Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн, 8. ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 9. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене Моисей ҫапла тесе каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мана акӑ мӗн хушрӗ, тенӗ: 3. кам та кам Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн е карт туса тупа тӑвас пулсассӑн, унӑн хӑй сӑмахне пӑсмалла мар, унӑн хӑй мӗн каланине пурне те тӑвасах пулать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче те] сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр: ун чухне чунӑра йӑвашлатӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 8. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр; 9. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 10. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 11. тата ҫылӑх каҫарттарма, [хӑвӑра тасатма,] пӗр качака таки кӳрӗр; ҫакна тасалмалли кун ҫылӑхшӑн кӳмелли парне ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, [йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ].
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр; 2. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 3. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 4. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 5. тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр, 6. ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳмелле, 12. унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни пултӑр: кашни пӑру пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, така пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, 13. кашни путек пуҫне тырӑ-пулӑ парни — пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса — парӑр; ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; 14. ҫав парнесем ҫине эрех сапмалла: пӑру ҫине ҫур гин, така ҫине гинӑн виҫҫӗмӗш пайне, путек ҫине чӗрӗк гин сапмалла; ҫулталӑк тӑршшӗпех кашни ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелле.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: Мана кӳрекен парнене, Манӑн ҫӑкӑрӑма, вӗсем Мана хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑччӑр, унӑн ырӑ шӑрши Мана кӑмӑллӑ пулӗ.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей вара хӑйне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хушнӑ пек тунӑ, Иисуса Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратнӑ та, 23. икӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хурса, Ҫӳлхуҫа хӑйне каланӑ пек, ӑс панӑ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: 7. Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ; 8. Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр; 9. ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 10. унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 11. ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Салпаад вӑл Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен тухнӑ: унӑн ашшӗ Хефер пулнӑ, Хефер ашшӗ — Галаад, Галаад ашшӗ — Махир, Махир ашшӗ — Манассия, Манассия ашшӗ Иосиф пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца; вӗсем каланӑ: 3. пирӗн атте пушхирте вилсе юлчӗ, вӑл Корей эшкерӗпе пӗрле Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсемпе ҫыхланман, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилнӗ, пирӗн аттен ывӑл пулман; 4. унӑн ывӑл ҫуккишӗн халӗ пирӗн аттен ячӗ хӑй ӑрӑвӗнчен тухса ӳкмелле-им? пире атте тӑванӗсем хушшинче еткер ҫӗр пар, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм; 12. ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп, 13. вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ Валаам Амалика курнӑ, ӑна хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: халӑхсем хушшинче чи чапли — Амалик, анчах унӑн вӗҫӗ — вилӗм.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать, 16. Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Ҫӳлти Турӑ хушнипе калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать, ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем сарӑлса выртакан айлӑмсем пек, шыв хӗрринчи пахчасем пек, Ҫӳлхуҫа лартнӑ алоэ йывӑҫӗсем пек, юханшыв хӗрринчи кедрсем пек; 7. ун витрисенчен шыв тӑкӑнса тӑрӗ, унӑн вӑрлӑхӗ тулли юханшыв пек пулӗ, унӑн патши Агагран аслӑрах пулӗ, унӑн патшалӑхӗ чапа тухӗ.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать, 4. Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать; ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ: 5. эй Иаков, санӑн чатӑрусем мӗнле илемлӗ, эй Израиль, санӑн килӳ-ҫурту мӗнле чаплӑ!
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иакова типшар тивесси курӑнмасть, Израиле инкек-синкек ҫитесси сисӗнмест; Ҫӳлхуҫа, унӑн Турри, унпа пӗрле, патша труписен сасси те унӑнах; 22. Турӑ вӗсене Египетран илсе тухрӗ, вӗсем кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ; 23. Иаков ӑрӑмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Валак ӑна каланӑ: манпа пӗрле тепӗр вырӑна пыр-ха, вӑл халӑха ҫавӑнтан кур-ха эсӗ, анчах ӑна йӑлтах кураймӑн, унӑн пӗр пайне ҫеҫ курӑн; ҫав вырӑнтан ылхан ӑна, тенӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара вӗсем ҫав патшапа унӑн ывӑлӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне пӗр [чӗрӗ] ҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ, кайран унӑн ҫӗрне ярса илнӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ; 25. Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ; 26. Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.