Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Демьян Филиппович, Эсир общество ӗҫне те хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4
Анчах, ҫапах та, Ганс та пӗрлех пулнипе тата Исландирен илнӗ хӑш-пӗр хыпарсене пула, общество ҫак ӗҫ ҫине пыра-киле урӑхларах пӑха пуҫларӗ.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Броун, революциччен Добровольнӑй общество пӑрахучӗсем ҫинче ишсе ҫӳренӗскер, вырӑсла питӗ лайӑх калаҫать.Броун, плававший до революции на пароходах Добровольного общества, отлично владел русским языком.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Адвокат Антарктидӑра ҫулҫӳренӗ акӑлчан ҫынни Шекльтон туса хатӗрленӗ проектпа интересленсе чарӑнса тӑчӗ, Шекльтон Кольски ҫурутраври ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсене эксплуатацилекен общество организацилеме сӗнет.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫак кунсенче райкомра коммунизмлӑ общество ҫинчен итленӗ лекцие аса илчӗ вӑл.Он вспомнил лекцию о коммунистическом обществе, которую слышал на днях в райкоме.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫакна вӑл, общество шухӑш-кӑмӑлне улталас тесе, юри ҫавӑн пек тунӑ.Это было сделано преднамеренно, чтобы обмануть общественное мнение.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйӗн произведенийӗсенче Н. Никитин пирӗн халӑх совет влаҫӗшӗн, социализмла общество тӑвассишӗн кӗрешни ҫинчен ҫырать.
Николай Никитин // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с. — 3–4 с.
Сергей протокола вуланӑ та пилӗк тенкине илнӗ, унтан шӑппӑн «Общество» канцеляринчен тухнӑ.Сергей прочитал протокол, получил пятерку и молча вышел из канцелярии «Общества».
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах кам пӗлет, тен, вӑл общество Хусанта ҫуралса Хусанта пурӑнакан учениксене ҫеҫ пулӑшать?
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Уржумри Благотворительнай Общество Совечӗн Председателӗ Виктор Польнер».Председатель Совета Уржумского Благотворительного Общества Виктор Польнер».
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ку общество шухӑш-кӑмӑлне хӗртет, пирӗн Белорусси фронтӗнче наступлени пуҫлас ӗҫе мӗн чухлӗ те пулсан тӳрре кӑларма пулӑшать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Хӑвалӑх ҫыннине, Америкӑри пурнӑҫ тата кунти общество тытӑмӗ пирки хӑй мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех килӗшсе калаҫнӑ ҫынна аран-аран палласа илнӗ.
XXXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Часах тумтир тупса пынӑ, Матвей ӑна тӑхӑннӑ чух ҫӗвӗсем ҫатӑртатсах илнӗ, унтан ҫак общество членӗнче тӑракан парикмахера илсе килнӗ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫавӑн пирки те ӗнтӗ ӑна общество членне кӗме тата хуҫа арӑмӗнчен ытларах тӳлеме ыйтма сӗнсе ҫырнӑ, ҫапла тумасан, юлташӗсен ӑна «хӑйсен класӗн тӑшманӗ» тесе шутлама тивет, тенӗ.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫырура мӗн калани Аннӑна тӗлӗнтерсех янӑ; унта Анна мисс мӗнле условисенче ӗҫлени общество комитетне паллӑ пулни ҫинчен ҫырнӑ.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫырура общество членне кӗме ыйтса ҫырнӑ хут ҫеҫ пулнӑ.В письме был только печатный бланк с приглашением поступить в члены общества.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Эсир коммунистла общество ҫинчен калатӑр-и?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
О, шанатӑп эпӗ, хам ыйтнӑ пулсан, мана Географилле общество, Индине янӑ пекех, Патагонине те ӑсатнӑ пулӗччӗ, анчах эпӗ ун ҫинчен асӑма та илмен.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— А общество парса янӑ ӗҫсемпе мӗн пулӗ?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗтӗм общество шухӑшӗсем Гленарван енче, паллах, правительство хаҫачӗсемсӗр пуҫне ытти хаҫатсем пурте адмиралтействӑри лордсене питлеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.