Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ӗнтӗ патша ӑсчахӗсем ҫитнӗ, анчах та мӗн ҫырнине вулайман, унӑн пӗлтерӗшне патшана ӑнлантарса парайман.8. И вошли все мудрецы царя, но не могли прочитать написанного и объяснить царю значения его.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав самантрах ӑс-хакӑлӑм ман патӑма таврӑнчӗ; ман патӑма патша чапӗ те, чысӗ те, мухтавӗ те таврӑнчӗ; унччен маншӑн ӗҫлесе тӑнӑ канашҫӑсемпе аслӑ улпутсем мана йышӑнчӗҫ, мана ҫӗнӗрен патшана лартрӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн чапӑм унчченхинчен те ытларах ӳссе кайрӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Навуходоносор патшана мӗн калани пӗтӗмпех пулса иртнӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Акӑ, патша, ҫакӑн пӗлтерӗшӗ — Ҫӳлти Турӑ малтанах палӑртса хуни, хуҫамӑма, патшана, кӗтекенни ҫакӑ пулать: 22. сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарма тытӑнӗҫ, эсӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнӑн.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
94. Ӗнтӗ сатрапсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем тата патшана канаш парса тӑракансем пуҫтарӑннӑ та, пӑхнӑ та — ку арсене вут-ҫулӑм нимӗн те тӑвайман иккен: пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗ те ӗнмен вӗсен, тумтирӗ те тӗрӗс-тӗкелех, ҫунӑк шӑрши те пулин кӗмест вӗсенчен.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем патшана хуравласа: патша, чӑнах та ҫапла! тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Седрах, Мисах тата Авденаго вара Навуходоносор патшана ҫапла хуравласа каланӑ: кун пирки пирӗн сана сӑмах тавӑрса калама кирлех те мар.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем Навуходоносор патшана ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслӑ Турӑ малашне мӗн пулассине патшана ҫапла пӗлтернӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслӑрах пулнӑран мар, патшана ӑнлантарса пама уҫӑлчӗ ку вӑрттӑнлӑх мана — эсӗ хӑвӑн чӗрӳне мӗн пӑлхатнине пӗлӗн.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах тӳпере вӑрттӑнлӑха уҫан Турӑ пур, юлашки кунсенче мӗн пулассине Навуходоносор патшана Вӑл уҫса пачӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: патша ыйтакан вӑрттӑнлӑха ӑсчах та, пӗлӗмҫӗ те, вӗрӳҫӗ те, юмӑҫ та патшана уҫса параймӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесен Унра — ӑслӑлӑхпа хӑват; 21. Вӑл вӑхӑта, ӗмӗре улӑштарать, патшана сирпӗтет, патшана лартать; ӑслисене ӑс, тӑнлине тӑн парать; 22. Вӑл тарӑнлӑха та вӑрттӑнлӑха уҫать, сӗмлӗхрине пӗлсе тӑрать, Унпа пӗрле ҫутӑ пурӑнать.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патша тума ыйтакан ӗҫ ҫав тери йывӑр, унӑн уҫҫи-хуппине патшана турӑсемсӗр пуҫне никам та калаяс ҫук, вӗсем вара ҫын хушшинче пурӑнмаҫҫӗ, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халдейсем патшана ҫапла хуравласа каланӑ: ку ӗҫӗн уҫҫи-хуппине патшана калаян ҫын ҫӗр ҫинче ҫук; ҫавӑнпа нимӗнле аслӑ, хӑватлӑ патша та пӗр пӗлӗмҫӗрен те, асамҫӑран та, халдейсен ӑрӑмҫинчен те кунашкаллине ыйтман.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Халдейсем патшана арамейла каланӑ: патшамӑр! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! тӗлӗкне чурусене каласа парччӗ, эпир вара ун пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патша вӗсемпе калаҫса пӑхнӑ, яш ачасен йышӗнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна ҫитекенни урӑх тупӑнман, вӗсем вара патшана ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ) 3. Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.