Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ил акӑ Хӗрлӗ Ҫара: иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ хутор витӗр.

Красную Армию возьми: вот шли через хутор.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑтса тухса кайрӗҫ хӗрлисем лашасене, — вӑл хӑнк та тумарӗ тейӗн.

Забрали красные лошадей — он и виду не показал.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑхӑтсӑр ҫутатса кайрӗҫ Коршуновӑн тилӗ ҫӑмӗ пек хӗрлӗ сухалне кӑвак пӗрчӗсем, унтан тӑнлавӗ ҫине куҫса йӑва ҫавӑрчӗҫ: малтанах — тӑмлӑ тӑпра ҫинчи типчак курӑкӗ пек — пӗчӗк тӗмескепе, унтан хурлӑхлӑ шурӑ пайӑркасем сарӑ хӗрлӗ тӗсе ҫӗнсе илчӗҫ те тӑнлавӗсем ҫинче асар-писеррӗн сарӑлса ашкӑрчӗҫ, хӗрлӗ ҫӳҫе хӗссе пырса, пӗрер пӗрчӗн тыта-тыта илсе, пӗтӗм лӗпкине хупласа хучӗҫ.

Раньше времени высветлила седина лисью рыжевень коршуновской бороды, перекинулась на виски и поселилась там, вначале — как сибирек на супеси — пучками, а потом осилила рыжий цвет и стала на висках полновластной соленая седина; и уже тесня, отнимая по волоску, владела надлобьем.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манӑнне ав тытса кайрӗҫ, тепринне…

У меня вот забрали, у другого…

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

 — Чаҫӗсем иртсе кайрӗҫ, вӗсем кунта мӗн чухлӗ юлнӑ, тетӗн?

— Частя прошли, а сколько их тут осталось?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ лашана тытса тухса кайрӗҫ, кӗсрепе пукрас тихана кӑна тивмерӗҫ.

Четырех коней взяли, оставили кобылу да стригуна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав мӗнлерех казаксем кайрӗҫ!

Вот они какие казачки-то пошли!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.

Пантелея Прокофьевича с ног шибануло при взгляде на свата: под распахнутой шубой у того виднелись все кресты и регалии за турецкую войну, красные петлички вызывающе сияли на стоячем воротнике старинного мундира, старчески обвисшие шаровары с лампасами были аккуратно заправлены в белые чулки, а на голове по самые восковые крупные уши надвинут картуз с кокардой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иккӗш те кӗлете кӗрсе кайрӗҫ, унтан ҫыхӑ йӑтса тухрӗҫ.

Вместе они шмыгнули в амбар, оттуда вышли с узлом.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пухӑва Григорипе Петро кайрӗҫ.

На собрание пошли Григорий и Петро.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмсем алӑсем тӑрӑх кайрӗҫ.

Бабы пошли по рукам.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем уксах, йӗнерсене илсе кайрӗҫ.

Кони захромали, а седла взяли, мол…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мценски полк иртрӗ кунтан, ҫавсем… йӗнерсемпе пӗрле икӗ хӑмӑта та илсе кайрӗҫ.

Мценский полк проходил и забрал… и седла и даже два хомута взяли.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суятӑн пулсан, аҫа ҫаптӑр — илсе кайрӗҫ!

Накажи господь — взяли!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Юлташсем илсе кайрӗҫ ирпе.

— Товарищи забрали ноне утром.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Виҫӗ лашана ман айран ҫулса кайрӗҫ.

Трех коней подо мною сразило.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урамсем тӑрӑх юланутсем тӑпӑртаттарса иртсе кайрӗҫ.

По улицам скакали конные.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем кайрӗҫ те, Григорий ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Ушли, и Григорий вздохнул облегченно.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем Мелеховсен тӗлне ҫитрӗҫ те, чарӑнса тӑрса, пӗр вӑхӑт Дон урлӑ каҫакан вырӑна, Донпа чӑнкӑ сӑрт хушшине хӗсӗннӗ хура сукмак пек йӗр ҫине, сӑнаса пӑхкаларӗҫ, каялла ҫаврӑнса кайрӗҫ.

Они на рысях дошли до мелеховского база, — приостановившись, оглядели переезд за Дон, чернотрупный проследок, стиснутый Доном и горой, повернули обратно.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех