Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн, 29. хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем упӑшкана айӑплаччӑр та 19. ӑна ҫӗр сикль кӗмӗл тӳлеттермелле туччӑр, Израиль хӗрӗ ҫинчен лайӑх мар сӑмах кӑларнӑшӑн ун укҫине хуньӑшне паччӑр; хӗрӗ унӑн арӑмех пулса юлтӑр, упӑшки унран хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех уйӑрӑлаймӗ.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн, 14. ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн, 15. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр; 16. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ, 17. ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тусассӑн, ӑна вӗлерсессӗн, эсӗ ӑна йывӑҫран ҫаксассӑн, 23. унӑн ӳчӗ йывӑҫ ҫинче ҫӗр каҫмалла мар, ӑна ҫав кунах пытар, мӗншӗн тесессӗн [йывӑҫ ҫинче] ҫакӑнса тӑракан [кирек кам та] Турӑ умӗнче ылханлӑ, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗре ан ирсӗрлет.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Камӑн та камӑн икӗ арӑм — пӗри юратнӑ, тепӗри юратман арӑм пулсассӑн, юратнӑ арӑмӗ те, юратманни те ӑна ывӑл ҫуратса парсассӑн, малтан ҫуралнийӗ юратман арӑмӗн ывӑлӗ пулсассӑн, 16. ывӑлӗсене хӑй пурлӑхне уйӑрса панӑ чухне ҫав ҫын юратнӑ арӑмӗн ывӑлне юратманнин малтан ҫуралнӑ ывӑлӗнчен мала хума пултараймасть; 17. малтан ҫурални тесе унӑн юратман арӑмӗн ывӑлне йышӑнмалла, ӑна хӑйӗн икӗ пайне памалла, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ вӑйӗн пуҫламӑшӗ, малтанхи ывӑл тивӗҫлӗхӗ ун ҫине килет.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн, 11. тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн, 12. эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр, 13. хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ; 14. эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Мӗнле те пулин] хулана туртса илес тесе ӑна нумай хушӑ хупӑрласа тӑратӑн пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӗсене ан ҫӗмӗр, ҫав таврари ҫӗрсене те пушӑ тӑратса ан хӑвар: хирти йывӑҫ этем мар, вӑл санран хӳмепе ҫирӗплетнӗ вырӑна тарса пытанаймӗ; 20. эсӗ хӑш йывӑҫсем апата юрӑхлӑ ҫимӗҫ паманнине пӗлетӗн, ҫавсене вара хуҫма-касма пултаратӑн, вӗсенчен хӑвӑнпа вӑрҫӑ вӑрҫакан хулана мӗн парӑнтаричченех хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗ хӳтӗсем тума пултаратӑн.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсассӑн, унӑн учӗсемпе ҫар ураписем [тата] халӑхӗ те санӑннинчен нумайраххине курсассӑн, ан хӑра вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн санпа пӗрле хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру, Вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫывӑх ҫыннун хир чиккине ан пӑс, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе паракан ҫӗрӳнте сана тивӗҫес пайпа унӑн пайне мӑн аслаҫусемех чикӗленӗ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, ҫӗрӳн чиккисене сарса аҫусене пама пулнӑ пӗтӗм ҫӗре сана парсассӑн, 9. эсӗ паян эпӗ хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине, ҫак пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑма, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратса пурӑнма, ӗмӗр тӑршшӗпех Унӑн ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑшсассӑн, ҫав виҫӗ хула ҫумне тата виҫӗ хула хуш, 10. ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗ ан тӑкӑнтӑр, сан ҫинче юн [айӑпӗ] ан пултӑр.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла; 4. тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар, 5. мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Левит священниксемшӗн, Левийӗн пӗтӗм йӑхӗшӗн, Израильпе пӗрле пай та, еткер ҫӗр те пулмӗ: вӗсен Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесемпе, Унӑн пайӗпе тӑранса пурӑнмалла; 2. хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче унӑн еткерлӗх пулмӗ: Турӑ ӑна хӑйне каланӑ пек, унӑн еткерлӗхӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ, 19. ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр; 20. чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сирӗн хушшӑрта хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан килӳ-ҫуртунта хӑшӗнче те пулин Ҫӳлхуҫа халалне пӑсса Унӑн умӗнче усал ӗҫ тунӑ арҫын е хӗрарӑм тупӑнсассӑн, 3. вӑл, эпӗ хушманнине пӑхмасӑр, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене е хӗвеле, е уйӑха, е ҫӳлти пӗтӗм ҫара пуҫҫапма, вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнсассӑн, 4. кун ҫинчен сана хыпар ҫитерсессӗн, эсӗ ҫавна илтсессӗн лайӑх тӗпчесе шыраса туп ӑна; ҫакӑ чӑнахах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫав ирсӗрлӗхе Израиль хушшинче тунӑ пулсассӑн, 5. ҫав усал ӗҫе тунӑ арҫынна е хӗрарӑма хӑвӑн хапху патне илсе тух та чулпа персе вӗлер.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн, 17. эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.