Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Ҫавӑн чухне Пилат каллех преторие кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ.33. Тогда Пилат опять вошел в преторию, и призвал Иисуса, и сказал Ему: Ты Царь Иудейский?
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан аслӑ священник паллакан вӗренекен тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та илсе кӗнӗ.Потом другой ученик, который был знаком первосвященнику, вышел, и сказал придвернице, и ввел Петра.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ; 16. Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав татӑка илнӗ хыҫҫӑн Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Равви?! вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е ашшӗ-амӑшӗ-и? тенӗ.2. Ученики Его спросили у Него: Равви! кто согрешил, он или родители его, что родился слепым?
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ: унта шыв нумай пулнӑ — ҫынсем ҫавӑнта пыра-пыра шыва кӗнӗ; 24. вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗр ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗнчен тем пекех аслӑ та чаплӑ, этем алли туман, ку тӗнчере пултарман Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑна кӗнӗ, 12. Вӑл унта качака юнӗ е пӑру юнӗ мар, Хӑй Юнне илсе кӗнӗ, Вӑл унта пӗр хут, анчах ӗмӗрлӗхе кӗнӗ те ҫынсене ӗмӗрлӗхе хӑтарнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗмӗт вӑл чуншӑн — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек; вӑл шала чаршав хыҫнех ҫитет, 20. унта ӗнтӗ пирӗншӗн Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗхе Аслӑ Священник пулса пирӗн умран Иисус кӗнӗ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать.10. Ибо, кто вошел в покой Его, тот и сам успокоился от дел своих, как и Бог от Своих.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пире пӗрлештерсе тӑракан ӗненӳ сана пирӗн пурӑнӑҫа Христос Иисус урлӑ кӗнӗ ырӑлӑха тарӑнрах ӑнланса илме пулӑштӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.6. дабы общение веры твоей оказалось деятельным в познании всякого у вас добра во Христе Иисусе.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тин тӗне кӗнӗ ҫын епископ ан пултӑр, ун пекки мӑнкӑмӑлланса та кайӗ, вара шуйттанпа пӗрле айӑпа кӗмелле пулӗ.6. Не должен быть из новообращенных, чтобы не возгордился и не подпал осуждению с диаволом.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Малтан Адама пултарнӑ-ҫке, кайран вара Евӑна пултарнӑ; 14. Адам улталанман, арӑмӗ улталанса ҫылӑха кӗнӗ.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир тӗне кӗнӗ чухне Христоспа пӗрле пытарӑннӑ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненсе Унпа пӗрле чӗрӗлнӗ.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн чухнехи савӑнӑҫӑр ӑҫта кайса кӗнӗ сирӗн?
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ хӑраса тӑратӑп: унта ҫитӗп те — эсир эпӗ курма ӗмӗтленнӗ ҫынсем пек мар иккен, эпӗ те сирӗншӗн — эсир курма ӗмӗтленнӗ ҫын пек мар иккен; эпӗ пынӑ ҫӗре сирӗн хушшӑрта тавлашу, ӑмсану, ҫилленӳ, вӑрҫӑ-харҫӑ, суя, элек, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх ан пултӑрччӗ; 21. сирӗн пата пырсассӑн Туррӑм умӗнче намӑсланас марччӗ; таса мар ӗҫ туса, аскӑнланса, намӑссӑрланса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн халичченех ӳкӗнмесӗр пурӑнакансемшӗн манӑн хуйхӑрса макӑрмалла ан пултӑрччӗ.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсир Стефан кил-йышне пӗлетӗр, Ахаире чи малтан вӗсем тӗне кӗнӗ, вӗсем яланах сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иудей-и, эллин-и, чура-и, ирӗкри-и — эпир пурсӑмӑр та пӗр ӳт-пӳ пулма пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗнӗ, пурсӑмӑр та хамӑр ӑша пӗр Сывлӑшах илнӗ.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.