Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аялти (тĕпĕ: аял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку паттӑр юмахӗсенче хӑйне май мотив пурри пирки каласа хӑвармалла: вӗрене татса янӑ хыҫҫӑн героя аялти тӗнчерен ӑмӑрт кайӑк кӑларать, ҫав кайӑк каялла анса кайнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, паттӑр вара йывӑҫ тымарӗнчен тытса юлать.

Эти богатырские сказки отличает еще один мотив: после того как герою перерезают веревку, выбраться из нижнего мира ему помогает орлица, но в тот момент, когда она оставляет его, налетает страшный вихрь, и батыр с трудом успевает схватиться за корни дерева.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Аялти кӗпе вӗҫҫӗнех тепӗр пӳлӗме тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Аялти, пӗчӗкки, яртах уҫӑмлӑ, ҫӳлти — шупкарах та — хӑвӑртах ирӗлсе ҫухалчӗ, унтан тепри те хӑрах вӗҫӗнчен такам ӗмсе янӑ пек пӗтсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Апат ҫиес килсен, столовӑй — аялти хутра, ҫывӑхрах буфет та пур, — тесе хӑварчӗ ӑна номере кӗртсе хӑварнӑ дежурнӑй.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӑл хыҫалалла пӑхрӗ те — йӑнн! ҫаврӑнса кайрӗҫ аялти тӗмсемпе кимӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кайри хӑрах кустӑрма ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, лаша кӑшт ҫеҫ хускалтӑр, аялти ӳречене малти сылтӑм кустӑрмапа кӑшт ҫеҫ лектертӗр — лав сӑрт тӗпнелле сирпӗнсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав самантра тӑкӑр-тӑкӑр! шаккарӗ тахӑшӗ чӳречен аялти куҫне.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мӗншӗн тесен ҫамрӑк ҫын строитель ӑсталӑхӗн чи аялти картлашки ҫине пырса пуснине, унтан вара ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пынине курса савӑннинчен пысӑкрах савӑнӑҫ ҫук маншӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ксюша кӳреннипе аялти тутине тӑсрӗ.

Ксюша выпятила нижнюю губу от обиды.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Тӳпере икӗ сий пӗлӗтсем хӗвеланӑҫнелле шурӗҫ, аялти сийӗ, ҫӳхе те татӑклӑ-татӑклӑскер, хӑвӑрт ҫаврӑнса, пӑтранса куҫрӗ, ҫиелти ҫавна май кас-кас тепӗр май шунӑнах туйӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл аялти шурӑ кӗпепе кӑна, уҫса пӑрахнӑ чӳрече патӗнче ларатчӗ те урампа сасартӑк Нина иртсе пынине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Арман хуҫисем лартса хӑварнӑ ватӑ йӑмрасен аялти турачӗсем те шывра чӑпӑл кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ши! шӑхӑрчӗ ватӑ йывӑҫӑн аялти пӗр турачӗ ҫине пырса ларнӑ хура пуҫлӑ кӑвак сӑнчас.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйӗн ҫине пӑхать те тӗлӗнсех каять: шыв ӑсма вӑл аялти кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара пуҫӑн, ҫара уран тухнӑ!

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Елен аялти кӗрен кӗпе тӗсне палӑртакан ҫӳхе-ҫӳхе шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, апла пулин те ӑна пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Савантер майӗпен чи аялти турат ҫине анчӗ те майлашӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл, ним тума аптӑраса, сиккипе пынӑ ҫӗртенех пӗр пысӑк юманӑн аялти туратӗнчен ҫакланчӗ те хӑпӑл-хапӑл ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юманӑн аялти вуллинчен икӗ тӗрлӗ йывӑҫран якатса тунӑ эштел ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шупашкарти Гагарин кӗперӗ, чи аялти пайӗ, арканма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Гагарин кӗперӗ ишӗлме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34691.html

Аялти хутӗнчи уйрӑм пӳлӗмне.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех