Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аялти (тĕпĕ: аял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш ҫынна автобус алӑкӗнчен кӑларнӑ чух алӑкӑн аялти тӑпси тӗлӗнче унӑн сулахай урин пакӑлчакне темле шӗвӗр тимӗр япала тӑрӑнса кӗчӗ, вара суранран юн палкама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗр хӗвеллӗ эрнекун ҫуралнӑ Чӑрӑш Туҫара Аялти урамра хӗрача.

В один солнечный день, в пятницу, родилась во Вторых Тойзях, на Нижней улице, девочка.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Варарахран, вилӗ-чӗрӗ ҫаврӑнса, чӑрӑш ӗлкиллӗ йывӑҫ патне пычӗ, сӳнтернӗ зажигалкине пӗрре чӗртрӗ, тепре сӳнтерчӗ, унтан упаленсе, йывӑҫӑн аялти лӑпсӑркка тураттисен айне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Кӗҫтук залран тухса аялти хута анчӗҫ, ҫывӑрма майлӑ вырӑн куҫлакаларӗҫ, анчах кунта ун пекки тупӑнмарӗ, вара вӗсем Атӑл ҫыранне тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, зажигалкине ҫутрӗ, пӗр супка хӗлӗн-ҫӑвӗн пурнӑҫ тӗсне упраса пурӑнакан «чӗрӗ тӗнчен» ӗлкипе, иленкипе киленсе тӑчӗ, унтан «вутне» сӳнтерчӗ те, ҫӗре тӗкӗнсех усӑннӑ аялти тураттисене лӑшлаттарса сиркелесе, чӑрӑш кутне упаленсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл ҫӗрулми тӗмне лапчӑтнӑ-мӗн, аялти имшеркке турат, кая юлса ҫеҫкеленнӗскер, хуҫӑлнӑ, кӗренрех кӑвак ҫеҫки Марине куҫҫулӗпе йӗпеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Ҫапла ӑнса пулма, вӗсен аялти тураттисене иртсе, шалча ҫумне ҫыхни пулӑшрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Самакин хӑй те, земснаряд ҫинчи специалистсем те вӑхӑта ытларах аялти пӗве ҫинче ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Мӗншӗн тесен аялти пӗвене ҫӳлелле купаласа хӑпармалла, ҫӳлтинче вара хӑйӑр пӗрӗхтер те пӗрӗхтер.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

2-3-мӗш кунхине ҫӳлти тата аялти тутисем шал енне, чӗлхи ҫине (хӑш-пӗр выльӑхӑн малти чӗрни ҫумӗнче) малтанах шывпа тулнӑ хӑмпӑсем тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Ҫамрӑк ача аялти йӗмӗ вӗҫҫӗнех кунта килнӗ.

Малыш был в одних кальсонах.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӑртакҫӑ вӑхӑт иртсен кӑна, тул ҫутӑлса килес умӗн, аялти нар ҫине темскер кӗмсӗртетсе ӳкрӗ.

Лишь немного позже, когда темнота начала уже редеть, что-то с грохотом свалилось на нижние нары.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Уйӑх ҫутин тепӗр пайӑрки аялти нарсен хӗррипе куҫнӑ май самантлӑха Фретичӑн Урсэкие хулпуҫҫийӗ ҫинчи аллине ҫутатрӗ.

Другой луч скользнул по «подвалу», выхватив на мгновение из темноты руку Фретича на плече Урсэкие.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вулама чарӑнсан, Доруца аялти нар ҫинче калаҫнине итлерӗ.

Перестав читать, Доруца прислушивался к разговору в «подвале».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем ҫавна илтсенех вара список тӑрӑх тӗрӗсленӗ вӑхӑтра аялти нар ҫинчисем ӑна мӑшкӑлама, йӗкӗлтеме пуҫланӑччӗ.

Достаточно было ученикам однажды услышать, как, чтобы во время перекличек «подвалы» встречали его насмешками:

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чи кӳрентерекен сасӑсем, ятлаҫни, хӑратса кӑшкӑрашни кирек хӑҫан та ҫавӑнтан, аялти нарсенчен илтӗнетчӗ.

Самые оскорбительные выкрики, брань, угрозы неслись обычно именно оттуда, с нижних нар.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах, аялти хутра ҫамрӑксем шавланине илтсен, директор хуллентерех утма пуҫларӗ.

Однако хор голосов, доносившихся до пего снизу, заставил директора замедлить шаги.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн аялти хутне чултан купаланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Правлени ҫакӑнта, аялти хутӗнче, ҫӳлте — читальнӑ, — терӗ мана Шӑрт, икӗ хутлӑ ҫурт умне ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Берлинтан салам яратӑп, кӗт, Таня! — тесе кӑшкӑрчӗ аялти хутран.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех