Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хушӑран пӗр харӑс тумалли темӗн чухлех пухӑнать - ӗлкӗреймессӗн туйӑнать.Иногда накапливается столько работы — думаешь, что не успеваешь.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Ватӑ ҫынсем пирӗн патӑртан иртнӗ чухне ывӑнни те иртет, утма та ҫӑмӑл пек туйӑнать теҫҫӗ.
Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11
Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Кӑҫал Кино ҫулӗнче ҫемйипех мультфильм пӑхатпӑр, - Татьяна Николаевна мана вӑхӑт-вӑхӑт Ассоль пек те, пӗчӗк ача евӗр те туйӑнать.
“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Вӑл пур чухне тӗнче те ҫутӑрах, сар хӗвел те ӑшӑрах пӑхать пек туйӑнать.Когда она рядом, кажется, что и мир светлее, и солнце светит теплее.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Тӗнче юлашки вӑхӑтра вӗҫленсе пынӑнах туйӑнать.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Маттур хӗрарӑмра яланах вӑй-хал тапса тӑнӑн туйӑнать.
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать.Смотришь и думается, что некоторые сельские поселения выпали из Чувашской Республики.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
Ну, Викӑпа иксӗмӗр вӗсем тинӗс хӗрринче шампӑлтатнӑ май йыш хушма тӑрӑшӑпӑр, Эстеллӑпа Элина шӑллӗне е тепӗр йӑмӑкне хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнать.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Ку тӗслӗхре тӗрӗс тунӑ пек туйӑнать, каларӑм ӗнтӗ, Элина - хӑйӗн шухӑшне палӑртма хӑнӑхнӑ.В этом примере кажется поступили правильно, как сказала, Элина - привыкла обозначать своё мнение.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).