Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25. Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26. пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла; 30. тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ: 31. ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та кам ҫынна тимӗр япалапа вӗлерсе пӑрахмаллах ҫапать, ҫавӑ вара ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 17. кам та кам аллинчи чулпа, вӗлерме пултаракан чулпа, ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ҫавӑ ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 18. вӗлерме пултаракан йывӑҫ япалапа ҫынна вӗлермеллех ҫапакан та ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 19. юншӑн тавӑраканни ҫын вӗлерекене хӑех вӗлерме пултарать: тӗл пулсассӑн ӑна хӑех вӗлерме пултарать; 20. кам та кам кураймасӑр ҫынна вӗлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мӗнпе те пулин персе ӑна вӗлермеллипех тивертет, 21. е тӑшманлӑха пула ӑна аллипе вӗлермеллех ҫапать пулсассӑн, ҫапакана вилӗм аллине памалла: вӑл ҫын вӗлерекен шутланать; юншӑн тавӑракан ӑна тӗл пулсанах вӗлерме пултарать.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шеф-поваршӑн тата унӑн ӗҫтешӗсемшӗн чи пысӑк парне ҫакӑ пулса тӑрать те – вӗсен ӗҫне хаклани тата сывлӑх сунса ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем калани.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10