Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗртме сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗртме (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗртме сухи тӑвӑпӑр,терӗмӗр эпир, вӑл кулса ячӗ те калать: сухалама айван та пӗлет, силослӑх ҫулса илсен — ӑслӑрах пулать».

Мы сказали, что запашем его под пары, а он засмеялся и говорит: мол, запахать — дело слабоумное, а на силос его скосить — будет умнее».

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кондрат ҫуллахи ҫӗртме тунӑ ҫӗрте, хирте, пулнӑ.

Кондрат был в поле на вспашке майских паров.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш бригада колхоз ҫӗрӗн инҫетри участокӗсенчен пӗринче ҫуллахи ҫӗртме тунӑ.

Вторая бригада поднимала майские пары на одном из отдаленных участков колхозной земли.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑватӑ кун хушшинче колхоз хӑйӗн кӗрхи ҫӗртме пуссине ҫуррине акса хӑварчӗ.

За четыре дня колхоз засеял почти половину своего зяблевого клина.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗрхи ҫӗртме пусси эпир тухасса кӗтсе выртать, вӑхӑчӗ вара иртсе пырать, текех ухмахланса ҫӳремелле мар, ӗҫлес пулать, факт!

Зябь перестаивается, время уходит, надо работать, а не валять дурака, факт!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тата пӗр-ик кун ҫеҫ ирттӗр — ҫӗртме пусси сая каять.

— День-два — и пропала зябь.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗрхи ҫӗртме пусси акмасӑр ытлашши вӑхӑт выртать!

Зябь перестаивалась!

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар муклашкаллӑ кӗрхи ҫӗртме пусси тӑрӑх ҫав тери вӗчӗхсе, тарӑхса утать.

Макар шагал по высохшей комкастой зяби в ярости и гневе.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хутор патӗнче курӑнса выртакан ҫӗртме пуссине ҫитсе ӳкес тесе, вӑл виҫӗ ҫухрӑма яхӑн ҫулсӑр-мӗнсӗрех пычӗ.

Версты три шагал бездорожно, направляясь к видневшейся около хутора зяби.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ талӑк хушши пынӑ калама ҫук вӑйлӑ ҫумӑр Гремячий таврашӗнчи сӑртлӑхсене, ирсерен шуранка пӑс чатӑрӗ карса илен ҫӗртме пуссисене питӗ хытӑ шӳтерсе ҫурӗ.

В течение двух суток щедро мочившие гремяченские бугры, зябь, задернутую по утрам белесым пологом пара.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хутор хыҫӗнче юртан тасалса ҫитнӗ ҫӗртме пусси ҫынсене ӗҫе йыхӑрнӑн хуралса выртать.

За хутором призывно чернела освобожденная от снега зябь.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ку вӑл акӑ мӗнле ҫӗртме, урӑхла тата ӑна кулиснӑй е америкӑлла ҫӗртме теҫҫӗ.

— А это вот какой пар, иначе он ишо прозывается кулисным, американским.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Унашкал ҫӗртме ҫинчен илтмен те, туман та!

— Слыхом про такой не слыхивали!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑҫалхи ҫуркунне ҫӗр те вунӑ теҫеттин ҫерем уҫатпӑр, атьӑр-ха ҫав ҫӗр ҫинче херсонла ҫӗртме туса хӑварар.

Нонешнюю весну сто десять десятин будем подымать целины, вот и давайте их кинем под этот херсонский пар.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ кӑна акӑ мӗн пирки калатӑп: пирӗн ҫав суха туса акмалли культурӑсем валли уйӑрса хунӑ икҫӗр теҫеттин ҫӗртен ҫуррине херсонла ҫӗртме туса хӑвармалла.

Я это к тому, чтобы из двухсот десятин, какие у нас под пропашные предназначаются, половину сработать под херсонский пар.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир иртнӗ кӗркунне ҫӗр шӑнтма тапратичченех кӗрхи ҫӗртме турӑмӑр, вӗсем вара пукравранах кӗрӗк арки йӑвалама тытӑнчӗҫ.

Мы до заморозков прошлую осень пахали зябь, а они с Покрова хворост зачали делить, шило на мыло переводить.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗркунне — ун чухне уйрӑм хуҫалӑх йӗркипе ӗнтӗ — 643 гектар ҫинче кӗрхи ҫӗртме туса хӑварнӑ, 210 гектар ыраш акнӑ.

Под зябь осенью было вспахано — еще единоличным порядком — 643 гектара, озимого жита посеяно 210 гектаров.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Е тата акӑ, кӗрхи ҫӗртме пуссинче епле юр тытса хӑвармалла-ха?

— Или вот как на зяби снег держать?

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫуркунне ҫавӑн пек ҫӗр чи тарӑн ҫӗртме сухи туса хӑварнӑ ҫӗртен те лайӑхрах.

На весну такая земля лучше самой глубокой зяби.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хутор хыҫӗнче, кӗрхи ҫӗртме пусси таврашӗнче, юр хӳсе купаланӑ кӗртсем, куҫа алчӑратса, тӳсме ҫук шуррӑн йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

За хутором возле зяблевой пахоты снежные наносы слепяще, нестерпимо блещут.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех