Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗчӗк (тĕпĕ: пӗчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк банкине илсе кӗр, пӗрре ҫиме пӗчӗкки те ҫитет!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Пӗчӗк бизнесри лару-тӑрӑва тишкерме, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли ыйтусем тата вӗсен тухӑҫлӑхне патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли ыйтусем, патшалӑхпа бизнес пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес сферӑри опытсемпе тата малти практикӑсемпе улӑштармалли тулли ӗҫ программи палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян Пӗтӗм Раҫҫейри V "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗ ӗҫлеме пуҫлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... at-3272636

Ҫын хӑй пурнӑҫӗнче асӑрханмасӑр пӗр пӗчӗк йӑнӑш — пӗчӗк йӑнӑш! — туса хурать те, ҫав йӑнӑш кайран унӑн кун-ҫулӗнче пысӑк хурлӑх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫакна Мосальский хӑй аллинчи пӗчӗк Евгение каларӗ, Аня айӑпӗ ҫинчен пӗчӗк пианиста та пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тулта, картишӗнче, мана Зиминцев хуса ҫитрӗ, пӗчӗк ачан пӗчӗк утиялне тыттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Акӑ пӗчӗк ҫырма, ҫырма урлӑ пӗчӗк кӗпер.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗчӗк ҫеҫ акӑш пек, — тесе аппа хура хӑма ҫине ҫав пӗчӗк акӑш сӑнне ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шалу шайӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи виҫинчен - 3,8 хут, вӑйпитти халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк суммӑран 2,9 хут иртнӗ, 2008 ҫулхинчен - 4,8 тата 2,7 хут.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Малтан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ сая кайманнишӗн, пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ачашласа ӳстернӗ улмуҫҫисем ҫимӗҫ кӳме пуҫланишӗн хытӑ савӑннӑччӗ, анчах пурӑна киле, садран тупӑш ытларан ытларах илме тытӑннӑҫемӗн, ӑна хӑйӗн сачӗ пӗчӗк пек, сахал пек туйӑна пуҫларӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин аслӑлатма май шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пысӑк сӗтел ҫинче пӗчӗк радиоприемник, тӗкӗр, будильник; этажерка ҫинче — кӗнекесем, хаҫатсем; стена ҫинче — колхоз ҫӗрӗсен пӗчӗк картти; пурпа шуратнӑ путтупка хыҫӗнче ансӑр тимӗр кравать ларать, тӳшекпе минтерне кӑвак ҫӑм утиялпа витсе хунӑ, ун айӗнчен чӑлт шурӑ простынь курӑнать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗчӗк пӳлӗмре икӗ кравать юнашар пекех лараҫҫӗ, вӗсен хушшинче — пӗчӗк сӗтелпе икӗ пукан.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗчӗк чӗреспе сӑра та, ҫур литр эрех те, стакансемпе пӗчӗк ҫеҫ черккесем те, хуплу тата ытти те пур унта.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсене республикӑри Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшакан бизнес-инкубатор, Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшу кӳрекен агентство, Чӑваш Республикинчи Гарантийлӗ фонд, Туризм аталанӑвӗн агентствин представителӗсем хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Ку енче вӑрманӗ пӗчӗкрех те, пӗчӗк вут тухрӗ, сирӗн, леш енче, вӑрман вӗҫсӗр-хӗрсӗр те, пысӑк вут тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Усеин-Сеит ун пӗчӗк аллисене курнӑ-мӗн, ӑна ҫав пӗчӗк алӑсем кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗк ача — пӗчӗк хуйхӑ, пысӑк ача — пысӑк хуйхӑ теҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗк пуҫлӑ вал, пӗчӗк куҫлӑ.

с маленькой головкой, узенькими глазками.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр пӗчӗк питлӗ, пӗчӗк ҫӑварлӑ.

Личико с маленьким ртом тоже походит на кукольное:

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Регионти чи пӗчӗк ӗҫ укҫи шайӗнчен сахалрах пенси илекен ӗҫлемен пенсионерсене пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе таран тупӑш илме пенси ҫумне хушма тӳлев палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех