Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вӗсем, вӑрттӑн ҫылӑхӗсенчен манӑҫ сӗмлӗхӗнче пытанма шутланӑскерсем, куҫӗсене темтепӗр курӑннипе сехӗрленсе саланса пӗтнӗ: 4. ӗнтӗ чи улах вырӑнта та сехре хӑппинчен тарса пытанайман, вӗсене йӗри-таврари хӑрушӑ сасӑсем сехӗрлентернӗ, хаяр сӑн-сӑпатлӑ тискер хӑратмӑшсем курӑннӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсене тискер кайӑксен хӑрушӑ хаярлӑхӗ ҫитсессӗн те, вӗсем наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем сӑхнипе пӗтсессӗн те, Санӑн ҫиллӳ вӗҫне ҫитичченех пыман.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Усал ҫынсене Эсӗ вӑрҫӑ вӑрҫса тӳрӗ ҫынсен аллине те пама пултарнӑ е хӑрушӑ тискер кайӑксем ярса, е хаяр сӑмахпа тӳрех пӗтерме те пултарнӑ; 10. анчах Эсӗ, вӗсен йӑхӗ юрӑхсӑр иккенне, вӗсен усаллӑхӗ хӑйсемпе пӗрлех ҫуралнине, вӗсен шухӑшӗ ӗмӗрне те улшӑнмассине пӗлсе тӑрсах, вӗсене пӗчӗккӗн хаса ярса тӑнӑ, ӳкӗнме май панӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл сӑваплӑ халӑха, айӑпсӑр вӑрлӑха пусмӑрҫӑсен халӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ, 16. Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑракан ҫыннӑн чунне кӗрсе кӗтретсемпе, хӑватлӑх паллисемпе хӑрушӑ патшасене хирӗҫ тӑнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ир вилес пулсассӑн, сут кунӗнче вӗсемшӗн шанчӑк та, йӑпанӑҫ та пулмӗ: 19. ӗнтӗ усал йӑхӑн вӗҫӗ те хӑрушӑ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Санӑн хӑрушӑ ӗҫӳсенӗн хӑватлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ, эпӗ Санӑн аслӑлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӑп.6. Будут говорить о могуществе страшных дел Твоих, и я буду возвещать о величии Твоем.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ячӗ сӑваплӑ та хӑрушӑ!
Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Турра — хӑйсене Ҫӑлакана, Египетра аслӑ ӗҫ тунӑскере, 22. Хам ҫӗрӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑскере, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче хӑрушӑ ӗҫ тунӑскере — манӑҫа хӑварнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Санӑн аслӑ та хӑрушӑ ятна аслӑлаччӑр: Вӑл — сӑваплӑ!
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; 2. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑлӑр, Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр; 3. халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр: 4. Ҫӳлхуҫа аслӑ, Ӑна пурте мухтавлаҫҫӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, сӑмах парӑр, мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗр; Ун тавра тӑраканӗсем пурте Хӑрушӑскерне парне кӳччӗр: 13. Вӑл пуҫлӑхсенӗн кӑмӑлне пусарать, Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасемшӗн — хӑрушӑ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — хӑрушӑ, Эсӗ ҫилленнӗ вӑхӑтра Санӑн умӑнта кам чӑтса тӑрайӗ?8. Ты страшен, и кто устоит пред лицем Твоим во время гнева Твоего?
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ман ҫине темӗн чухлӗ хӑрушӑ асап яратӑн, анчах мана каллех чӗртетӗн, мана каллех ҫӗр тӗпӗнчен кӑларатӑн.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эй Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнта хӑрушӑ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Килӗр, Турӑ ӗҫӗсене курӑр: Унӑн этем ывӑлӗсем хушшинче тӑвакан ӗҫӗсем хӑрушӑ.5. Придите и воззрите на дела Бога, страшного в делах над сынами человеческими.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турра калӑр: Хӑвӑн ӗҫӳсене тунӑ чухне Эсӗ епле хӑрушӑ!
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй халӑхсем, пурсӑр та алӑ ҫупӑр, савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр: 3. Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫамӑр, хӑрушӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл; 4. халӑхсене пире пӑхӑнтарчӗ, ӑрусене пирӗн ура айне турӗ; 5. пире хамӑрӑн еткерлӗхе — Хӑй юратакан Иаковӑн илемне — суйласа пачӗ.
Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫана ҫирӗп шанса тӑтӑм та — Вӑл ман енне пӗшкӗнчӗ те эпӗ йӗрсе йӑлӑннине илтрӗ; 3. мана хӑрушӑ шӑтӑкран, юшкӑнлӑ шурлӑхран туртса кӑларчӗ, урана чул ҫине пустарчӗ, ӑна тӗреклӗ тӑратрӗ; 4. Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн чӗлхеме ҫӗнӗ юрӑ вӗрентрӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ вӗсене эпир хӑрушӑ чуралӑхра пурӑнни ҫитмест, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен йӗрӗхӗсене тупа турӗҫ — вӗсем Санӑн ӳкӗтне аркатасшӑн, Санӑн еткерне тӗп тӑвасшӑн, Сана мухтаса юрлакансен ҫӑварне хупласшӑн, Санӑн Ҫуртун чапне, Сана парне кӳмелли вырӑнӑн чапне сӳнтересшӗн, халӑхсене суя турӑсене мухтаттарасшӑн, ӗнтӗ этем-патшана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑласшӑн.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.