Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унсӑр пуҫне, ҫав кӑлтӑксем вырӑнне унӑн ҫӑмӑл та ҫамрӑк, тӗрекле ӳт-пӳ, Аникее ӑсран яракан тӑп-тӑп каҫӑр кӑкӑр, чавса патӗнче ачаш путӑклӑ, хресчен хӗрарӑмӑнни пек мар кӑпӑшка та шурӑ алӑсем пулнӑ, утасса вӑл ярӑнса, кушак пек ҫемҫен утнӑ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Пӗтӗм сӑнчӑра туртса кӑларас тесе, унӑн тӗп сыпӑкӗнчен мӗнле ярса тытмалла-ха? — шухӑшларӗ Пробатов, хытӑ хӑмӑл ҫийӗн ярӑнса вӗҫекен хӑмӑр хӑлата сӑнаса.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юр пек чӑлт-шурӑ, тӗкӗ хӗвел шевлипе йӑлтӑртатакан пӗчӗкҫӗ кӑркка, ҫунаттисемпе хӑвӑрт та сулмаклӑн авӑсса, ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе хӑпарчӗ те, ҫӗнӗ кин ҫакакан шӑрҫа мӑйи пек ҫутӑ хура йӑрӑмлӑ мӑйне тӑсса хурса, хӑвӑрт-хӑвӑрт малалла вӗҫрӗ, самантсерен инҫетерех те инҫетерех кайса пычӗ, сенкер кӑвак тӳпе тинӗсӗнче тикӗссӗн ярӑнса ҫӳрерӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑртсем урлӑ эпир вӗҫнӗ Ҫил-ҫунатлӑн ярӑнса, Кӗрӗс-керӗс пӑшал пенӗ, Хӗҫпе каснӑ авӑнса!Мы по горочкам летали Наподобье саранчи, Из берданочков стреляли, Все — донские казачки!
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫпа виҫейми аслӑ тӳпен сенкер ытамӗнче, шурӑ пӗлӗт таткисенчен ирте-ирте кайса, тикӗш ушкӑнӗсем, нумай сасӑллӑн тӑрликлетекен тӑрна картисем ҫурҫӗрелле ярӑнса вӗҫрӗҫ.
XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ахӑртнех, ҫунать пулмалла-ха, хӑйӗн мӑчӑлти ҫутине сапаласа, Григорий ҫут тӗнчене килнӗ кун ҫӳл тӳпене ярӑнса тухнӑ пӗчӗкҫӗ ҫӑлтӑр; вӑхӑчӗ ҫитмен-тӗр-ха ӑна халех татӑлса ӳкме, аялалла вирхӗнекен сивӗ ҫулӑмӗпелен тӗпсӗр тӳпе ытамне ҫунтарса вӗҫме.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ура айӗнчен хир кӑркки пӑрӑлтатса вӗҫсе хӑпарчӗ, унтан, хӗвел ҫинче шурӑ тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, тип вар ҫийӗпе ярӑнса кайрӗ.Из-под ног взвился стрепет, потянул над балкой, искрясь на солнце белым пером.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗве тавра пӗр хут, икӗ хут ярӑнса ҫаврӑннӑ, пӑхать — Федька та ҫитсе тӑнӑ, ҫӗр айӗнчен шӑтса тухнӑ тейӗн.Пробежит по пруду круг-другой, смотрит — и Федька тут, словно из-под земли вырос.
Коньки // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Пулман та тейӗн вара ҫӗр ҫинче Вешенски казакӗ Грязнов — ӗлӗкрех лаша вӑрринче ҫӳренӗскер, нумай пулмасть кун ҫути курмасӑр ӗҫкӗ-ҫикӗпе ярӑнса пурӑннӑскер.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳлте, ҫумӑрлӑ пӗлӗт тӳпинче, ӑмӑрт кайӑк ярӑнса вӗҫет.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑй тимӗр витре йӑтнӑ; сарлакан та ирӗклӗн, казачкӑсен хушшинче ҫеҫ йӑлана кӗнӗ илемлӗ утӑпа ярӑнса, ӗне вити еннелле кайрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кашниннех чечеклӗ садра ярӑнса утса ҫӳрес килет, анчах — мур илсе кайман! — ҫав чечексемпе йывӑҫсене лартас умӗн ҫӳп-ҫапне те тасатмалла-ҫке-ха!
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Амӑшӗ ӑна хӑйсен чӗлхипе темскер каларӗ те, вӑл, ҫирӗппӗн ярӑнса утса, алӑк патне пычӗ.Мать ответила ей что-то на родном языке, и Анна твердой скользящей походкой подошла к двери.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӑхатӑн кайран, — шыв ҫинче акӑшсем майлӑ е чечексем пек курӑнса, кӑвак карттуссем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ…Бывалоча, глянешь, — а по воде голубые атаманские фуражки, как лебедя али цветки, плывут…
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӗлпӗрне лаша ҫилхи ҫине хурса ярӑнса пынӑ май вӑл текех пулас канашлупа Мартьяновскинчи бригадир ҫинчен шухӑшланӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ ыттисене анчах хушса ларнӑ пулсан, капӑрланса, тачанкӑпа ярӑнса ҫӳренӗ пулсан, мӗн тырӑ ӑсти, мӗн пурлӑх хуҫи пулӗччӗ манран…
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ӑҫта вӑл, мӗскӗн, ярӑнса ҫӳрет-ши?
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Мана часах курма ҫук… эпӗ ялан вӑкӑрсемпе ярӑнса ҫӳретӗп.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑкӑр хӑвалакан ачасем мӑйрака сӳсменӗсем ҫинче пушшисене юлхаввӑн ҫавӑркаласа ярӑнса пынӑ.Мальчуганы-погонычи, покачивались на ярмах и лениво помахивали кнутами.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Татарски хуторӗ айккипе, ула-чӑла шурӑ пӗлӗтсемпе каркаланнӑ тӳпе тӑрӑх кӗрхи хӗвел ярӑнса шӑвать.Сбочь хутора Татарского, по небу, изморщенному седой облачной рябью, колесило осеннее солнце.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.