Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анаслакаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр Тихон Кудеяров ҫеҫ, ыйхине пула хӗп-хӗрле хӗрелнӗскер, анаслакаласа сак ҫинчен анчӗ те нимӗҫ умне кукленсе ларса, унӑн чӗтрекен чӗркуҫҫине пӳрнисемпе перӗнчӗ, унтан ҫапла ыйтрӗ:

И только Тихон Кудеяров, очень румяный со сна, позевывая, слез с нар, сел на корточки перед пленным и спросил, дотрагиваясь пальцем до его подрагивающей коленки:

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Давыдовӑн пӑтранчӑк куҫӗсем усаллӑн ҫуталкалама пуҫланине асӑрхасан кӑна Разметнов сӑмаха урӑх енне пӑрчӗ, салхуллӑн анаслакаласа, утӑ ҫулас пирки калаҫма тапратрӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене усса, юри ыйхӑланӑ пек пӑхкаларӗ, — анчах йӑскӑн куллине шупка мӑйӑхӗ айне пытараймарӗ, те пытарма та шутламарӗ.

Только завидев недобрые искорки в помутневших глазах Давыдова, Размётнов круто изменил направление разговора, скучающе позевывая, заговорил о покосе, смотрел из-под полуопущенных век с притворной сонливостью, — но шельмоватую улыбку то ли не мог, то ли попросту не хотел спрятать под белесыми усами.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хӑйне майлӑ пуранас тесен, урӑхла каласан, чӗнмесӗр выртас, тӗлӗрес, е пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрес тесен, Алексеев пӳртре пулман пекех туйӑнать: вӑл та шарламасть, тӗлӗрет е кӗнеке тытса ларать, куҫҫулӗ тухичченех анаслакаласа, картинӑсемпе тӗрлӗ япаласене пӑхкаласа ҫӳрет.

Если он хотел жить по-своему, то есть лежать молча, дремать или ходить по комнате, Алексеева как будто не было тут: он тоже молчал, дремал или смотрел в книгу, разглядывал с ленивой зевотой до слез картинки и вещицы.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗнле арҫын ача пирки калан эс? — кахаллӑн ыйтрӗ Женя анаслакаласа.

— Что за мальчик? — лениво, потому что еще не до конца проснулась, поинтересовалась Женя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ шӑнса кайрӑм, каютана каялла кӗме тӑтӑм, анчах алӑка уҫсанах мана Расщепей тӗл пулчӗ, вӑл анаслакаласа тухать, вара мӗнпур шиклӗхӗм самант лӑпланчӗ: унпа чухне эп нимӗнрен те хӑрамастӑп.

Я зазябла, хотела пойти в каюту, но из нее навстречу мне поднялся, позевывая, Расщепей, и все мои страхи сразу прошли: с ним я ничего не боялась.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн улпучӗ сигарне тивертсе ячӗ, пӗр-ик хутчен анаслакаласа илчӗ те хапхан тепӗр енне сак ҫине пырса ларчӗ.

Его господин, закурив сигару, зевнул раза два и сел на скамью по другую сторону ворот.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех