Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсен (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫаруллӑ бюджет йӗркелӗвне чӑвашсен йӑлана кӗнӗ нимипе танлаштарма пулать, вӑл пулӑшнипе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене халӑхпа, пӗтӗм йышпа татса параҫҫӗ.

Инициативное бюджетирование можно сравнить с нашей чувашской традицией «ниме», когда важные задачи решаются всем миром, сообща.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

- Авалхи тӗне пӑхӑнса пурӑнакан чӑвашсен ҫав тери ӑслӑ каларӑшӗсем нумай, — тенӗччӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Тахҫан-тахҫан, пӗр вӑтӑр ҫул ытла каялла, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра пурӑннӑ Сӑрнай Мишши сӑвӑҫ мана тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен хавхаланса каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Пӗчӗклех тымарне татнӑ пулсан та пирӗн чӑвашсен тымарӗ тарӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Нумай пулмасть пӗр ҫынпа чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки калаҫса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ҫыравҫӑсем чӑвашсен «кулӑш кушелне» ҫӳп-ҫап вырӑнне хурса кӑларса ывӑтассине хирӗҫ хӑйсен пухӑвӗнче пӗр сасӑллӑ пулса сасӑларӗҫ, Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине ҫыру та ҫырса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Халӗ ҫав ҫутӑ самантсене аса илетӗн те (ача пулнӑ), тӗлӗнетӗн: самаях ҫӳллӗ майлӑ культура, пер-пӗрне темле ырӑ сунни, пӗр-пӗрне шанни, чӑвашсен темле тӗреклӗхӗпе пысӑк шайлӑ шухӑшлавӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Самаях сӑнанӑ: чӑвашсен килӗсенче таса, тирпейлӗ; хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илсе атте кӗрекине лартни епле илемлӗ йӑла.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Чӑвашсен хаҫатӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ӑслӑ, пултаруллӑ журналист, коллектив туслӑ, «редакторӗ» пысӑк шайлӑ, ӗҫ укҫийӗ те аптрамасть.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Пирӗн, чӑвашсен, тем тесен те тӑван чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине ӑнланса илме вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Астӑватӑр пуль, эп нумай пулмасть чӑвашсен тымарӗ пирки статья ҫырса кӑларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ахальтен-им чӑвашсен ӗҫченлӗхне палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Тутарсен ҫук, чӑвашсен вара пичетленсе тухнӑ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Республика кунӗн уявӗнче ҫавӑн пекех Пӗтӗм чӑвашсен виҫҫӗмӗш «Акатуйӗ», алӗҫ ӑстисен «Русь мастеровая» конкурсӗ иртмелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫавӑн хыҫҫӑн тинех чӑвашсен илемлӗ те ҫепӗҫ, чуна тыткӑнлакан юррисене тӑван республикӑн кашни кӗтесӗнче кӑна мар, пирӗн йӑхташсем йышлӑн пурӑнакан Мускавра тата Ленинградра, Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗнче итлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

50-60 ҫул каялла вӗсем чӑвашсен малтанхи композиторӗсем Василий Воробьев, Федор Павлов, Степан Максимов, Аристарх Орлов-Шуҫӑм, Филипп Лукин илемлетнӗ халӑх юррисене е хӑйсем ятарласа хор валли ҫырнӑ хайлавсене шӑрантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

«Хусанкая пӗлмесӗр, унӑн пултарулӑхне вӗренмесӗр хамӑра чӑн чӑваш тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Мӗншӗн-ха пирӗн, аслӑ вырӑс халӑхӗн уттипе танлашнӑ чӑвашсен, ҫамрӑк ӑрӑва Пушкин пултарулӑхне 5-мӗш класранах тӗплӗн тишкерсе вӗрентнӗ евӗр, Хусанкайпа паллаштармалла мар?» — ҫакнашкал ыйту лартрӗ вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Аваллӑх управҫинче чӑвашсен ӗлӗкхи пӳрт ӑш-чиккине те кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Музейра анатри чӑвашсен кӗписемпе халачӗсем, сурпанӗсем тата ытти капӑрчӑкӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех