Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ваҫҫук хӑранипе часах шӑпланатчӗ; ҫитӗнсе ҫитсен вара хӑйӗнчен хӑй кулнӑ, амӑшӗпе калаҫса ларнӑ чухне: — Анне, эпӗ Таньӑсен автанӗнчен мӗнле хӑрани ҫинчен каласа пар-ха… — тесе ыйтнӑ.
3 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ганс ман ҫине пӑхса илчӗ, унӑн тутисем йӑл кулнӑ пек туйӑнчӗҫ.Ганс взглянул на меня, и мне показалось, что у него на губах мелькнула улыбка.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав вӑхӑтрах ӑна пӗри кантра татӑкӗ пачӗ, старик ӗхлӗткелесе чӗркуҫленсе ларчӗ те пурте кулнӑ хушӑра каррипе сӗтел урисене ҫыхрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаева пӑрахас — Ленӑран хӑйӗнченех кулнӑ пулӗччӗҫ, пӗлӗшӗсем ун ҫинчен хуйхӑрса калаҫнӑ пулӗччӗҫ, ун пек туни ытла асаплӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ мӑнтӑркка ҫын, сарӑ ҫӳҫӗсем кӑтраланса тӑраҫҫӗ, килӗшӳллӗн кулнӑ чух кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ яланах хӗрелсе каять.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Светлана хурлӑхлӑн кулнӑ вӑхӑтра Воропаев уҫӑмсӑррӑн чухласа илчӗ.Воропаев только еще карабкался по лестнице смутных догадок, когда Светлана горько усмехнулась.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ывӑннине пӗлтерекен сӑн ун пичӗ ҫинчен кулнӑ чух та, итленӗ чух та каймасть.И — смеялась ли она, или внимательно слушала — с лица ее не исчезало выражение усталости.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем ҫирӗмрен те ытла пулман пулӗ-ха: пичӗсем кулнӑ чух ачанни пек курӑннӑ.Им было не более чем по двадцати лет, и лица их, когда они улыбались, выглядели детскими.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн куҫӗсем яланах кулнӑ пек е темле пулсан та савӑнӑҫлӑн ҫуталнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.Глаза казались все время смеющимися или, во всяком случае, восторженно сияющими.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Юбкисене ҫӳле тавӑрса чикнӗ казачкӑсем чул хӳме тӑрӑх унталла-кунталла ҫӳреҫҫӗ, хӑраса ӳкнӗ выльӑха тӗрлӗ майсемпе лӑплантараҫҫӗ, ҫыхнӑ михӗсенчи сысна ҫурисене, кунтӑксенчи чӑхсене сӗтӗреҫҫӗ, тинӗс хумханӑвне пула вӑйран кайнӑ ачисене аллисем ҫинче сиктереҫҫӗ е тата темшӗн илсе килнӗ сарлака фикуслӑ чӳлмексене, арҫынсем кулнӑ хушӑра, сӑпайлӑн йӑта-йӑта тухаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпӗ темӗнле тӑрӑшса сӑнасан та вӗсен сӑн-сӑпатӗнче ӑшшӑн кулкаласа пӑхнине тӗл пулаймарӑм; вӗсен кулнӑ пек вӑхӑт пулсан та, пит-куҫ тирӗсем ирӗксӗртен турткаланса пӗрӗнкеленӗ пирки ҫеҫ ҫапла курӑнать, ку ӗнтӗ пӗрре те вӗсен хаваслӑ ҫутӑ кӑмӑлне кӑтартса палӑртмасть…
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пичче, виҫеллӗ ҫеҫ калаҫаканскер, кӑшт йӑл кулнӑ пек пулса: — Эпир ӑна тӗрӗслесе пӑхӑпӑр, — терӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Аманнӑ ҫамрӑк, ҫӑварне уҫса, кӑшт кулнӑ пекрех сасӑпа: — Ӑҫта сӗтӗрсе каятӑр эсир мана, юлташ? Эпӗ хам та утма пултаратӑп!.. — терӗ.Освободив рот, он с усмешкой в голосе говорил: — Куда вы меня тащите, товарищ? Я сам могу идти!..
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Куҫҫуль витӗр вӑл ун путса кӗнӗ сӑн-питӗнчен, усӑннӑ куҫ хупаххипе ыйхӑланнӑ пек хупӑннӑ куҫӗнчен, кулнӑ пек хытса тӑнӑ тӗксӗм тутинчен пӑхрӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Лешсем питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ те ҫӗрӗпех ҫывӑрман, кашни минутрах алӑкран пырса шаккасса кӗтнӗ, анчах та Софьйӑна жандармсен аллине тытса пама хӑяйман, ирхине вара унпа пӗрле жандармсенчен кулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах уншӑн халӗ хӑй улӑм ҫинче ҫарамас выртни, ун ҫине ют арҫынсен намӑссӑр куҫӗсем пӑхни, вӗсем хӑйӗнчен кулнӑ пурӗпӗр пулнӑ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вилӗм хӑйӗн сехетне кӗтнӗ, ахӑлтатнӑ, ял ҫийӗпе калле-малле вӗҫсе ҫӳресе, ҫӗтнӗ сасӑпа лахлатса кулнӑ.Смерть ждала своей очереди, хохотала, закатывалась хриплым смехом, проносясь над деревней.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Малаша унта аванах тухманччӗ, пуринчен авантарах унӑн кулнӑ май курӑнакан шӑлӗсем хитре курӑнатчӗҫ, пичӗ тӗксӗмрех пулнӑччӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Амӑшӗсем ачисене ҫуратнӑ, пӗрисем шурӑ ҫӳҫлӗ, теприсем хура ҫӳҫлӗ пулнӑ, пӗрисем кӑвак куҫлӑ, теприсем хура куҫлӑ пулнӑ, вӗсем макӑрнӑ, кулнӑ, сӑпкасенче кайӑксем пек чӗвӗлтетсе выртнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Палачсем ахӑлтатса кулнӑ, вӗсен тискер кулли пурне те илтӗннӗ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.