Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пултӑр (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ пӗтерсен, Кантюк хул хушшинчи шлепкине тытрӗ те ӑна ҫыран айлӑме тӑрӑх кустарса ячӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра та пулин шӑппӑн мӑкӑртатрӗ: — Анас ҫулӑмӑр хирӗҫле ан пытӑр, ҫапла татах киле-киле чӑрманмалла ан пултӑр, — терӗ вӑл.

Кандюк, довольный завершением дела, вынул из-за пазухи свою новую шляпу и покатил ее вниз по берегу, приговаривая: — Чтоб поперек пути нам никто не становился, чтоб не пришлось нам сюда еще раз приехать…

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пуҫланӑ ӗҫӗн пуҫӗ кутӑнла пултӑр, тертлӗ ҫулӑмӑр хамӑрпа пӗрле пултӑр, ҫакӑн пек урӑх чӑрманмалла килсе ан тухтӑр… —

Начатое дело находит себе конец, наша тяжкая дорога пусть останется позади, дабы не довелось нам больше испытать таких хлопот…

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сыхла, чӑвашкассем курӑнмалла ан пултӑр, — хушса хӑварчӗ вӑл хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна.

Следи, как бы кто не появился из чувашкасинцев, — приказал он высокому парню.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лаша тытса пыма майлӑрах пултӑр тесе, вӑл Тухтарӑн урине кӑштах куҫарса вырнаҫтарчӗ.

Чтобы удобнее было править лошадью, он подвинул ноги Тухтара в сторону и уселся основательно.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пуҫелӗкне, ҫемҫерех пултӑр тесе, Кантюк тӑрантас ларкӑчӗнчен сӑран минтер илчӗ, ӑна Тухтарӑн пуҫӗ айне майлаштарса хучӗ.

Кандюк вынул из-под сиденья кожаную подушку и заботливо подложил в изголовье Тухтару.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кантюк, куркана каялла илсе, сахӑр пек шурӑ япала ячӗ: — Тутлӑрах пултӑр, — терӗ вӑл.

Кандюк, приняв пустую чарку, бросил в нее белый, как сахар, комочек, наполнил и сказал: — Это чтоб слаще было.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӗрле тесен, куҫна ан хупнӑ пултӑр, иккӗ пӑхса, ҫиччӗ кур.

Ночью вот глаз смыкать не след, а глядеть в оба и видеть в семь раз больше.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун пек ан пултӑр тесен, ялти ҫынсен Улхашран пӗр-пӗр тӗттӗм ҫӗр шыв илсе килмелле те ӑна ялти кӳлле килсе ямалла.

А чтоб его не случилось, надо нам, деревенским, в одну из темных ночей набрать бочку воды, к примеру, в Улхаше и вылить в свое озеро, что посредине деревни.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Халь килӗшсе пултӑр.

Лишь бы он сейчас согласился.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Сӑмахӑмӑр вӑрттӑнрах пултӑр тетпӗр ҫав-ха, — шӑппӑн макӑртатрӗ Кантюк.

— Так вот и я говорю, дело это тайное, — приглушенным голосом проговорил Кандюк.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккейшӗн пулсан халь вӑхӑтне мӗнле те пулин ҫапла ытахальтен тӑсса пултӑр, унтан кунта мӗнле килсе кӗнӗ, ҫаплипех тухса кайӗ.

Шерккею сейчас было все равно, лишь бы протянуть время, а потом возвратиться домой тем же путем.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗнле ӗҫ пултӑр халь, шӑпах ӗҫсем пӗтнӗ вӑхӑтра?

Это какие же у тебя дела, когда все работы окончены?

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунта ӗнтӗ вӑл хир енчен, таҫта Васан ялӗнчен таврӑннӑ пек пултӑр тесе, урама кӗчӗ.

Теперь он ступит на нее, будто возвращаясь со стороны деревни Вазан, и никто ничего не заподозрит.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗтӳҫӗ ӑна-кӑна хӑвӑрт уйӑрса илет те — ури ҫирӗп пултӑр! — ялалла таптарать.

Пастух, ни жив ни мертв, развернулся и деру в деревню!

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫурӗҫ Манюр папая, тӑхӑнтартрӗҫ ӗнтӗ, леш тӗнчере ҫул ҫӳреме шанчӑклӑ пултӑр тесе, шурӑ туя хурса ячӗҫ, енчӗкне, пӑхӑр пуҫлӑ чӗлӗмне чикрӗҫ.

Обмыли Манюра бабая, одели; чтобы на том свете было сподручнее ходить, положили в гроб белый посох; в ендек-кошелек сунули любимую трубку с медной головкой.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр-пӗр япалана алла илсен, — кирек те пушӑ курка кӑна пултӑр, — вӑл, ӑна ӳкересрен сыхланӑ пек, хытӑ чӑмӑртаса тытать, унччен шанчӑклӑ хунӑ япаланах тепӗр ҫӗре куҫарать, унта ӑна тата шанчӑклӑрах пек туйӑнать.

К примеру, возьмет он в руки какую-нибудь вещь — пусть пустой ковшик — и держит его так крепко и бережно, будто боится уронить, а потом поставит осторожно на другое место, словно здесь ему будет надежнее.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫемҫереххи пултӑр.

Помягче будет…

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сывлама ирӗкрех пултӑр тесе, вӑл Сайтен кӗпи ҫухин каптӑрмине вӗҫертрӗ.

Он расстегнул Сайде ворот платья, чтобы хоть чуточку легче дышалось.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, вилнӗ ватта ҫилӗпе асӑнма хушман…

Ладно, бог с ним, пусть земля ему будет пухом, об умерших не пристало говорить плохо…

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ан тив, Тухтар чухӑн пултӑр, вӑл шӑпах Селиме ятне килнӗ ҫын пек туйӑнатчӗ Сайтене…

Что ж, что Тухтар беден, он-то и казался Сайде как раз тем человеком, с которым будет счастлива Селиме.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех