Шырав
Шырав ĕçĕ:
5-6. Ҫав вӑрттӑнлӑха — суя тӗнлисем те Ырӑ Хыпар илтсе Христос Иисус урлӑ ырӑлӑха кӗрессине, иудейсемпе пӗр ӳт пулассине, Турӑ пама пулнине илессине — Таса Сывлӑш авалхи этем ывӑлӗсене Христосӑн сӑваплӑ апостолӗсене, пророкӗсене халӗ пӗлтернӗ чухлех пӗлтермен.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗншӗн, суя тӗнлӗ ҫынсемшӗн, эпӗ, Павел, Иисус Христос ӗҫӗ пирки тӗрмере ларатӑп.1. Для сего-то я, Павел, сделался узником Иисуса Христа за вас язычников.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар, сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле пурӑнакансем, Турӑ ачисем; 20. сире апостолсемпе пророксенӗн никӗсӗ ҫине тӗреклӗ тӑратнӑ, кӗтесри тӗп чулӗ вара — Иисус Христос Хӑй.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара Христос пулӑшнипе эпир — кусем те, тепӗрисем те — пӗр Сывлӑш хӑвачӗпе Аттемӗр патне пыратпӑр.18. потому что через Него и те и другие имеем доступ к Отцу, в одном Духе.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Христос килчӗ те сире — аякрисене те, ҫывӑхрисене те — канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерчӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӗ вара эсир, унччен аякра тӑраканскерсем, Христос Иисуспа пӗрлешсе, Унӑн Юнӗ урлӑ ҫывӑх ҫынсем пултӑр.13. А теперь во Христе Иисусе вы, бывшие некогда далеко, стали близки Кровию Христовою.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире Турӑ пултарнӑ, пире Христос Иисус урлӑ ырӑ ӗҫсем тума пултарнӑ, Турӑ пире ҫав ӗҫсене пурӑнӑҫлама хушнӑ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса, 5. пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ, 6. Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ; 7. Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ; 18. сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине 19. тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ те эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, сӑваплӑ ҫынсене пурне те юратса тӑни ҫинчен илтрӗм те 16. хам кӗлтунӑ чухне сире асӑнса ялан сирӗншӗн Турра тав тӑватӑп.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Христос урлӑ эсир те чӑн сӑмаха — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпара — илтсе Ӑна ӗнентӗр те ярса пама пулнӑ Таса Сывлӑш хӑватне илтӗр; 14. Таса Сывлӑша илни вӑл эпир хамӑра пама пулнине Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарнӑ чухне илессе пӗлтерет, эпир Унӑн мухтавне аслӑлӑпӑр.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Христос урлӑ эпир те еткерҫӗ пултӑмӑр: пурне те Хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑваканӗ Хӑйӗн мухтавне аслӑлаччӑр тесе пире, Христоса чи малтан шанакансем пулнӑ май, малтанах палӑртса хунӑ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Турӑ пире Хӑй ирӗкӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса пачӗ: Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тахҫанах Христос урлӑ тума шутласа хунине — палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн Христос мӗн пуррине тӳперине те, ҫӗр ҫинчине те пуҫлӑх пулса пӗрлештермеллине — уҫса пачӗ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Пире юратнипе Хӑйӗн тивлечӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, Вӑл пире Хӑй ирӗкӗпе кӑмӑл туса Иисус Христос урлӑ Хӑй валли ывӑллӑха илмелле туса хунӑ; юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ ҫав тивлетпе пире тивлетлӗ тунӑ; 7. Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе Вӑл пире Ывӑлӗ урлӑ Унӑн Юнне тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ; 8. Хӑйӗн тивлетне пире ытлӑн-ҫитлӗн парса, пире пур тӗрлӗ ӑслӑлӑха пӗлекен, пурне те ӑнланакан тунӑ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ: Вӑл пире Христос урлӑ чуна кирлӗ ҫӳлти пур тӗрлӗ ырӑлӑха та пиллесе панӑ; 4. Хӑй умӗнче сӑваплӑ та айӑпсӑр пулччӑр тесе, Вӑл пире Христос урлӑ тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулнӑ Павел — Эфесри сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ҫирӗп ӗненекенсене: 2. хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр.18. Благодать Господа нашего Иисуса Христа со духом вашим, братия.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ мухтанасшӑн мар, мухтансан та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӗресӗпе ҫеҫ мухтанӑп: хӗресе пула тӗнче маншӑн вилнӗ, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗ.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ: 13. ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.