Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс ҫапла вӑрман тӑрӑх иртсе пынӑ чух кӗрт курчӗ.

Городской шёл-шёл по лесу, видит — сугроб.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Каҫ пулнӑ, хӗвел те вӑрман хыҫне анса ларнӑ ӗнтӗ.

А вечер был, солнце уже село за деревья.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Ку вӑрман кайӑкӗ — пурӑнаканскер.

Это зверь лесной, живучий.

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Вӑрман хуралҫи — лесник патне кайса килем-ха, вӑл пӗлме кирлӗ.

Пойду за лесником, лесник должен знать.

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

— Ку вӑрман сыснин ҫури, — тет вӑл.

— Говорит: — Это лесной поросёнок.

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Пӗрре, пирӗн пӗр колхозник ҫак вӑрман урлӑ иртсе пынӑ чух, шӑтӑкра такам чакаланнине илтнӗ.

Вот раз шёл один наш колхозник по этому сосняку и слышит: будто скребётся кто в яме?

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Ҫӳрет вара сунарҫӑ хыҫҫӑн, вӑрман тӑрӑх.

И ходит за ним по лесу.

Хура тилӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 19–20 с.

Сасӑ вӑрман хӗрринчен илтӗнет иккен.

Звук слышался с опушки.

Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.

Василиса Прокофьевна Атӑл ҫине, вӑрман ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ те юна курайманлӑхпа хӗтӗртекен кӑшкӑрашу еннелле арҫын пек утса кайрӗ.

Василиса Прокофьевна посмотрела на Волгу, на лес и быстро, по-мужски зашагала навстречу крикам, лютой ненавистью зажигавшим кровь.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑрман хуҫисем Катьӑпа унӑн юлташӗсем пулаҫҫӗ.

Хозяевами лесов будут Катя и ее товарищи.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Паром вӑрман патӗнче — шӑпах партизансемпе тӗл пулмалли вырӑн.

Паром возле леса — самое удобное место, чтобы встретить партизан.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑрман ҫийӗн, вут-ҫулӑмпа хӑрӑм пекех хура тӗтӗм йӑтӑнса тухрӗ.

У горизонта, над лесом, заклубились огни и черный, как сажа, дым.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Зала кӗрсенех пӑхатӑп, каснӑ вӑрман пекех.

Когда вошла в зал, смотрю, — ну, как лес вырубленный.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӗвел вӑрман леш енне пытанчӗ.

Солнце скрылось за верхушкой леса.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Ҫапла, нимӗҫсем шаларан та шала кӗрсе пыраҫҫӗ, кунта тырӑ вӑрман пек шавласа ларать», — шухӑшлать Катя, ҫул аяккипе пӑхкаласа.

«Да, немцы прут и прут, а здесь хлеб стоит», — подумала Катя, окидывая взглядом дорогу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унта ҫурлапа выраҫҫӗ, анчах вӗсен ӗҫӗ вӑрман патӗнчи саплӑкри пек васкавлӑн пымасть.

Здесь жали серпами, но работа спорилась не так быстро, как у клина леса.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑрман хӗрринчи хирпе юнашарах пионерсен ҫурма ҫаврашкан лартса тухнӑ палаткисем шуррӑн курӑнаҫҫӗ.

На опушке леса, острым углом врезавшегося в поле, белели осевшие полукругом парусиновые пионерские палатки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тырпул вара пур ҫӗрте те вӑйлӑ, вӑрман пек кашласа ларать.

А хлеба нынче повсюду — не хлеба, а лес.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ун пуҫӗнче ешӗл вӑрман шавланӑ евӗр шав тӑчӗ: «Йышӑнчӗҫ!

Шум, схожий с шумом зеленого леса, поплыл в ее голове: «Утвердили!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл пысӑк та вӑйлӑ, аптраса ӳкнӗскер, вӑрман варринче тӑрса: — Катюша… манӑн савӑнӑҫӑм… — тесе телейлӗн пӑшӑлтатрӗ.

Он стоял посреди леса, большой, сильный, растерянный, и счастливо шептал: — Катюша… радость ты моя…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех