Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫма (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей Макарович кунта пурӑнма пуҫлани нумай пулмасть-ха, ун ҫаплах ача ҫурчӗн картишӗнчи кивӗ флигельпе уйрӑлас килмен, вара ӑна пушӑ ларакан ҫурта куҫма кӑшт ҫеҫ обкомӑн ӳкӗтлеме лекмен.

Алексей Макарович поселился в нем совсем недавно, все не хотел расставаться с ветхим флигельком во Дворе детского дома, и потребовалось чуть ли не вмешательство обкома, чтобы Бахолдин наконец перебрался в пустовавшее помещение.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑван облаҫӗнче обком секретарьне суйланӑ хыҫҫӑн Иван Фомич амӑшне пӗрмаях хӑй патне, хулана, куҫма ӳкӗтленӗ, анчах амӑшӗ килӗшмен — мӗн тӑвас унта манан, тенӗ.

Как только Иван Фомич стал секретарем в родной области, он начал уговаривать мать перебраться к нему в город, но она отказывалась — что ей там делать?

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна икӗ ҫул каялла, участокри агроном ӗҫне пӑрахса, райкома куҫма сӗнсен, вӑл тӑруках килӗшмен, ҫӗнӗ ӗҫре пултарайӑп-ши тесе иккӗленнӗ.

Когда ей два года назад предложили оставить работу участкового агронома и перейти в райком, она согласилась не сразу, потому что не была уверена, что справится со своими новыми обязанностями.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакнашкал лару-тӑрупа усӑ курса, эпир вӗсене казаксем енне… урӑхла каласан, сирӗн енне куҫма ҫавӑртӑмӑр.

Мы воспользовались этим обстоятельством и склонили их на переход к казакам… к вам, то есть.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав кун Кӗҫӗн ҫар канашӗ Новочеркасскран Константиновски станицӑна куҫма хатӗрленсе тӑнӑ.

В этот день Малый войсковой круг собирался эвакуироваться в станицу Константиновскую.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫаксем пурте, пысӑк чӑрмавсем кӳрсе, ҫара хӑвӑрт малалла куҫма чарса тӑраҫҫӗ.

Все это будет чрезвычайно обременять армию и препятствовать скорейшему ее продвижению.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫула май хамӑрпа пӗрле Кубань казакӗсене илсе кайма тата хамӑра малалла куҫма чӑрмантаракан хӗрлӗ гвардеецсен ҫапӑҫма пултарайман вак отрячӗсене аркатса пыма шутлатпӑр.

— По пути увлекая кубанское казачество, дробя те малочисленные, неорганизованные и небоеспособные красногвардейские отряды, которые попытаются воспрепятствовать нашему движению.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кукленсе ларчӗ, пӑхрӗ те — карта хыҫӗнчи кӑвак кӗлеткесем йӑшӑлтатса куҫма чарӑннине курчӗ; кӗҫех унтан пӗр виҫеллӗн персе тӑма пуҫларӗҫ; пульӑсем, тӗтреллӗ тӳпен хӑмӑр шӑналӑкне курӑнман шӑтӑксемпе шӑтарса, пуҫ ҫийӗн вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Она присела, увидела, как за изгородью стихло движение, а через минуту оттуда размеренно забились залпы, и, высверливая невидимые дыры в хмарной парусине неба, потекли над головами пули.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Верховнӑй главнокомандующирен эпир ҫавӑн пек приказани илтӗмӗр: ҫар чаҫӗсен чукун ҫул тӑрах малалла куҫма май пулмасан, Петроград ҫине поход йӗркипе каймалла.

Получено приказание верховного главнокомандующего: в том случае, если не представится возможным совершать переброску по железной дороге, то идти на Петроград походным порядком.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Большевиксен агенчӗсемпе Керенский агенчӗсем пирӗн чаҫсене чукун ҫул тӑрӑх куҫма тӗрлӗ майпа чӑрмантараҫҫӗ.

— Агенты большевиков и Керенского препятствуют продвижению наших частей по железной дороге.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чукун ҫул ҫинче эшелонсене куҫма кӗтмен чӑрмавсем сиксе тухас пулсан, главковерх дивизисене поход йӗркипе малалла кайма хушать.

Если, вследствие каких-либо непредвиденных обстоятельств, встретится затруднение к следованию эшелонов по железной дороге, то главковерх приказал дивизиям дальнейшее движение производить походным порядком.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытти чаҫӗсем ҫав вӑхӑтра, хӑйсене малалла куҫма ҫул уҫса парасса кӗтсе, Дно станцийӗнчех лараҫҫӗ-ха.

Остальные части же в Дно ожидали отправки.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Штаб начальникӗ, Дон казакӗсенчен тухнӑ паллӑ дворянинпа хурӑнташлӑ ҫамрӑк генерал, ӑна ҫӑмӑллӑнах урӑх вырӑна куҫма пулӑшрӗ.

И начальник штаба, молодой генерал с громкой донской дворянско-казачьей фамилией, легко устроил ему перевод.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Отпускран таврӑннӑ хыҫҫӑн есаул Евгений Листницкий Дон казакӗсен 14-мӗш полкне куҫма назначени илчӗ.

По возвращении из отпуска есаул Евгений Листницкий получил назначение в 14-й Донской казачий полк.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ялтан тухнӑ чух, ҫул ҫинче, аманнӑ салтаксем хирӗҫ пулма тытӑнчӗҫ: малтанах вӗсем пӗрерӗн курӑнкаларӗҫ, унтан — темиҫешерӗн ирте-ирте кайрӗҫ, юлашкинчен пысӑк ушкӑнсемпе куҫма пуҫларӗҫ.

На выходе из деревни стали попадаться раненые, вначале единицами, потом группами в несколько человек, а дальше — густыми толпами.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашкинчен ротӑри сывӑ юлнӑ салтаксем чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗҫ, никам хушмасӑр, хӑйсен участокӗнчен тылалла куҫма тытӑнчӗҫ.

Остатки роты самовольно снялись со своего участка и пошли в тыл.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Август уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче сотник Евгений Листницкий лейб-гварди Атамановски полкран казаксен пӗр-пӗр армейски полкне куҫма шухӑш тытрӗ.

В первых числах августа сотник Евгений Листницкий решил перевестись из лейб-гвардии Атаманского полка в какой-либо казачий армейский полк.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫта темле пӑтрашу сиксе тухнӑ; ҫуран ҫарсен икӗ полкӗ вӑхӑтра килмерӗ; 211-мӗш стрелковӑй полк сулахай фланга куҫма распоряжени илчӗ; тепӗр полк аякран ҫаврӑнса пырас йӗркепе куҫнӑ чухне ӑна хамӑр батарейӑсемех ӑшалантарса илнӗ; асар-писер пӑтрашу пуҫланчӗ, чуна илекен арпашу пӗтӗм плансене пӑсса пӑрахрӗ; ку наступленире тӑшмансем хӑйсем пире аркатса тӑкас хӑрушлӑх, апла пулмасан, пурпӗрех вӑл ӑнӑҫсӑррӑн иртес хӑрушлӑх тухса тӑчӗ.

Где-то произошла путаница: два полка пехоты не пришли вовремя; 211-й стрелковый полк получил распоряжение переброситься на левый фланг; во время обходного движения, предпринятого другим полком, его обстреляла своя же батарея; творилось несуразное, губительная путаница коверкала планы, и наступление грозило окончиться если не разгромом наступающих, то, во всяком случае, неудачей.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗркун куртӑм та ӑна хамӑр пата куҫма чӗнтӗм.

Надысь видал ее, кликал, чтоб шла к нам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак хӑйшӗн паллӑ пулнӑ кунтанпа вӑл тата тӑватӑ ҫул иртсен, полкпа пӗрле Могилевски кӗпӗрнинчен Великороссие куҫма хатӗрленнӗ чухне акӑ ҫапла ҫыру илнӗ: «Юратнӑ шӑллӑм, Иван Федорович!

Пробыв четыре года после этого замечательного для него события, он готовился выступить вместе с полком из Могилевской губернии в Великороссию, как получил письмо такого содержания: «Любезный племянник, Иван Федорович!

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех