Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑй сăмах пирĕн базăра пур.
вӑй (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте ял канашӗн пуҫлӑхӗнче те вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Поселок тротуарӗсем пӑрлакланса ларни, урӑ пуҫлӑ, вӑй питтине те утма кансӗрри пирки ҫынсем кашни кӗтесре тенӗ пек тарӑхса калаҫаҫҫӗ пулӗ.

В каждом углу говорят с раздражением, что поселковые тротуары обледенели, трудно передвигаться даже трезвым, в расцвете лет людям.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Тӗрӗссипе, колхозӗнче вӑй хурсан ӗҫӗ ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Училище пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Мӑрат ферминче ҫак ӗҫре вӑй хума тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Конюхра 10 ҫул вӑй хутӑм.

10 лет проработал конюхом.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чир хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра, вӑй пӗтсен, шӑнтсан вырӑн ҫинчен тӑмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Общество пурнӑҫӗнче ҫынсене наркотика хирӗҫ тӑма вӗретсе пымалла. Шанатӑп, малашне те пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫлессе, наркотик хатӗрӗсемпе психикӑна пырса тивекен япаласен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслес енӗпе тӑрӑшса вӑй хурасса», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Тӗрлӗ енӗпе вӑй виҫсе хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫирӗплӗхне ӗҫре кӑна мар, спортпа канура та кӑтартрӗҫ сатур та харсӑр пикесем.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Уява пуҫтарӑннӑ хӑнасем тӗрлӗ халӑх вӑй-йисенче вӑй виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Нумай ҫул комбайнерта вӑй хунӑ, мӑшӑрне те хӑй ҫумне пулӑшакан пулма явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Нумай та вӑхӑт иртмӗ, ҫанталӑк чӗрӗлсе вӑй илӗ, пире илӗртекен ҫуркуннен пӗрремӗш чечекӗсем ҫурӑлӗҫ, ҫутҫанталӑкӑн чи илӗртӳллӗ те илемлӗ вӑхӑчӗ пуҫланӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех спортсменсем ирӗклӗ майпа кӗрешсе, сӗтел ҫи теннисла, шашкӑлла выляса вӑй виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӑна кашни ҫулах март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче район центрӗнче йышлӑн пухӑнса уявлатпӑр: юрлатпӑр, ташлатпӑр, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫемьесем валли уйрӑм лапамсем ӗҫлӗҫ, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Патӑрьелсем хӗле лашапа катаччи чупса ӑсатнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Лару-тӑрӑва ҫынсен сывлӑхне сиен кӳрекен психотроплӑ хутӑшсен ҫӗнӗ хӑрушӑ тӗсӗсем вӑй илсе пыни йывӑрлатать.

Ситуация осложняется тем, что появляются новые виды крайне опасных психоактивных веществ, наносящих ущерб здоровью людей.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - юлашки ҫулсенче республикӑра ҫамрӑк ӑрӑва тӗрекленсе вӑй илтермешкӗн инвестици хывассине тивӗҫлипе хаклама тытӑнни харама кайман.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫак пулӑм ялсене аталантарма пулӑшас шанӑҫ пысӑкчӗ, анчах вӑл вӑй илсе ӗлкӗреймерӗ - пӑчланчӗҫ ҫав цехсем.

Была большая надежда, что это явление поможет развитию деревень, но она не успела набраться сил - вымерли эти цеха.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗнчи тупӑшу еплерех вӑй илнине уҫӑмлатас тӗллевпе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче мониторинг ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех