Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑннӑ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, историксем палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнчери халӑхӑн 13% кӑна хуласенче пурӑннӑ.

Как отмечают историки, в начале 20-го века только 13% мирового населения жили в городе.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Пиччӗшӗ Владимир вара Ленинградра пурӑннӑ, ачасене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пурӑннӑ пулсан 1970 ҫулсенчи ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри, ҫӑмӑл атлетикӑн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Краснов 65 ҫул тултармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫичӗ ҫул тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн тин ҫурт лартса хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Только после семи лет страданий построив свой дом начали самостоятельно жить.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Ку енӗпе уйрӑмах Тусай ялӗ палӑрчӗ: Павел Трофимов - 103, Василиса Григорьева - 102 ҫула яхӑн, Александр Александров 101 ҫул ытла пурӑннӑ.

С этой стороны отличилась деревня Досаево: Павел Трофимов - 103, Василиса Григорьева - около 102, Александр Алксандров более 101 лет прожили.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Эпӗ Сочире пурӑннӑ, Вика - Краснодарта, ашшӗ-амӑшӗ патӗнче.

Я в Сочи жил, Вика - в Краснодаре, у родителей.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех