Шырав
Шырав ĕçĕ:
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ютран килнӗ ҫын е сан патна пырса вырӑнаҫнӑ ҫын ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, санӑн тӑвану ун умӗнче ҫука юлса сан патна вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫынна е ютран килнӗ ҫыннӑн ӑрӑвӗнчи пӗр-пӗр ҫынна хӑйне хӑй сутсассӑн, 48. сутнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла тӳлесе илме юрать; ӑна унпа пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илтӗр, 49. е ӑна ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, е пиччӗшӗн ывӑлӗ тӳлесе илтӗр, е кам та пулсан унӑн йӑхӗнчи, унӑн ӑрӑвӗнчи ҫын каялла тӳлесе илтӗр; е тата, вӑйӗ ҫитсессӗн, хӑйшӗн хӑй тӳлесе ирӗке тухӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам та пулин хӳме ҫавӑрнӑ хулара хӑйӗн пурӑнмалли кил-ҫуртне сутсассӑн, сутнӑ кунран пуҫласа ҫулталӑк иртиччен ӑна каялла тӳлесе илме юрать: ӑна ҫулталӑк хушшинче каялла тӳлесе илме юрать; 30. ӑна ҫулталӑк иртсе кайиччен каялла тӳлесе илеймесессӗн, хӳмеллӗ хулари ҫурт ӗмӗрлӗхех сутӑн илекене, унӑн йӑхне юлӗ, юбилей ҫулӗнче те каялла таврӑнмӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тӑвану ҫука юлса хӑйӗн ҫӗрне сутас пулсассӑн, унӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пырӗ те тӑванӗ сутнӑ ҫӗршӗн тӳлесе ӑна каялла илӗ; 26. уншӑн тӳлесе илекенӗ пулмасассӑн, вӑл хӑй вӑй ҫитерсе тӳлесе татмалӑх пухсассӑн, 27. ҫӗрне хӑш ҫулта сутнине шута илсе катса юлтӑр та ыттине хӑй сутнӑ ҫынна патӑр, ҫапла хӑй ҫӗрне каялла тавӑртӑр; 28. тавӑрса памаллине тупма вӑйӗ ҫитеймесессӗн, сутнӑ ҫӗрӗ ӑна туяннӑ ҫын аллинче юбилей ҫулӗ ҫитиччен юлӗ, юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр унӑн аллинчен кайӗ, сутакан ҫынни вара хӑйӗн ҫӗрне каялла тавӑрӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 14. усал калаҫнӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тух та, вӑл каланине илтекенсем пурте аллисене унӑн пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗтӗм халӑх ӑна чулпа персе вӗлертӗр; 15. Израиль ывӑлӗсене кала: кам хӑйӗн Туррине хурласа калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет; 16. Ҫӳлхуҫа ятне хур тӑвакан вилме тивӗҫлӗ, ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлерӗ: вӑл ютран килнӗ ҫын-и е ҫак ҫӗрти ҫынах-и, [Ҫӳлхуҫа] ятне хурлать пулсассӑн, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна Моисей патне илсе пынӑ [унӑн амӑшӗ Саломиф ятлӑ пулнӑ, вӑл Дан ӑрӑвӗнчен тухнӑ Даврий хӗрӗ пулнӑ]; 12. вӗсене Ҫӳлхуҫа ирӗкне пӗлтериччен ҫак Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлне хупса лартнӑ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла; 6. вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур; 7. [кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ; 8. ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 9. вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене хӑвӑн патна ҫапса юхтарнӑ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килме хуш: ҫутӑ ҫутмалли ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑтӑр; 3. ӑна Аарон [тата унӑн ывӑлӗсем] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашне, пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне лартса, каҫран пуҫласа ирччен яланах ҫунтарса тӑмалла; ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 4. ҫутаткӑҫа вӗсен Ҫӳлхуҫа умне яланах таса шантал ҫине лартмалла.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. пӑру е сурӑх путекӗ, е качака путекӗ ҫуралсан унӑн ҫичӗ кун амӑшӗ ҫумӗнче пулмалла; саккӑрмӗш кунран пуҫласа унтан малалла вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳме юрӑхлӑ пулӗ; 28. анчах ӗнине — пӑруланӑ пӑрушӗпе, сурӑхне пӑранланӑ путеккипе пӗрле пӗр кунта ан пусӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Израиль килӗнчен е ютран килсе Израиль ҫыннисем хушшине [вырӑнаҫнисенчен] кам та пулин пӗр-пӗр сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе хӑйӗнчен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳрет пулсассӑн, 19. вӑл ҫапла Турӑран ырӑлӑх тупас тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр ар выльӑх пулмалла, шултӑра выльӑх, сурӑх, качака пулмалла; 20. айӑплӑ выльӑха нихӑшне те [Ҫӳлхуҫана] ан парӑр: вӑл сире ырӑлӑх кӳмӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам та кам йӑнӑшпа сӑваплӑ парнесенчен мӗн те пулин ҫиет, унӑн ҫав сӑваплӑ япалана священника памалла, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Священник хӗрӗ ют ҫынна качча кайсассӑн, унӑн вара сӑваплӑ парнене кӳнине ҫимелле мар; 13. священник хӗрӗ тӑлӑх арӑма юлсассӑн е ӑна уйӑрса янӑ пулсассӑн, унӑн ачисем пулмасассӑн, вӑл ашшӗ килне таврӑнса ҫамрӑк чухнехи пек пурӑнсассӑн, вӑл ашшӗ ҫӑкӑрне ҫиме пултарать; урӑх ҫыннӑн ӑна никамӑн та ҫимелле мар.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Урӑх ҫын никам та сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; священник патне вырӑнаҫнӑ ҫын та, кӗрӗшсе ӗҫлекен те сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 11. священник хӑй валли кӗмӗл тӳлесе ҫын туянсассӑн, ҫав ҫын сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать; унӑн килӗнче ҫуралса ӳснисем те унӑн ҫӑкӑрне ҫиме пултараҫҫӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн виле ашне, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫимелле мар, унпа ирсӗрленмелле мар.8. Мертвечины и звероядины он не должен есть, чтобы не оскверниться этим.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, 5. е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн, 6. ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 7. хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: вӗсем Израиль ывӑлӗсенӗн сӑваплӑ япалисене сыхлануллӑн тыткалаччӑр, Мана халаллакан парнисем урлӑ Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларччӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей ҫакна Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне каласа пӗлтернӗ.24. И объявил это Моисей Аарону и сынам его и всем сынам Израилевым.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 18. ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те, 19. ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те, 20. асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те; 21. Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 22. унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать, 23. анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Арӑмне унӑн [хӑй халӑхӗн] хӗрне илмелле; 14. унӑн тӑлӑх арӑма е упӑшки уйӑрнӑ арӑма, е ячӗ пӑсӑлнине, [е] аскӑн хӗрарӑма илмелле мар, арӑмне унӑн хӑй халӑхӗн хӗрне илмелле; 15. хӑй халӑхӗ хушшинче унӑн хӑй йӑхне ҫӗртмелле мар: Эпӗ — ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа [Турӑ], тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.