременюка, леш Ивасенковсемпе юнашар Ременюка мар, икӗ ывӑлне те вӑрҫӑра пехотӑра ҫухатнӑ Ременюка та мар (тӗрӗссипе каласан, ҫур ял ытла Ременюксем), урядника вӗлернӗшӗн ӗмӗрлӗхе янӑ каторгӑран вунҫиччӗмӗш ҫулта таврӑннӑ Ременюка хӑтана кайма ыйтма шут тытрӗ.
XIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Исправник ҫакӑншӑн Артамонова мухтанӑ, Ильинскри чухӑн приходри ҫамрӑк пуп ӑна ҫын вӗлернӗшӗн чиркӳре хӗрӗх каҫ кӗлтуса тӑмалла тунӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Нимӗҫ салтакне вӗлернӗшӗн фашистсем салтак виллине тупнӑ районти вырӑссене кашни вилешӗн аллӑшар ҫын персе вӗлернине хресчен лайӑх пӗлнӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Ку хайхи ҫын вилли-ҫке, суд процессне те ӑна вӗлернӗшӗн пуҫласа янӑ вӗт!— Да ведь это же труп того самого человека, из-за убийства которого и поднят судебный процесс!
ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мистер Морис Джеральд, е тата Мак-Свини, е тата О`Гогерни — хӑть те вӑл мӗн ятлӑ пулсан та, — сан шӑлнуна вӗлернӗшӗн айӑпланса, судра карлӑк хыҫӗнче тӑрӗ.
LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Нумайрах пайӗ уҫҫӑнах ӗнтӗ ҫакӑн пек шутланӑ: Генри Пойндекстере вӗлерекен Морис Джеральдӑн ӑна вӗлернӗшӗн ответ тытмалла, тенӗ.
LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тутарсем халӗ пит усалланса ҫитнӗ, вӗсем хӑйсенне вӗлернӗшӗн вырӑссем ҫине тем пек ҫилленнӗ.
4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ун чух вара икӗ ҫынна асаплантарса вӗлернӗшӗн хирӗҫ тавӑрмалла пулать.
XXXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Ҫак кучченеҫ Павлюка вӗлернӗшӗн пулать, — тенӗ матрос.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.