Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ак сăмах пирĕн базăра пур.
ак (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорирен, ак, киле килсе тухсан, ыйтаҫҫех.

А вот Григорию придется, когда заявится домой.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шуррисем патӗнче ҫапӑҫнӑшӑн ак совет саккунӗ умӗнче ответ тытасах пулать.

А за службу в белых надо отвечать перед советским законом.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ ак алӑсӑр юлтӑм — хаваслансах манӑттӑмччӗ те ӑна, манаймастӑп ав, кашни ҫеккунтрах аса илтерсе тӑрать.

Вот руки я лишился — и рад бы забыть, да оно не забывается, кажный секунд об этом помнишь.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ те ак ҫаплах: пурте сурса ыратать, такам хӗнесе пӗтернӗ пек…

Вот так и зараз: все у меня ломит, будто избитая я…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Е эсир чирлетӗп тесе ӳпкелешетӗр, е ак ҫавӑнтах ӗҫ те тупрӑр.

То вы жалуетесь, что хвораете, а то и дела враз нашли.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑпах пая кӗрет те ак, унта, ав, кӑмӑшки те пӗрре шӑршламалӑх кӑна…»

Как раз ишо влипнет в часть, а там этой самогонки на одну понюшку…»

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ну, каллех ак темле шуйттан чӗлхерен туртрӗ!

«Ну, вот и опять дернул меня черт за язык!

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑт мӗнле пулса тухать, совет ҫамрӑкӗ юлташ: пӗлтӗр эсир хӑвӑр аллӑрпа ман кил-ҫурта вут тивертсе ҫунтарса ятӑр, калас пулать — унран кӗл купи туса хӑвартӑр, паян ак ман хамӑн сире венчет тума тиврӗ…

— Вот, молодой советский товарищ, как бывает в жизни: в прошлом году вы собственноручно сожгли мой дом, так сказать — предали его огню, а сегодня мне пришлось вас венчать…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Михаил пичче аслӑк айне выртрӗ те сиксе чӗтрет, ак ҫапла силленет!

Дядя Михаил лег под сараем и так дрожит, так дрожит, ажник подсигивает!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑвӑн ак ҫак сӑмаххусемпе!

— Вот этими своими разговорами!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак ҫакӑнпа!

— А тем!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тунсӑхласа ҫитрӗм те, килтӗм ак.

Соскучился, вот и пришел.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Службӑран таврӑнтӑр та Гриша, пирӗн те ак кил шӑрши, казак шӑрши кӗрекен пулӗ те-ха…»

Вот прийдет со службы Гриша, тогда у нас жилым, казачьим духом запахнет…»

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мишатка мӗн те пулин итлемесӗр хӑтланнӑ пултӑр ҫеҫ — тӳрех ӑна хӑратса тӑкать: «Чим-ха ак, арҫури ачи, аҫу килтӗр те, пӗтӗмпе каласа кӑтартатӑп, ун чухне лайӑх пӗҫерккӗ парать сана!»

Стоило только Мишатке оказать ей неповиновение, как она тотчас грозила: «А вот погоди, анчутка вихрастый, прийдет отец, докажу ему, так он тебе всыпет!»

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑл ак, шӑл сӑмсуна, мӗн манкуна юхтарса тӑратӑн?

Утрись, утрись, чего рассопливилась-то?

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

 — Ак хайхи ӗнтӗ!

— Вот тебе и раз!

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак ҫапла пуҫ тайма хушса ячӗ, — Прохор шӳтлесе, пилӗк таран пуҫ тайрӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те куҫ харшисене тӗлӗннӗ пек сиктерсе илчӗ:

Велел вот как кланяться, — Прохор шутливо поклонился, поднял голову и удивленно шевельнул бровями:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Кӑҫал ак ҫӑкӑрсӑр юлатпӑр, — терӗҫ стариксем.

«Будем в нонешном году без хлеба, — говорили старики.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ ак ӗненместӗп!

— А я не верю!

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак ӑҫта хамӑр станицӑсене тӗл пулма тур килчӗ!

— Вот где станишницу довелось повстречать!

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех