Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Айӑпсӑр ҫул ҫинчен тимлесех шухӑшлӑп: «ман патӑма хӑҫан килӗн-ши Эсӗ?» Хамӑн килӗм-ҫуртӑмра таса чӗрепе эпӗ ҫӳрӗп.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сылтӑм аллийӗ, таса вӑй-хӑвачӗ ҫӗнтерӳ Ӑна кӳчӗ.
Пс 97 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй таса ҫынсем, Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр.12. Радуйтесь, праведные, о Господе и славьте память святыни Его.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӳрӗ ҫынна ҫутӑ ҫутатса тӑрать, таса чӗреллисене савӑнӑҫ ҫутатать.11. Свет сияет на праведника, и на правых сердцем - веселие.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Вӑл вара вӗсене таса чӗрепе кӗтсе, ӑстайлӑ аллипе ертсе ҫӳренӗ.72. И он пас их в чистоте сердца своего и руками мудрыми водил их.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израильшӗн, таса чӗреллисемшӗн Турӑ мӗн тӗрлӗ ырӑ!
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Таса ҫынсем вара Турӑ умӗнче савӑнса тӑччӑр, хӗпӗртенччӗр, савӑнса киленччӗр.4. А праведники да возвеселятся, да возрадуются перед Богом и восторжествуют в радости.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Ӑна шанса тӑрӗ; таса чӗреллисем пурте мухтанӗҫ.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл нихӑҫан та таса ҫынна такӑнма памӗ.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана Ху умӑнтан сирсе ан ярсам, Хӑвӑн Таса Сывлӑшна туртса ан илсем манран.13. Не отвергни меня от лица Твоего и Духа Твоего Святого не отними от меня.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Турӑҫӑм, ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту.12. Сердце чистое сотвори во мне, Боже, и дух правый обнови внутри меня.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сан умӑнта, пӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, Сан умӑнта усал ӗҫ турӑм: ҫавӑнпа Эсӗ айӑплани тӗрӗс, ҫавӑнпа Санӑн суту таса.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй тӳрӗ ҫынсем, савӑнӑр, Ҫӳлхуҫашӑн хӗпӗртӗр; эй таса чӗреллисем, пурте хавасланӑр.11. Веселитесь о Господе и радуйтесь, праведные; торжествуйте, все правые сердцем.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эй Ҫӳлхуҫанӑн таса ҫыннисем, пурсӑр та юратӑр Ӑна; Ҫӳлхуҫа тӳррисене сыхлать, мӑнаҫланакансене тӳпеми тавӑрса парать.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни — 5. ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ ӑна чӗри мӗн ӗмӗтленнине ҫитертӗн, вӑл йӑлӑнса ыйтнине ахаль хӑвармарӑн: 4. Эсӗ ӑна ырӑлӑх пиллесе кӗтсе илтӗн, пуҫне таса ылтӑнран тунӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑн.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа сучӗсем чӑн, пӗтӗмпех тӳрӗ; 11. вӗсем ылтӑнран та, темӗн чухлӗ таса ылтӑнран та ытла ӑмсантараҫҫӗ, вӗсем пылран та, караслӑ пыл тумламӗнчен те пылакрах; 12. Санӑн чуруна ҫавсем сыхласа усраҫҫӗ, вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫаран хӑрани таса — ӗмӗртен ӗмӗре пырать.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Унӑн ҫулӗ айӑпсӑр, Ҫӳлхуҫанӑн сӑмахӗ таса; Хӑйне шанакансемшӗн пуриншӗн те хулкан Вӑл.- Непорочен путь Его, чисто слово Господа; щит Он для всех, уповающих на Него.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.