Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртеҫҫӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем тӗлӗнчен кайӑксем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Над головами мальчиков с шумом и писком пролетали птицы.

5 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Урампа кӗреплесем йӑтнӑ хӗрсем чупса иртеҫҫӗ.

По улице пробегают с граблями девчата.

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫав ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ ҫӑралса пырса пысӑк та вӑрӑм пӗлӗт евӗр курӑнать, ӑна икӗ ҫӗрте тӗксӗм йӗрсем касса иртеҫҫӗ.

Этот рой сгущался в большое облако, удлиненное и пересеченное двумя темными полосами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫӳлте шур пӗлӗтсем ерипен шӑва-шӑва иртеҫҫӗ, аякра пӗр тикӗссӗн, ывӑннӑ евӗр, куккук авӑтать.

В вышине медленно плыли белые плотные облака, и вдали, сонный и мерный, слышался крик кукушки…

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Хирӗҫ пулакансем Тухтара ырӑ кӑмӑлтан сывлӑх сунса иртеҫҫӗ, вӑл хӑй те вӗсене сума суса саламлать.

Встречные сельчане тепло приветствуют Тухтара, он отвечает им тем же.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫук, ӑна асӑрхаман пекех иртеҫҫӗ те каяҫҫӗ.

Нет, кажется, не замечают даже, что он тут стоит.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук евӗр ҫамрӑксемех, ав, тем кулкаласа иртеҫҫӗ.

Вот с веселым смехом прошагала стайка молодых парней, как Тимрук.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сыпӑк-сыпӑк шухӑшсем йӗркесӗр капланаҫҫӗ; пӗр-пӗрне хӑваласа иртеҫҫӗ, арпашаҫҫӗ, тӑпӑлаҫҫӗ, палӑрми ҫухалаҫҫӗ, унтан татах сыпӑнаҫҫӗ, татах арпашаҫҫӗ…

В голове еще проносятся обрывки каких-то мыслей, настигают, обгоняют друг друга, путаются, исчезают, вновь появляются и снова исчезают…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тусан ларнӑ акацисем ҫийӗн, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе, шӑрчӑксем вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Стрекозы стаями шныряли над пыльными акациями, разрисовывая воздух зигзагами своих полетов.

9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Сергей умӗнчен, хура ҫиҫӗм пек, ҫара ҫерҫисем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Летучие мыши, как черные молнии, мелькали у его лица.

2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Акӑ халь тырпул пуҫтарса кӗртме кайма сӗнеҫҫӗ, — унта ҫӗнӗ ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, кунсем васкавлӑ та хастарлӑ ӗҫре иртеҫҫӗ, — вӑл вара унта кайма пуринчен малтан килӗшрӗ.

А тут предложение ехать на уборочную — новые места, новые люди, напряженный темп жизни, — и он вызвался первым.

1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ытти чылай ҫӗршывсенчи пекех, пирӗн ҫӗршывра та хирӗҫ пулнӑ ҫынсем сылтӑм енчен иртеҫҫӗ.

У нас, как и в большинстве стран, движение правостороннее.

Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Меню тӑрӑх мӗн илессине суйласа кассӑна укҫа тӳлеҫҫӗ те черетне апат салатакансем патне иртеҫҫӗ.

Выбирают по меню желаемые блюда, платят за них в кассу и движутся в очереди к раздатчикам.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ывӑнтарса ҫитерекен пӗр евӗрлӗ лӑпкӑ кунсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ.

День за днем проходят в однообразной тишине и томительном ожидании.

Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Вӗҫӗмсӗр кӗттерекен, ҫав тери асаплӑ та чуна пусса тӑракан кунсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса иртеҫҫӗ.

Это были очень тяжкие дни, полные такого давящего, такого мучительного ожидания.

Ҫар корреспонденчӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Урам тӑрӑх санитарнӑй машинӑсем, танксем кӗмсӗртеттерсе иртеҫҫӗ.

Проносились по улицам санитарные машины, с грохотом и лязгом проходили танки.

«Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Куҫ умӗнче татах хӗрсен кӑвак, кӗрен, шурӑ кӗписем, кулса тӑракан савӑнӑҫлӑ ачасемпе хӗрсем вӗлтӗртетсе иртеҫҫӗ

И снова замелькали перед глазами голубые, розовые, белые платья девушек, смеющиеся, раскрасневшиеся лица…

Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Районти шкулсенче хальхи вӑхӑтра Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа уҫӑ уроксем, паттӑрлӑх сехечӗсем, курав- сем тата ытти мероприятисем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30

Асаплӑ, йывӑр пурнӑҫ кӳрсе тӑракан ҫулсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ.

Тянутся годы и годы в одиночестве — мучительная, безотрадная жизнь.

Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Кунсем сисӗнмесӗр шуса иртеҫҫӗ.

Дни пролетали незаметно.

Ҫӗнӗ пурнӑҫ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех