Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, пӗркун илсе кайнӑ сурӑхсенчен чылайӑшӗ кантур картинче выҫӑ вилсе пӗтнӗ иккен, ыттисене кантуртисем пусса ҫинӗ.

Из их слов шургасинцы узнали, что большинство увезенных конторщиками овец подохли во дворе управы.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ярилепе Мултиер картишне ишелсе пӗтнӗ хӳме юлашки ҫеҫ уйӑрса тӑрать.

Их дворы разделяет всего-навсего развалившийся плетень.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Такамран хӑранӑ пек, ялти ҫуртсем кашнинчех йӗркесӗррӗн сапаланса пахча хушшисене, карта хыҫне, анкартисене ларса пӗтнӗ.

Деревенские избы, словно боясь чего-то, беспорядочно прятались за огородами, за дворами, под обрывами.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Мӗн ҫинчен калаҫнисене ҫеҫ манса пӗтнӗ.

— Только не помню вот, о чем мы тогда говорили.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтнӗ мӗскӗн Сетнер те Усал вӑрӑ пурттинчен.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Яту пӗтнӗ пулсан та, Аҫун мулӗ пур вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗрсе пӗтнӗ вӑйӑран Сарӑ хӗрсем, каччӑсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӑшал пемест: тар пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн пулчӗҫ сапӑр — Ӗҫ-пуҫ ӑнсассӑн пит аван.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кайсам кунтан, эс кӑлӑх килнӗ, Эс маншӑн пӗтнӗ, ҫуннӑ, вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анушка алли кӗсьере хӑй тӗллӗнех Карачӑман лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫыруне хыпашласа тупать, хӗрачан ӑна тантӑшӗсенчен кӑшт пӑрӑнса тепӗр хут вуласа тухас кӑмӑл килсе каять.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ вӑрҫӑ пӗтнӗ, инженера вӗренес пулать!

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑ пӗтнӗ ӗнтӗ, Атӑлкассине комбайнсем килме пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗркунхине мана старик: «эс илтнӗ-и ҫак, вӑрҫӑ пӗтнӗ вӗт!» — тет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӑх кӑмӑлӗ кӑҫал, вӑрҫӑ пӗтнӗ пӗрремӗш ҫул, кун пек пулсан, тепӗр ҫул мӗнле пулмӗ!

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗнтӗ вӑрҫи те пӗтнӗ, эпир санпа ҫав-ҫавах кичем пурӑнатпӑр, — пӗр пуҫланӑ япала хӑйӗн йӗрӗнчен пӑрӑнаймарӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль те Людмила ятлаҫать вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан, унти хуҫалӑха пӗтӗмпех юсаса ҫитерсен пырса кӗретпӗр-ши Украинӑна? тет.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл хӑйӗн ҫупа вараланса пӗтнӗ кӗпи ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ват ҫынпа картуса хывса сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн чӗлӗм пуррисем хӑйсен пӑхӑр чӗлӗмӗсене чӗртсе ячӗҫ, чӗлӗм ҫуккисем лӳчӗркенсе пӗтнӗ хаҫат татӑкӗсенчен табак чӗркерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Политинформаци пӗтнӗ ҫӗре таҫтан Левентей килсе тухать, вӑл колхозниксене кӑҫал тырӑ вырас йӗрке мӗнле пуласси ҫинчен ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех