Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран ҫав Олютка ҫине эпӗ пӗр пилӗк ҫула яхӑн ҫилленсе ҫӳрерӗм, анчах мӗн усси пулчӗ-ха?

Я на этую Олютку годов пять посля злился, да что толку-то?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла каласа хучӗ те, пуҫларӗ мана кӳпкеме, малтан шӳтлесе ҫапкаланӑ пек туйӑнчӗ, кайран хытӑрах та хытӑрах илтерме тытӑнчӗ.

Да с тем и начал меня стукать, сначала будто шутейно, а потом все дюжей да дюжей.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кайран аса илтӗм, анчах ҫунат мана ҫӗр ҫумӗнчен таҫта шуйттан таранах ҫӗклесе улӑхтарса кайнӑ иккен!

Когда опомнился, а меня от земли-то черт-те куда уперло!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑлта йӗппине атте касса кӑларчӗ-ха, анчах кайран хама ӑнран кайичченех ӑшалантарчӗ.

Отец крючок-то вырезал, а потом меня же и высек до потери сознательности.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темскерле хӑйне пӑхӑнман вӑй хӗтӗртнипе вӑл малтан темӗн те пӗр каласа тултарать, кайран, тепӗр виҫӗ минутранах, ӳкӗнет, хӑйӗн сӑмахӗсене тем пекех каялла илӗччӗ те, илме ҫук…

Неподвластная сила заставляла его говорить такое, от чего он через несколько минут с удовольствием бы отрекся.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑнта вара кайран Тубянскири казаксем тахҫанчченех асӑна-асӑна калаҫса пурӑннӑ мыскара пулса иртет: шӑп та шай ҫав вырӑнта Щукарь нихӑҫан курман намӑс курать, ун ҫинчен тухнӑ халап халӑх хушшинче паян кунччен те ҫӳрет, ахӑртнех, малашнехи ӑрӑва та куҫса юлать пулӗ…

Тут-то и случилось с ним то, о чем впоследствии долго говорили казаки в Тубянском: именно на этом месте и претерпел Щукарь неслыханное позорище, предание о котором сохранилось до наших дней и уж наверное перейдет к следующему потомству…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫумне пырса ҫыхлан кӑна, кайран ҫут тӗнчене те курассу килми пулӗ!» — шухӑшласа илчӗ Яков Лукич, тӑкӑрлӑкалла асӑрханараххӑн пӑрӑнса кӗнӗ май.

С ней только свяжись, а тогда и свету белому не обрадуешься!» — подумал Яков Лукич, предусмотрительно сворачивая в проулок.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑшпӗр ҫӗрте уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем малтан, хӑйсен пулнӑ, кайран колхоза куҫнӑ ҫӗрӗсене сухаласа сӳрелеме тытӑннӑччӗ те ӗнтӗ.

Кое-где единоличники уже начали было пахать и дорабатывать земли, некогда принадлежавшие им, а потом отошедшие в колхозный массив.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫырмасан — персе вӗлеретӗп сана, сиенлӗ ҫӗлен-калтана, кайран вара саншӑн хамах тӗрмене кайса ларам пӗреххут, ан тив вунӑ ҫуллӑхах лартчӑр, пурӗпӗрех.

Ежели не напишешь — застрелю как вредного гада, а потом пойду за тебя в тюрьму хоть на десять лет!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн нумайӑшӗ кайран ӳпкелешеҫҫӗ, тырра ҫисе ятӑмӑр, упраймарӑмӑр, теҫҫӗ.

А то многие жалуются, что не соблюли, поели.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е вӑл эпӗ мӗн каласса вӑлтса пӗлесшӗн те, эпӗ вӗсене хирӗҫ каймӑп-и тесе тӗрӗслесе, кайран вара, Александр Анисимыч таврӑнсанах, ӑна каласа парӗ… лешӗ хайхискер, Хопрова касса вӗлернӗ пек, мана та касса пӑрахӗ?

Или это он меня спытывает, что скажу и не пойду ли супротив их, а потом Александру Анисимычу передаст по прибытию его… а энтот меня и рубанет, как Хопрова?

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл каллех Луганска пырса лекнӗ, транспортри Чека органӗнче службӑра тӑнӑ, унтан ӑна парти ӗҫне куҫарнӑ, кайран унӑн татах заводра ӗҫлеме тивнӗ.

После войны он опять попал в Луганск, служил в органах Чека на транспорте, потом перебросили его на партработу и снова на завод.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кайран вара, ҫынсем калаҫусенче граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӗҫсем ҫинчен сӑмах-юмах тапратсан, — ҫак вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсен чӗринче те, асӗнче те ҫав ӗҫсен кӗрлевӗ-янӑравӗ ӗмӗр вилӗмсӗр пурӑнать, — Кондратько, тӳлеккӗн мӑнаҫланса, ҫапла калатчӗ: «Пирӗн Клементий, Луганск ҫынни…

И уже после, когда в разговоре касались отлетевших в прошлое годов гражданской войны, чей отзвук неумираемо живет в сердцах и памяти ее участников, Кондратько с тихой гордостью говорил: «Наш Клементий, луганський…

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫ пирки калаҫас пулать, мыскарасем кӑтартса ларма кайран та пулӗ, факт!

Говорить надо по существу, а балагурить можно после, факт!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Выльӑхсем ҫинчен кайран калаҫӑпӑр.

— О скоте потом будет речь.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Каях, планна Райполеводсоюзра кӑтарт, кайран столовӑйне кайса кӑнтӑрлахи апат ҫи, унта апата ӗлкӗреймесен, ман пата хваттере кай, арӑм ҫитерсе ярӗ сана.

— Ступай согласовывай план в райполеводсоюз, потом обедай в столовке, а если там обедов не захватишь, иди ко мне на квартиру, жена тебя покормит.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ил ҫавна, хӑвӑнтан кайран ачусене тӑхӑнса ҫӗтмелӗх те юлӗ.

— Бери, ишо детям достанется донашивать.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аса илтерер: Тӗнчесем пӗчӗк хӗрӗпе Аяпа Европӑра пулнӑ, кайран Африкӑна ҫитнӗ.

Напомним: семейство Тӗнче вместе с дочерью Айей побывали в Европе, после достигли Африки.

Тӗнчесене НТВ телеканалпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23545.html

Кайран вара хӑвӑн ҫурту тӗпӗсене, резинкусемпе писев кӗленчисене пуҫтар та чун туртнӑ ҫӗрелле тухса вӗҫтер.

А потом собирай свои огарки, резинки и склянки с помадой и жарь куда хошь.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил-тӑвӑлра тирексемпе юмансем кӑна, хуҫӑла-хуҫӑла анса, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса ӳкеҫҫӗ, хытхура — тимӗр тӑпри курӑкӗ ҫӗр ҫумне ӳксе тайӑлать, саркаланса выртать, ҫапах та кайран каллех ҫӗкленсе ларать Анчах Яков Лукичӑн «ура ҫине тӑрасси» пулаймарӗ ҫке-ха!

В бурю лишь тополя да дубы ломает и выворачивает с корнем, бурьян-железняк только земно клонится, стелется, а потом снова встает, но вот «встать»-то Якову Лукичу и не пришлось!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех