Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр вӗҫӗмрен вӑрӑммӑн йынӑшса тӑраҫҫӗ крыльцан шӑнса ларнӑ хӑма картлашкисем.Тягуче, беспрерывно стонали дощатые промерзшие порожки крыльца.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Арман ҫывӑхӗнче вӑрӑммӑн та хӑрӑлтатуллӑн сасӑсем янӑраса кайрӗҫ:
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Таврӑнатчӗҫ ун чух вӗсем хиртен, каҫхи анӑҫӑн кӗрен чатӑрӗн хӳтлӗхӗнче, вара Степан, лав ҫинче силленкелесе пынӑ ҫӗртех, ҫынсем ҫӳремен пирки ҫулталӑкӗпе мӑкланса ларнӑ ҫеҫенхир ҫулӗ пек вӑрӑммӑн тӑсӑлакан авалхи юрра тӑсса яратчӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Михей вӑрӑммӑн сывласа илчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хыҫалта тӑртанса кайнӑ Петро ӳсӗркелет, таҫта халӑх ӑшӗнче Дуняша куҫӗсем, такамӑн, палланӑскерӗн, пичӗсем тата палламаннисем мӗлтлетеҫҫӗ; урмӑш сасӑллӑ хор юрланипе дьякон вӑрӑммӑн тӑсса мемлени хӑлхана килсе ҫапӑнать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хирӗҫ пахча алӑкӗ вӑрӑммӑн чӗриклетсе уҫӑлни ҫеҫ илтӗнчӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӗнтӗ каяс тесех шутланӑччӗ, тутӑр айӗнчи ҫӳҫӗсене майлаштаркаласа, ура ҫине те тӑнӑччӗ, анчах та ҫак вӑхӑтра алӑк вӑрӑммӑн чӗриклетсе уҫӑлни илтӗнчӗ.Хотела уж идти, привстала, поправляя под платком волосы, — в это время тягуче заскрипели дверцы.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Епле кӳренес мар-ха, — Митька вӑрӑммӑн ятлаҫса илчӗ хӑй те хӑй пек мар, — Сотник мухтанать, сотник кӑтартӑпӑр эпир ӑна.— Да как же, — Митька длинно ругнулся, — он не он, — сотник так и задается.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫул ҫинче ахӑлтатса кулни, кӑшкӑрашни, вӑрӑммӑн тӑсса юрлани, утсем тулхӑрни, пушӑ йӑрана чанкӑртатнӑ сасӑсем асар-писеррӗн пӑтранаҫҫӗ.Вихрились над дорогой хохот, крики, тягучие песни, конское порсканье, перезвяк порожних стремян.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорие ут вӑрӑммӑн кӗҫенсе яни вӑратрӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑлта ҫиппи, вӑрӑммӑн чашлатса, шыва ҫурса тухрӗ, ун хыҫҫӑн чалӑш та симӗсрех паяркаллӑ шыв туртӑнса юлчӗ.Леса, пронзительно брунжа, зачертила воду, за ней косым зеленоватым полотном вставала вода.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвелтухӑҫ енчи тӳпере ҫулӑм вӑрӑммӑн ялкӑшса илчӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Йӗлтӗрпе вӑрӑммӑн яра-яра пусакан Марийка хыҫҫӑн ҫӗр метра яхӑн кайсан, Крылатов ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ, хӑваласа ҫитрӗ, унтан асӑрханса: — Сана юратасшӑн пулнӑ-и-ха вӑл? — тесе ыйтрӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чӑнах, вӑрманта, вӗсем тӑракан вырӑнтан инҫех те мар, вӑрӑммӑн та йӑлӑхтарса темӗн чӗриклетет.В самом деле, недалеко в лесу что-то поскрипывало — тягуче, нудно…
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Туртса тӑсӑлакан пыршӑна хӳри вӗҫӗнче сӳтсе пырса тата вӑрӑммӑн сывланӑ пек йынӑшса илсе, трактор пилӗк каслӑ плуга тата ун хыҫне кӑкарнӑ тимӗр сӳресене ҫӑмӑллӑн туртса кайсан та, шкул ачисем, машина ҫине тимлӗн те ачашшӑн пӑхса, халь анчах пулса юлнӑ суха касси патӗнче нумайччен тӑчӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунта вӗсем ҫур кун пулчӗҫ, пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, ҫак пӗчӗк симӗс вагонсенче мӗнле вӑй пытанса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ, пусма тӑрӑх трактор ҫине мӑнаҫлӑн утса улӑхрӗҫ те, рулевойпа юнашар ларса, малалла вӑрӑммӑн тӑсӑлакан сӑмса ӑшне пыршӑ пек япала ҫӑмӑллӑнах кӗре-кӗре кайнине шухӑшлӑн та кулса ярасран аран-аран тӳссе пӑхрӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл сӑртлӑ вырӑнсемпе лапамсем урлӑ каҫса, Родниковскипе Усть-Невински ҫӗрӗсем хушшинче чикӗ туса хурса, пиҫиххи пек вӑрӑммӑн тӑсӑлса выртать.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах паян «Светлый путь» колхоза килнӗ чухне ҫул ҫинче, — хулӑн сасӑпа, юмах каласа пама хатӗрленнӗ пек, сӑмахсене вӑрӑммӑн тӑса-тӑса, пуҫларӗ Кондратьев, — эпӗ сирӗн ҫынсене, ту хушшине кайнӑскерсене, куртӑм.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Федор Лукич вуласа тухрӗ, ӗҫшӗн ырласа пуҫне сулса илчӗ, хытӑ пусӑрӑнтарса та вӑрӑммӑн виҫӗ ҫӗрте алӑ пусрӗ, вара, Викентий Аверьяновича ҫак документсене ыранах исполкома ярса пама хушрӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.