Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗҫ (тĕпĕ: хӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗҫ пек шӗвӗрӗлсе тухнӑ ҫурӑм шӑммисем ҫинче пӗрех май пушӑпа ӑшалантарнипе юнӑхнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, пӑт-пат пӑнчӑллӑ айӑк пӗрчисемпе кӗрен шӑммисем тӗлӗнче тӗкӗсем те юлман.

Острые хребтины их были освежеваны беспрестанными ударами кнутов, обнажали розовые в красных крапинках кости с прилипшими кое-где волосками шерсти.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак вӑхӑтра сӑртсем икӗ еннелле уйӑрӑлса кайрӗҫ те, вӗсем умне Кубань шывӗ кӑтра вӑрмана хӗҫ пек ҫурмаран касса сиксе тухрӗ.

Тут перед ними раздвинулись горы и саблей блеснула Кубань, рассекая надвое курчавый лесок.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Граждан вӑрҫи пӗтсен, эпӗ те сан пекех харсӑрланаттӑм, халиччен те, ӗненетӗн-и, клеш брюки тӑхӑнас килмест, наганпа хӗҫ халӗ те вырӑн патӗнче илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Когда кончилась гражданская война, я тоже храбрился, как и ты, и до сих пор, веришь, не могу носить клеш, а наган, шашка так над кроватью и красуются.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳҫне те казакла кастарнӑ, пистолет та, хӗҫ те пур, ҫӗлӗкӗ те путек тирӗнчен!

И стрижен на казацкий манер, и пистолет, и сабля, и шапка, гляди, мерлушковая!

«Ух эс! Ах эс!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Курӑр-ха, курӑр-ха, хӗҫ ҫакса янӑ.

— Глянь, глянь, шашка висит!

Патьен // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӗҫ ачарах юлать.

Осталась сабля у мальчика.

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Мӗн, — кӑшкӑрса пӑрахать Пугачев, ачара хӗҫ курсан, — кам шутласа кӑларнӑ ку иртӗхмелли япалана?!

— Что, — закричал Пугачев, увидев у мальчика саблю, — кто сие баловство придумал?!

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫав хӗҫ вӗҫӗпех Чубатый тӑпра муклашки чакалтаса кӑларчӗ те, ӑна тарпа хутӑштарса, нумайччен чӑмласа тӑчӗ.

Острием этой же шашки Чубатый вырыл комочек земли и, смешав его с паутиной и порохом, долго жевал.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кошевой хӗҫ вӗҫӗпе пура кӗтессинчен лӑстӑрка эрешмен карти ҫаклатса илчӗ те Чубатӑя пачӗ.

Кошевой концом шашки достал со сруба хлопчатый ком паутины, подал.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Айван, — терӗ шӑппӑн Бунчук, пыл хурчӗ хӗҫ ҫутине чечекрен уйӑрса илейменнине чухласа.

— Глупая, — сожалеюще и тихо сказал Бунчук, осуждая пчелиный промах.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та полковник, унӑн шухӑшӗсене тепӗр май ҫавӑрса ярас тенӗ пек, хӗҫ аврипе сӑмса сыппине хыҫса илчӗ те ҫапла каларӗ:

Но полковник, словно разубеждая его, эфесом шашки почесал переносье, сказал:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

ӗнтӗркесе тӑракан шӑплӑха ут таврашӗсем чӑнкӑртатни, ӑнсӑртран йӗнер йӑрани ҫумне хӗҫ ҫапӑнса сас туни, ут чӗрнисем айӗнче чӑрӑш лӑссисем чӑштӑртатни кӑна хускантарать.

Дремная тишина прерывалась звяком конской сбруи, случайным стуком шашки о стремя, хрустом хвои под копытами лошадей.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн хӗҫ пулнӑ — ӑшне ртуть тултарса тунӑскер, йӑтма шутсӑр йывӑр ӑна, анчах пӗрре сулса ярсан — лашана ҫурмаран касса татать.

Шашка у него была — на стоке ртуть залитая, поднимать тяжело ее, а рубанет — коня пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сулса янӑ хӗҫ ҫумӗнчен лӑстӑкӑн-лӑстӑкӑн лаша тирӗ сирпӗнчӗ…

От взлетывающей шашки лоскутьями отскакивала кожа…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫитсе ҫапӑн-ха ун пеккипе — аллу хӗҫ те ҫӗклеймӗ.

Столкнись с таким — и рука шашку не поднимет.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мана, туррӑн чурине, пулькӑпа хӗҫ тивесрен, тупӑ етрипе рогатина витесрен, ҫӗҫӗ чикесрен ылтӑн питлӗхпеле картласа сыхла.

Защити меня, раба Божья, золотым щитом от сечи и от пули, от пушечного боя, ядра, и рогатины, и ножа.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллисене хӑй пӗҫҫисем тӑрӑх тӑсса янӑ, кӗл тӗслӗ тутине хӑвӑрт-хӑвӑрт выляткалать, чалпашӑн пырса тивнӗ хӗҫ унӑн тӑнлавӗ ҫумӗнчи ӳте шӑйӑрттарса антарнӑ; вистенсе кайнӑ ӳчӗ унӑн питҫӑмарти ҫинче хӗрлӗ тутӑр татӑкӗ пек ҫакӑнса тӑрать.

Он по швам держал руки, часто шевелил пепельными губами, с виска его упавшая наосклизь шашка стесала кожу; кожа висела над щекой красным лоскутом.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий лашана хӗҫ лаппипе ҫапрӗ.

Григорий шашкой плашмя ударил коня.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлми пулса ларнӑ аллипе вӑл хӗҫ аврине ҫатӑртаттарса ярса илчӗ.

Разжав пальцы, он въелся занемевшей рукой в эфес шашки.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗҫ сылтӑмалла, унтан сулахаялла сулӑнса илчӗ те, сывлӑшра, лашин чанк кӑна тӑракан хӑлхи тӗлӗнче кӑшт кӑна чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, малалла ӳкрӗ.

Шашка накренилась вправо, влево и упала вперед, задержавшись в воздухе повыше торчмя поднятых ушей коня.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех