Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ялта ҫӗнӗ учительсем пулӗ-ха, ҫавсен хӗрачи пулӗ», — шутларӗ Ятман ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӳлле виҫӗ ял вӑйӗпе тунӑ, ҫапах та Ятман унпа хӑй ӑшӗнче халӗ те пулин савӑнса пырать: ӑна Ятман секретарьте ӗҫленӗ чухне Атӑлкасси комсомолецӗсем пуҫарнипе чавма тытӑннӑ, ӑна чавнӑ чухне вӗсенчен кашниех ал хӑпарса тухиччен ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Фронта каякансенчен теприсем ҫапӑҫӑва та кӗреймеҫҫӗ тесе калаҫаҫҫӗ, ҫитичченех бомба айне пулса вилеҫҫӗ, тет. Фронталла каякан эшелонсене нимӗҫ питӗ тапӑнать, теҫҫӗ. Михала тӗлне ан килтӗрччӗ ку», — пӗрре ҫеҫ мар шухӑшларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусанта ҫынна тупасси утӑ капанӗ ӑшӗнче йӗп шырассипе пӗрех иккен.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чалӑм тӗлӗнче кимӗсем тӗтре ӑшӗнче сылтӑм ҫырана пырса ҫапӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ те хӗрӗ мӗнле асапланнине курса хӑйӗн ӑшӗнче урӑх нихӑҫан та хӗрне ҫар ӗҫне вӗренме хистемӗп терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унӑн ӑшӗнче тата шӗвӗртнӗ шалчасем лартнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ӑшӗнче ҫулӑм хыпнӑ пек пӗҫертсе илет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑлана кӗрсе, ӑшӗнче хумханнине пӗтерес тесе, темиҫе курка пыл сӑри ӗҫрӗ те кӗлете тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Турихан ӑшӗнче тарӑхса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шӑнса чӗтреме пуҫласан Аспар куҫӗсене хупса ӑшӑ хӗвел пайӑркисене астурӗ, ӑшӗнче каларӗ: «Эпӗ шӑнман, мана хӗвел пайӑркисем ӑшӑтаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар ӑшӗнче сисе пуҫларӗ, аслашшӗ ӑна таҫта-тӑр ямашкӑн хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хура тумтир ӑшӗнче ҫухалчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Китаецсем хулара пӗр районччӗ — картиш варринче картиш, пӳрт ӑшӗнче пӳрт, тӗттӗм коридор, магазин, путвал, склад, ҫӗр пӳрт, ҫурма тӗттӗм ресторан, шкул — пурте хутӑш, пӗр вӗҫӗмрен.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Чылайӑшӗ, ҫак ҫутҫанталӑк продукчӗн япӑх енӗ шутӗнче, ун ӑшӗнче питӗ ҫуллӑ япаласем пуррине кура, вӑл ытла калориллӗ пулнине шутлаҫҫӗ.

Многие считают существенным минусом данного природного продукта – высокую калорийность за счет присутствия в составе насыщенных жиров.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

— Чӑн та пирӗшти тейӗн, — хӑй ӑшӗнче пӑшӑлтатрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗвер ҫине хунӑ сулахай аллӑн виҫӗ пӳрнинчен пӗрне шакканӑ чух вӑл эхинококк хӑмпи ӑшӗнче пӗчӗк гидатидӑсем (вӗтӗ хӑмпӑсем) чӗтреннине уҫҫӑнах сисрӗ: ал лаппи айӗнче пружина чӗтреннӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Аслӑ вӑрман ӑшӗнче пӗр кӳлӗ ҫуталса выртнӑ, тет…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Айдар ҫинчен пьеса ҫырас умӗн ҫакӑн пек пролог аван пулӗччӗ», — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлташӗ патӗнчен хӑналанса килнӗ хыҫҫӑн Павӑл шухӑша кайрӗ: «Никама та шанма ҫук иккен — куҫ умӗнчех улталаҫҫӗ намӑса пӗлмен ҫынсем. Санврача сӑпайлӑх килӗшмест, малашне ҫирӗп характерлӑ пулмалла. Ҫынна мар, хӑвна та ан шан», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, облисполком складӗнче пулса иртнӗ ултавлӑ «мыскарана» асран кӑлараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех