Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхӑрьял каччи Артем Никитин Лӑпкӑ океан флотӗнче виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне курма кайса килчӗ те пурнӑҫне малалла та тинӗспе ҫыхӑнтарма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Вӑл ассигнацисене аллине хӑйне евӗрлӗн, мӑн кӑмӑллӑн тӑсса йышӑнчӗ, питӗ тӗплӗ шутларӗ те палӑртуллӑн пуҫ тайрӗ.

Он взял ассигнации особым надменным жестом, очень тщательно пересчитал и подчеркнуто поклонился.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Горн ҫаврӑнчӗ те пӳрнине пускӑчран вӗҫертмесӗр вунӑ утӑм шутларӗ.

Горн повернулся и отсчитал десять, держа палец на спуске.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Анчах капитан мана пит выҫӑхнӑ ҫын вырӑнне шутларӗ, апата лариччен эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинченех каланӑччӗ: халӗ ӗнтӗ манӑн ҫӑтса анман апата ирӗксӗр ҫимелле пулчӗ.

Но капитан был уверен в том, что я сильно голоден, да и я сам еще до завтрака сказал ему об этом. И теперь я должен был через силу есть.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ӗнер ямарӗ, паян урӑхла шутларӗ.

— Вчера не пустила, а сегодня передумала.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Очкосене Давенант шутларӗ, ҫитменнине — кӗретӗнех хӗрӳ туйӑмпа: акӑ 250-125 чикӗре 250 терӗ те хӗре тӗлӗнтерчӗ те култарчӗ.

Подсчет очков произвел Давенант, считая явно пристрастно, так как одно отверстие на линии 250 — 125 объявил за 250, чем удивил и насмешил девушку.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл хӗрӗх таран шутларӗ те ассӑн сывласа эхлетрӗ.

Он насчитал сорок штук и вздохнул.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Ури пӳрнисене виҫӗ хут хускатрӗ те ӑшӗнче шутларӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ.

Ее нога три раза шевельнула пальцами, и она мысленно сосчитала: раз, два, три.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Джон Мастакар «аллӑ пӗр» шутларӗ те «тасалӑр!» тесе хушса хучӗ.

Джон Мастакар сосчитал: «пятьдесят один» и прибавил: «уйдите».

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Укҫа тыттарсан старик ӑна шутларӗ те хӗвне чиксе хучӗ.

Взяв деньги, старик пересчитал их, сунул за пазуху и умильно проговорил:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӗсем хӑш енчен килнине вӑл паҫӑр мунчаран пит лайӑхах асӑрхаймарӗ, ҫавӑнпа пирвай ӑҫталла кайнине пӗлме, вара, айккинчен ҫаврӑнса, вӗсен ҫулӗ ҫине тухма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗттӗмрех-чӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа кам кӗнине пӗлмерӗ вӑл, надзиратель пулӗ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла шутласан-шутласан, вӑл Калюк пӗлтӗр кӗркунне Етӗрне тӗрминчен тарнӑ Калюков пулма пултарать тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Канмалли кун Миша ҫӗнӗ юлташӗсемпе час-часах ҫухалса ҫӳренине пӗлсе Нина хваттере тирпейлеме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Эсир кунта ӗҫлени пирки эп ӑнсӑртран пӗлтӗм, — хӑйне кунта илсе ҫитернӗ ӗмӗтне пурнӑҫламах шутларӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Коля юлташӗсенчен уйрӑлса юлсанах каялла таврӑнма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Унта ҫӗр выртма та шутларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Иван Даниловичпа калаҫнӑ хыҫҫӑн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ Юрий общежитие таврӑниччен ҫула май ӗҫе кӗрсе тухма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Аптӑранӑ енне вӑл вахтӑра ларакан пӗр ватӑрах хӗрарӑмпа калаҫса пӑхма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Енчен енне ҫаврӑнкаласа та пӑхрӗ вӑл, ҫӗре ҫити те темиҫе хутчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех