Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ Владимира — хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне пит юратса, ачашласа ӳстернӗ.

Отец очень любил и баловал Владимира — единственного сына.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Йӑслах ӗнтӗ, йӑсла! — пӑшӑлтатса илчӗ Васятка ашшӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса.

— Скрипи, скрипун! — прошептал Васятка, косясь на отца.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла ҫав, йӗрки ҫавӑн пек халь: ашшӗ каланине итлесех каймаҫҫӗ ҫав кучухнехи ывӑлсем, арӑмӗсене ытларах итлеҫҫӗ.

Да вот, порядки нынче такие: сегодняшние сыновья не слушают, что говорят отцы, больше жен слушают.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ашшӗ ӗҫе вӗҫне ҫитермех шут тытнӑ-мӗн.

Но отец твердо решил довести дело до конца.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ашшӗ ӑна алӑк сули ҫинчех ыйтупа кӗтсе илнӗ: — Ну мӗнле? — тенӗ вӑл.

Отец встретил его вопросом на пороге: — Ну как?

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ашшӗ ятлаҫкаланӑ та тӑхтаса пӑхма килӗшнӗ.

Поругиваясь, отец согласился обождать со своей затеей.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Хӑвах-и? — ыйтнӑ ашшӗ.

— Сам? — переспросил отец.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ашшӗ шавлама пуҫланӑ:

Отец зашумел:

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пурте вӗреннӗскерсем эсир! — хальхинче ашшӗ, тӳсеймесӗр, хӑй тарӑхне пӗтӗпех ирӗке кӑларса ячӗ:

Все вы учены! — И отец, не выдержав, дал полную волю своему раздражению:

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пурлӑх валли, — ирӗксӗртереххӗн ответлерӗ ашшӗ.

— Для добра, — неохотно ответил отец.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫывӑхрах ура сасси илтӗнсен, Андрей ашшӗ — Ерофей Кузьмич ӗҫлеме пӑрахрӗ, шӑтӑкра тӳрленсе тӑчӗ те килтисенчен тахӑшӗ пынине чухласа илсе хӑрасарах ыйтрӗ:

Заслышав поблизости шаги, отец Андрея, Ерофей Кузьмич, прервал работу, разогнулся в яме и, понимая, что идет кто-то из своих, спросил ворчливо:

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ашшӗ пынине курсан, вӑл тата хытӑрах макӑрма пуҫларӗ.

Заметив отца, она заплакала еще громче.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

А-чжао пӗртте аппӑшӗ пек мар, шуйттан пекех йӑрӑ иккен; эпӗ, вӗсен килӗ патнелле пынине курсанах, вӑл кил хушшинелле пӗрӗхнӗ пек чупса кӗрсе кайрӗ, арҫын ачи ашшӗ килте ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ.

А-чжао нисколько не напоминала старшую сестру и была настоящим чертенком; заметив меня, она стремглав бросилась в дом, на мой вопрос мальчуган ответил, что отца нет дома.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Ун чухне А-шунь ашшӗ патне кӗтӗм те калаҫса кайрӑмӑр.

К ее отцу я заходил тогда и мы с ним разговорились.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Ашшӗ те, вӑл йӗрнишӗн тарӑхнӑ пулмалла ӗнтӗ, ҫавӑншӑн ӑна кӑштах хӗнекеленӗ.

Проплакала она до ночи, и отец за это ее даже побил.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Пӗчӗкҫӗ кролик хӑраса ӳкрӗ те шӑтӑк патнелле сикрӗ, пысӑкки — ун хыҫҫӑн; ашшӗ хӑйӗн малти урисемпе ҫурине шӑтӑка тӗксе кӗртсе ячӗ, унтан шӑтӑка шӑлса питӗрсе хучӗ.

Крольчонок испугался и ускакал в норку, кролик-отец — за ним, передними лапками он подталкивал своего детеныша, а потом подгреб земли и закрыл отверстие.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Сасартӑк унӑн ашшӗ, хӑй нимӗн те ҫименскер, унӑн ҫӑварӗнчен курӑк тунисене каялла туртса кӑларчӗ.

Но кролик-отец вырвал у него травинку изо рта — не смей, мол, есть, и выбросил ее.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Ашшӗ ӗҫлет те, вӗрентет те, укҫине вара унта та, кунта та тӳлемеҫҫӗ, ачасене кӗнеке ҫинчен темиҫе сӑмах вӗрентнӗшӗн труках укҫине ыйтаҫҫӗ…

Отцу ни на службе, ни в школе не дают денег, а за сына плати, когда он и заучил-то всего несколько фраз.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Кайран Жунь-ту ашшӗ урлӑ мана тӗрлӗ тӗслӗ рак хуранӗсем, хитре кайӑк тӗкӗсем ярса паратчӗ.

Потом Жунь-ту переслал мне через отца раковинки и несколько красивых перышек.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Ашшӗ ӑна ҫав-ҫавах илсе кайрӗ.

В конце концов отец увел его.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех