Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21. мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22. парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшалӑхӗ тӗреклӗленсе ҫитнине курсассӑн, Антиох, Египет ҫӗрне те алла илсе, икӗ патшалӑха тытса тӑракан патша пулма шухӑш тытнӑ, 17. вара вӑл Египета вӑйлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, сӑлансемпе, юланутсемпе, нумай-нумай караппа пырса кӗнӗ те 18. Птоломейпа, Египет патшипе, вӑрҫӑ пуҫланӑ; Птоломей унран хӑраса ӳксе каялла тарнӑ, аманнисем нумаййӑн тӑкӑнса юлнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара ҫынсене хӗссе лартӑп, вӗсем суккӑрсем пек ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ, вӗсен юнӗ тусан пек сапаланӗ, вӗсен ӳчӗ тислӗк пек сапаланса кайӗ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав кунхине, эсӗ айккинче тӑнӑ чухне, ҫав кунхине, ют ҫынсем ун ҫарне тыткӑна илсе кайнӑ чухне, ют халӑх ҫыннисем ун хапхинчен кӗнӗ чухне, Иерусалим пирки шӑпа янӑ чухне, эсӗ ҫавсенчен пӗри пекех пултӑн.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Израиль килӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Эпӗ акӑ сире хирӗҫ халӑх ҫӗклӗп те, сире Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа пушхирти юхӑм шыв таран хӗссе тӑрӗҫ, тет.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пахчара кӑшкӑрашнине илтсессӗн, унта мӗн пулнине курас тесе, пӳртре пулнисем айккинчи алӑксенчен чупса кӗнӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫынсем вара, вӑрттӑн сӑнаса тӑрса, Даниил патне шӑпах вӑл хӑйӗн Туррине кӗлтунӑ чухне кӗпӗрленсе пырса кӗнӗ, 12. унтан вӗсем патша патне ҫитнӗ те ӑна патша хушӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ: патша, кам та кам вӑтӑр кун хушшинче сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна пуҫҫапас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла тесе алӑ пусаканни эсӗ марччӗ-и-ха? тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша амӑшӗ патшапа унӑн улпучӗсем мӗн калаҫнине пӗлнӗ те ӗҫкӗ-ҫикӗ пӳлӗмне кӗнӗ; патша амӑшӗ ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ савӑтсене йӑтса кӗнӗ; вара патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫнӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйне шанса тӑракан чурисене ҫӑлма — патша хушнине итлеменскерсене, хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ чурисене ҫӑлма — Хӑйӗн Ангелне ячӗ!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ариох вара Даниила тӳрех патша патне ертсе кӗнӗ те каланӑ: эпӗ Иудейӑран тыткӑна илнисен хушшинче патша тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса пама пултаракана тупрӑм, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Даниил Вавилон ӑсчахӗсене пӗтерме патшаран хушу илнӗ Ариох патне кайнӑ, ун патне кӗнӗ те каланӑ: Вавилон ӑсчахӗсене ан вӗлер; патша патне ертсе кай мана, эпӗ тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса парӑп, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма пулса вӑхӑт ыйтса илнӗ.16. И Даниил вошел, и упросил царя дать ему время, и он представит царю толкование сна.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Амелсар ӳкӗте кӗнӗ те вӗсене вунӑ кун сӑнанӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек мӗнле чӗрӗ чун та, икӗ юхӑм шыв кӗнӗ ҫӗрте шуса ҫӳрекенскер, чӗрӗ пулӗ; пулли те шутсӑр нумай пулӗ, мӗншӗн тесен унта ҫав шыв ҫитӗ те — тинӗсри шыв сывлӑхлӑ пулӗ, ҫак юхӑм ӑҫта кӗрет, ҫавӑнта пурте чӗрӗ пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аслӑ пуҫлӑхӑн вӗсем хушшинче пулмалла; вӗсем кӗнӗ чухне вӑл та кӗрет, вӗсем тухнӑ чухне вӑл та тухать.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Уявсенче Ҫӳлхуҫа умне тӑма килнӗ халӑхӑн ҫапла тумалла: ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ ҫын кӑнтӑр хапхинчен тухмалла, кӑнтӑр хапхинчен кӗни ҫурҫӗр хапхинчен тухмалла; унӑн хӑй кӗнӗ хапхаран тухмалла мар, хирӗҫҫи хапхаран тухмалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх та Ҫӳлхуҫана шӑматкунсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче хапхаран кӗнӗ ҫӗрте пуҫҫапӗ.3. И народ земли будет поклоняться пред Господом, при входе в ворота, в субботы и новомесячия.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ тӗлте, тулаш енче, пӑлтӑрӑн пӗр енче икӗ сӗтел ларать, тепӗр енче те икӗ сӗтел ларать.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.