Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килет (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитес кунсенче Элентей лашипех хӑй валли ик-виҫӗ лав турттарса килет.

А потом на лошади Элендея и себе возка три заготовит.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хӑвӑнтан кӑна килет тетне?

— Думаешь, это только от тебя зависит?

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсене тупасси чи малтан хӑвӑнтан килет.

И все это зависит от тебя самого.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑр килет!..

Град!..

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пӑр килет!

— Град надвигается!

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сирӗн ӗнтӗ шифра пӗлес килет.

Вам хочется иметь шифр?

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Вӑл хӑй черечӗпе пулӗ-ха, анчах та манӑн сирӗнпе часрах паллашас килет.

— Это само собой, но мне, знаете ли, очень хотелось познакомиться с вами скорей.

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Сивӗ, ҫывӑрас та килет.

Холодно, и спать хочется.

20. Шпиона тытни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫавӑн пек вӑл: курман чухне темтепӗр калас килет пек, куратӑн та — сӑмах та тупӑнмасть.

Так уж повелось: когда не видишь друг друга — наговорил бы бог знает что, а увидел — и слова куда-то исчезают…

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Такмакӗ пысӑк: «Пӗр чикен сӑвап, виҫ чикен сӑвап», — тесе тӑххӑра ҫити ытӑ хисеплесе каять те унтан ҫапла майпах кутӑнла хисеплесе килет, кайран: «Пӗр чикен сӑвӑп — пӗртте ан пултӑр», — тесе пӗтерет.

— О-о, он очень длинный, надо сначала с одного до девяти раз сказать: «Один синеголовник люблю, два синеголовника люблю…» и так до девяти, а потом — обратно от девяти до одного так же.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗненес те килет, ӗненме те май ҫук пек, май ҫук пек…

И верится, и не верится…

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Шерккей килет!

— Шерккей идет!

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Нямаҫ хыҫҫӑн Савин лаши, Савинӗн килет!

— За Нямасем-то лошадь Савина идет!

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Нямаҫех мар пуль-ха, элчӗ лашам килет пуль.

— Нет, не Нямась это, эта лошадь, пожалуй, порезвее его будет.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чи малта хура ут ярансе килет.

Первым мчался вороной конь.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сайра ҫын тӗлне килет ҫакӑн пек телейлӗ шӑпа.

Редко кому выпадает такая счастливая доля!

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗн авалтанпах чӑваш ҫамрӑкӗ вӑййа юратать, ҫурхи ӗҫсем пӗтсен, пушаннӑ вӑхӑт килет, ытти тем васкатаканни пуҫланман-ха, каҫсем-ҫӗрсем ӑшӑ тӑраҫҫӗ.

Издревле чувашская молодежь водит хороводы — выйя; как только завершатся весенние полевые работы, выдается свободное время, стоят теплые вечера.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫу кунӗнче пӗчӗк йывӑҫ пӳртре ӗмӗтсӗр хӑнтӑласене тӑрантса ҫитереймӗн, уҫӑ сывлӑшра пурӑнас килет, хӗлле тесен, пур енчен те тӑм сӗрсе, йывӑҫ пӳртрех ирӗкленсе пурӑнатӑп, — терӗ Пикмӑрса.

— Да не больно охота в жару-то в тесной деревянной избенке клопов кормить, то ли дело на свежем воздухе жить, а зимой уж куда ни шло, — ответствовал Бикмурза.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Паян пирӗн чӑваш уявӗ, ҫулталӑкне пӗрре килет.

— Нынче у нас, чувашей, праздник, в году он один раз бывает.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫинҫе уявӗ ҫу кунӗнчи чи лайӑх вӑхӑтра килет.

Праздник Синзе приходится на самое хорошее время года.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех