Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Кун та — Санӑн, каҫ та — Санӑн: уйӑхпа ҫӑлтӑрсене, хӗвеле Эсӗ туса ҫитернӗ; 17. ҫӗрӗн чиккисене Эсӗ кӑтартнӑ, ҫӑва та, хӗле те Эсӗ тунӑ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗр кун тепӗр куна каласа кӑтартать, пӗр каҫ тепӗр каҫа вӗрентет.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Аскӑн ҫыннӑн куҫӗ те каҫ пуласса кӗтсе тӑрать: «мана никам та курас ҫук» тесе питне хуплать.15. И око прелюбодея ждет сумерков, говоря: ничей глаз не увидит меня, - и закрывает лице.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем ирпе каҫ хушшинчех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ; вӗсем пачах ҫухалнине курса та юлаймӑн.20. Между утром и вечером они распадаются; не увидишь, как они вовсе исчезнут.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Манӑн анне варӗн алӑкне хупманшӑн, ҫак хурлӑха манӑн куҫ умӗнчен сирменшӗн шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗсем сӳнсе ларччӑр, ҫутӑ кӗттӗр ҫав каҫ — ҫути ан килтӗр.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ах! ҫав каҫ — вӑл пӗр ҫынсӑр юлтӑр; савӑнӑҫ ан курайтӑр!7. О! ночь та - да будет она безлюдна; да не войдет в нее веселье!
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав каҫ — ӗнтӗ сӗмлӗхпех пӑчлантӑр, ҫулталӑк кунӗсен йышне те ан кӗрейтӗр, уйӑхсен йышӗнче те ан шутлантӑр!6. Ночь та, - да обладает ею мрак, да не сочтется она в днях года, да не войдет в число месяцев!
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ылханма пуҫласа Иов ҫапла каланӑ: 3. эпӗ ҫуралнӑ кун тӗп пултӑр, «этем тӗвӗленчӗ» тенӗ каҫ та тӗп пултӑр!
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иовпа пӗрле вӗсем ҫӗр ҫинче ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ ларнӑ; Иов ҫав тӗрлӗ асапланнине кура нихӑшӗ те ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа патшана ыйхӑ паман, патша вара [тарҫине] асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнекене, урӑхла каласан Ҫулсеренхи кӗнекене, илсе килме хушнӑ; ӗнтӗ ӑна патша умӗнче вуланӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудифь ӗнтӗ вӗсене хыттӑн ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана мухтӑр, мухтӑр, мухтӑр Ҫӳлхуҫана, Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне Израиль килӗ тӗлӗнчен сирсе ямарӗ, ҫак каҫ пирӗн тӑшмансене ман аллӑмпа ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудифь вара вӗсен тапӑрӗнче виҫӗ кун пурӑннӑ, кашни каҫ Ветилуя айлӑмне тухса тапӑр ҫывӑхӗнчи ҫӑл шывӗпе ҫӑвӑннӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ вара, хуҫамӑм, эпӗ сан патӑнта юлӑп, анчах санӑн чуру кашни каҫ айлӑма Турра кӗлтума тухтӑр — Вӑл мана вӗсем хӑҫан хӑйсен ирсӗр ӗҫне тунине уҫса парӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ҫакна пӗлсенех вӗсем патӗнчен тарса килтӗм, мана Турӑ санпа пӗрле пысӑк ӗҫсем тума ячӗ, ун ҫинчен кирек ӑҫта илтсен те пӗтӗм тӗнче тӗлӗнӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру таса пурӑнать, ир те, каҫ та Ҫӳлти Турра кӗлтӑвать.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудифь ӑна каланӑ: хӑвӑн чуру каланине итлесемччӗ; чуру санӑн умӑнта калатӑр: ҫак каҫ эпӗ хамӑн хуҫама суя сӑмах каламӑп.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ кунта ҫӑлӑнӑҫ тупӑн; ан хӑра: эсӗ ку каҫ та, кайран та чӗрӗ пулӑн, 4. мӗншӗн тесессӗн сана никам та кӳрентермӗ — пачах урӑхла, манӑн хуҫамӑн, Навуходоносор патшанӑн, чурисене ырӑлӑх тунӑ пек, сана кирек кам та ырӑлӑх тӑвӗ, тенӗ Олоферн.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эсир ҫак каҫ ҫӗрле хула хапхи патне тухса тӑрӑр, эпӗ унта хамӑн хӗрарӑм тарҫӑмпа пырӑп, эсир хулана тӑшмансене пама пулнӑ кунччен Ҫӳлхуҫа Израиле манӑн аллӑмпа пулӑшма ҫитӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара кашнийӗ, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса, хӑйсен пашни ҫинче ҫутӑ ҫутса, ҫак каҫ ҫӗрӗпе хуралта тӑнӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ун хыҫҫӑн Озия ӑна пухуран хӑй килне илсе кайнӑ та аслӑ ҫыннисем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ — вӗсем ҫав каҫ ҫӗрӗпе Израиль Туррине кӗлтунӑ, хӑйсене пулӑшма тархасланӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем ирсерен те каҫсерен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳреҫҫӗ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗреҫҫӗ, таса сӗтел ҫине ретӗн-ретӗн парне ҫӑкӑрӗсем хураҫҫӗ, кашни каҫ ҫунса тӑччӑр тесе ылтӑн ҫутаткӑҫпа унӑн лампадисене ҫутаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ йӗркене тытса тӑратпӑр, эсир вара ӑна пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.