Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын ӗҫӗ мар ку, ҫитменнине эпӗ ахаль ҫын та мар, ялсовет председателӗ.

Не мужчинское это дело, к тому же я ишо не кто-нибудь, а председатель сельсовета.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Турра ӗненекен Филимонихӑ турӑ ятне асӑнсанах, кӗлӗри пек, пуҫне уснӑ, хӑвӑрт сӑхсӑхма пуҫланӑ; акӑ тинех ӗнтӗ Лушка чаплӑн, анчах халӗ арҫын пек хытӑ та ҫирӗп каласа пӗтернӗ:

Богомольная хозяйка при упоминании имени божьего тотчас же набожно склонила голову, стала торопливо креститься; вот тогда-то Лушка и закончила торжествующе, но уже голосом по-мужски грубым и жестким:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ хӑвах шутла-ха, тӑванӑм, мӗнле юратӑр-ха сана, арлӑ пулнӑ арӑма, уйрӑлнӑ пулсан та, хусах арҫын патне хваттере тата тӗттӗмре килме?

— Ты сама подумай, бабонька, мысленное это дело тебе, замужней, ну хучь и разведенной, являться на квартиру к холостому мужчине да ишо в потемках?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, урисене арҫын пек сарса, сак ҫинче ларать, ҫавра чӗркуҫҫисем ҫинче юбки ҫӑт выртать, хӑй, хӗвелҫаврӑнӑш ката-ката, лӑпкӑн кулать.

Она сидела на лавке, по-мужски широко расставив ноги, туго обтянув юбкой круглые колени, покусывала подсолнечные семечки и безмятежно улыбалась.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апла пулсан, эпӗ арҫын, эсӗ — хӗрарӑм, ҫапла-и?

Выходит, что я мужчина, а ты баба, так, что ли?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех