Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачи, амӑшӗн кӑкӑрӗ ҫумне пичӗпе ҫыпҫӑнса, хӑравҫӑ куҫӗпе ҫынсем ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илет, — вӑл хӑй пурӑнма пуҫланӑ малтанхи кунах хӑраса курнӑ пулас, хӑрушлӑх вара ун чунӗнче ӗмӗрлӗхех пӑрланса юлнӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗчӗкҫеҫ патакӗпе музыкантсем умӗнче сулкаласа тӑракан ҫын — лешсем ун ҫине пӑхмаҫҫӗ те — ҫав татӑксене аллисемпе хӑлхисенчен ярса илет те ҫӳлелле курӑнми ывӑтса ярать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ача артист уринчен вӗҫерӗнсе ӳксен, вараланчӑк кӳлленчӗкри ыйхӑ пуснӑ шыва ҫил чӗтретсе илнӗ пек, пурин сӑн-пичӗсем ҫинче те хаваслӑх ҫути чӗтренсе илет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗр хӗр хӑйпе калаҫса тӑракан ҫын кошелёкӗнчен темиҫе манит кӑларса илет, — шуйттансем ӑна ҫав самантрах ярса тытаҫҫӗ те, Сатана телейне, пӗтерсе те хураҫҫӗ; лешӗ — Сатани — савӑнса, урисене сулласа ларать, йӗрӗнчӗклӗн ихӗлтетет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Чуна хӗрӳллӗ кӑмӑл ыталаса илет, чӗп-чӗрӗ те хӗп-хӗрлӗ, чечекленекен ҫутта курас кӑмӑл ҫӗкленет; ҫав ҫутӑ ҫынсене хӑлхана ыраттаракан, куҫа йӑмӑхтаракан нумай тӗрлӗ кичемлӗхрен хӑтартӑрччӗ, тетӗн…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пуҫ мимине тӗтре йӗпленсе кӗрет, тем кӗтсе ҫӑткӑнланса ӗмӗтленни чуна, нӳрӗ шӑналӑкпа витнӗ пек, ҫӳҫентерсе илет.В мозг проникает матово-белый туман, жадное ожидание окутывает душу вязким пологом.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пуҫне ерипен пӑркаласа, тӗссӗр куҫӗсемпе вӑл пӗр сылтӑма, пӗр сулахая кичеммӗн пӑхкаласа илет.Скучно бесцветными глазами смотрит направо и налево, медленно повертывая голову.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хунар патӗнче тӑракан ҫамрӑк, выҫӑ шӑлӗсене хытӑ ҫыртса, хутран-ситрен пуҫне силлесе илет.Юноша у фонаря время от времени встряхивает головой, крепко стиснув голодные зубы.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫамрӑк ача, питӗ шурса кайнӑскер, хытканскер, хунар юпи ҫумне таянса, ҫырӑ куҫӗсемпе урама тӑрӑх пӑхать те хутран-ситрен кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне силлесе илет.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ачи амӑшӗн ҫемҫелсе кайнӑ выҫӑ ӳтне пӳрнисемпе чӗрмелесе ҫухӑрать, амӑш кӑкӑрне пичӗпе сӗртӗнет, тутине чаплаттарса илет, самантлӑха кӑшкӑрма чарӑнать те, каллех ҫӗнӗ вӑйпа хытӑрах ҫухӑрса ярать, алли-урисемпе тапаҫланма тытӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ӑнланса илейменскерсем, хамӑр шӑпапа хамӑр хуҫа, тесе шутлаҫҫӗ вӗсем — куҫӗсенче хӑшпӗр чухне «эпӗ никама пӑхӑнмастӑп» тенӗ шухӑш ҫуталса илет, анчах та вӗсем ҫав никама пӑхӑнманлӑх платник аллинчи пуртӑн, тимӗрҫӗ аллинчи мӑлатукӑн никама пӑхӑнманлӑхӗ ҫеҫ иккенне ӑнланмаҫҫӗ пулас.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пӗрре тата аннене тӗлӗкре куртӑм: вӑл ҫаппа-ҫарамас выртать пек, пӗр йытӑ унӑн ӑшчикне ҫиет, пӗр татӑк ҫыртса илет те сурса кӑларать, пӗр татӑк ҫыртса илет те сурса кӑларать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫивӗч аллисемпе хӑвӑрт тыткаласа, вӑл ҫӳлӗк ҫинчен курупка илет те ӑна хӑлхи ҫумне тытса итлет, унтан, ман хӑлха ҫумне тытса, мана итлеттерет, хавхаланса каласа кӑтартать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Чечексем ҫинче лӗпӗшсем вӗлтӗртетеҫҫӗ, — Пепе пуҫне ҫӗклет те, хӗвел хӗртнипе куҫне хӗссе, вӗсене тинкерсе сӑнать; вӑл кӑшт ӑмсанса, салхуллӑнрах пӑхать, ҫапах, вӗсем хушшинче ҫак ҫӗр ҫинче хӑйне асла хурса, ыррӑн кула-кула илет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл хӗрсе кайса калаҫнине Пепе нимпе те чарма пултараймасть, сӑмсине турткалать, аллине чӗри тӗлне тытать, ним тӑвайман енне, ҫӳҫне тӑрмаласа пӑхать, ассӑн сывла-сывла илет, анчах лешӗ упӑшки пырса кӗриччен те лӑпланаймасть.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Кӑна юрӑра ҫеҫ ҫапла калаҫҫӗ! — тет аппӑшӗ, унпа килӗшмесӗр, анчах Пепе хӑвӑртах ӳкӗте кӗртет ӑна, вара аппӑшӗ кухньӑна лайӑх кӑна ҫутӑ-кӑвак шӑлавар илсе пырать; анчах шӑлаварӗ Пепен пӗвӗнчен те вӑрӑмрах иккен, Пепе кунпа мӗн тумаллине тӳрех ӑнкарса илет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пепе, панулми тултарнӑ карҫинккӑна хапӑлласах илет те, ӑна пуҫӗ ҫине лартса, тухса каять: сольдо илме вӑл каҫхине ҫеҫ пырать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Нунча часран часах хӑйӗн хулӑн куҫхаршийӗсене пӗре-пӗре илекен пулчӗ, хӑш чухне тата, картла вылякан тепӗр юлташӗ ҫине унӑн мӗнле картне пӗлме тӑрӑшса пӑхнӑ пек, тутине ҫыртса херӗ ҫине куҫ хывса илет…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Аттене хальхи пекех куратӑп: вӑл, чир ернӗ аллисене саркаласа, пӳрнисемпе кимӗ хӗрринчен ҫатӑрласа тытса, кимӗ тӗпӗнче ларать, шлепкине ҫил хывса ывӑтнӑ, пӗр сулахайран, пӗр сылтӑмран ун пуҫӗпе хулпуҫҫине хум пыра-пыра ҫапать, хум ӑна кӑкӑрӗнчен, ҫурӑмӗнчен ҫапать, хӑй вӑл пуҫне сулла-сулла илет, тулхӑрать те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ман еннелле пӑхса кӑшкӑрать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.