Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринчи Тел-Авив теекен вырӑна куҫарса килнӗ халӑх патне ҫитрӗм, вӗсем пурӑнакан вырӑнта чарӑнса тӑтӑм та вӗсем хушшинче ҫичӗ кун тӗлӗнсе пурӑнтӑм.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах эпир Санӑн сӑмахна итлемерӗмӗр, Вавилон патшишӗн ӗҫлес темерӗмӗр, Эсӗ вара Хӑвӑн пророк чурусем урлӑ каланӑ сӑмахна — пирӗн патшасенӗн шӑмми-шаккине, пирӗн аттемӗрсенӗн шӑмми-шаккине хӑйсен вырӑнӗнчен илсе тухасса каласа хунине — вырӑна кӳтӗн.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире хирӗҫ, Израиле сут туса тӑнӑ пирӗн тӳресене хирӗҫ, пирӗн патшамӑрсене хирӗҫ, пирӗн пуҫлӑхсене хирӗҫ, израильсемпе иудейсене хирӗҫ каласа хунӑ Хӑйӗн сӑмахне вырӑна килтерчӗ: 2. Вӑл пирӗн ҫине халиччен тӳпе айӗнче пулман хӗн-хур, Моисей саккунӗнче ҫырни тӑрӑх, Хӑй Иерусалима кӑтартнӑ пек пысӑк хӗн-хур, ярӗ, 3. эпир ӗнтӗ пӗри ывӑлӗн ӳтне, тепӗри хӗрӗн ӳтне ҫийӗпӗр.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑ йывӑҫ турӑсем тата кирек мӗнле кайӑк та ларакан йывӑҫ пахчинчи йӗплӗ тӗмӗ пек е вӗсем тӗттӗм вырӑна пӑрахнӑ виле пек.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Вӑл мана хирӗҫ тӑчӗ те — кунӗпе аллине мана хирӗҫ тытса тӑрать; 4. пӗтӗм ӳтӗм-тирӗме сӳслентерчӗ, шӑммӑм-шаккӑма хавшатрӗ; 5. мана пӳлсе лартрӗ те — хурлӑхпа асап хушшине хӑварчӗ; 6. тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек, мана тӗттӗм вырӑна кӗртсе лартрӗ; 7. эпӗ тухасран ман тавра хӳме ҫавӑрчӗ, ман сӑнчӑрӑма йывӑрлатрӗ, 8. эпӗ тархасланӑ чухне, йӗрсе йӑлӑннӑ чухне манӑн кӗллӗме чарса тӑчӗ; 9. манӑн ҫулсене чулсемпе пӳлсе хучӗ, манӑн сукмакӑмсене хупларӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа мӗн палӑртса хунине турӗ, Хӑй авал мӗн каланине вырӑна килтерчӗ, сана пӗр хӗрхенмесӗр ҫаратса хӑварчӗ, тӑшманна савӑнтарчӗ, сана усал сунакансен мӑйракине ҫӗклерӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӗр чӗтренсе кисренет: Ҫӳлхуҫа Вавилон ҫӗрне пушхир тума, ҫынсӑр хӑварма шутласа хуни вырӑна килет.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе Иуда килӗ ҫинчен каланӑ ырӑ сӑмахӑм вырӑна килес кунсем ҫитӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп: 11. Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗр-пӗр пророк тӑнӑҫлӑх пуласса пӗлтерсе хунӑ пулсассӑн, вӑл калани вырӑна килнӗ пулсассӑн ҫеҫ ӑна чӑнах та Ҫӳлхуҫа янӑ пророк тесе хисепленӗ.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ, тыткӑна лекнӗ мӗнпур ҫын Вавилонран ҫак вырӑна таврӑнасси ҫинчен каланӑ сӑмахусене Ҫӳлхуҫа вырӑна килтертӗрех!
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Этем Эпӗ курма пултарайман вӑрттӑн вырӑна пытанаять-и? тет Ҫӳлхуҫа.24. Может ли человек скрыться в тайное место, где Я не видел бы его? говорит Господь.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак вырӑна та, унта пурӑнакансене те Эпӗ ҫавӑн пек тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак хулана Тофет евӗрлӗ туса хӑварӑп.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тупа тунине вырӑна килтертӗм — вӗсене сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр патӑм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Акӑ ӗнтӗ ҫак вырӑна текех Тофет тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ тесе каламӗҫ, ӑна Вилӗм айлӑмӗ тесе каламалли кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вырӑн ҫитменнипе Тофетра ҫын пытарма пуҫлӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.