Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорие халь, хӑй ҫийӗнчи темле ирсӗр те вараланчӑк ӳт-тире сирсе пӑрахса, ним вараланман таса чун-чӗрепе урӑх пурнӑҫа пырса кӗнӗ туйӑнать.

Он испытывал такое ощущение, будто скинул с себя грязную оболочку и входил в иную жизнь незапятнанно чистым.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Березняги ялне пырса кӗнӗ чух лазарет аманнӑ салтаксене турттарса килекен транспорта тӗл пулчӗ.

Уже на въезде в Березняги лазарет встретился с транспортом раненых.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни котелокранах, хуртлӑ йытӑран шӑршӑ кӗнӗ пек, пӗр ҫухрӑмранах патриотизм шӑрши персе тӑрать.

От каждого котелка, как от червивой собаки, за версту воняет патриотизмом.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Полк вун-вунпилӗк минут хушшинче тенӗ пекех пуҫтарӑнса тухрӗ, вӑл, ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсемпе хутшӑннӑскер, мадьярсен утлӑ ҫарӗ ҫӗмӗрсе кӗнӗ вырӑна, вӗсене каллех хӑваласа яма, юрӑсем янӑратса тухса кайрӗ.

Полк смотался в каких-нибудь четверть часа; пополненный людьми, с песнями пошел заслонять прорыв, продырявленный мадьярской кавалерией.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн тума пырса кӗнӗ вӑл унта?

— Чего она туда забилась?

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем, сарайне чупса ҫитсе, хӑшкӑлтатса лашисем ҫине утланса ларчӗҫ ҫеҫ, — Пеликелие енчен Любова ҫитсе кӗнӗ вырӑс салтакӗсен ротине курчӗҫ.

Только что добрались до стодола и, запыхавшись, вскочили на коней, — увидели роту русских солдат, втекавшую со стороны Пеликалие в местечко.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков юлхавлӑн ҫӗкленчӗ, шафран пек хӑмӑр карланкине тӑсса, тӗве евӗр пӗкӗрӗлчӗ те, чӗн пиҫиххине салтса, айӑпа кӗнӗ казак патне утса пычӗ.

Крючков лениво подымался, шел к проштрафившемуся, по-верблюжьи сутулясь, вытягивая кадыкастую шафранно-смуглую шею, на ходу снимал пояс.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑрлавсӑр юпах тиха хирӗнсе кӗнӗ пирки утсем хартлаткаласа айӑккӑн утса пынӑ вырӑнта казаксем, кулкаласа, вӑл тихана саламатсемпе тивертеҫҫӗ, арканса кайнӑ взвод кӗшӗлтетет кӑна, хыҫалтан кайрисем хӗстерсе килеҫҫӗ тата ҫул хӗррипе урса кайнӑ взводнӑй офицер ҫиҫтерсе килет.

В том месте, где затесался несуразный стригун, бочились и всхрапывали кони, казаки, улыбаясь, хлестали его плетьми, кишмя кишел расстроенный взвод, а сзади напирали остальные, и рядом с дорогой скакал от хвоста сотни разъяренный взводный офицер.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн ҫӗре кӗнӗ асаттене хӑйӗн аслашшӗ парса хӑварнӑ.

Деду моему, покойнику, от его деда досталась.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон тӑрӑхӗнчи утсем, шоссе ҫулне пӗрремӗш хут кӑна кураканскерсем, ун ҫине хӑлхисене вылянтаркаласа, хартлаткаласа, пӑрпа витӗннӗ юханшыв ҫине кӗнӗ чухнехи пек, асӑрханса пускаласа кӗчӗҫ, унтан хӑнӑхрӗҫ те, якалма ӗлкӗрмен таканӗсемпе шаклаттарса, утса кайрӗҫ.

Донские кони, в первый раз увидевшие шоссейную дорогу, ступили на нее, постригивая ушами и храпя, как на речку, затянутую льдом, потом освоились и пошли, сухо выщелкивая свежими, непотертыми подковами.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лешӗ аллине, шӑрпӑк кӗнӗ евӗр, картах туртса илчӗ, кӑвак шинель арки ҫумне шӑлчӗ; питне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе, перчеткине тӑхӑнчӗ.

Тот дернул руку, словно накололся, потер ее о боковину серой шинели; брезгливо морщась, надел перчатку.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫу кунӗсем ҫине ҫитсе кӗнӗ кӗркунне йывӑҫ ҫулҫисене тӑкса чӑштӑртаттарать, шартлама сивӗ хӗл ҫитет, юр тултарать.

Наступая на подол лету, листопадом шуршала осень, зима наваливалась морозами, снегами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫҫӑнах илтрӗ, туйрӗ хӑйӗн ӳчӗ ӑшне сивӗ ҫава лӑтӑртатса кӗнӗ сасса; хумлӑн-хумлӑн ӳссе пыракан ҫивӗч ырату, ҫулӑм вӑркӑшнӑ майлӑн, кӑкӑр тӑрӑх пыр патне шӑвӑнса ҫитрӗ, янахран иртсе ҫивӗч йӗпсем пек хӑлха шӑтӑкӗсене пыра-пыра тирӗнчӗ.

Ясно слышала, ощущала противный капустный хруст разрезаемого тела; нарастающая волна острой боли полымем прошлась по груди до горла, звенящими иглами воткнулась в уши…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урам хушшине атакӑна ҫиҫсе кӗнӗ пек вӗҫтерсе кӗчӗ — лашисене пӗр самантлӑха та вӑрахлатмасӑр, куҫ умне пулнӑ уҫса хунӑ хапхана кӗртсе ячӗ.

В улицу влетел, как в атаке, — в первые же раскрытые ворота направил лошадей, не замедляя бега.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, кӗтеселле пӑрӑнса кӗнӗ чух, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; пӑятамӗ, аллинчи туйи ҫине вӑйпа тайӑнса, площадь тӑрӑх лӑкӑштатса пынине курчӗ.

Наталья, заворачивая за угол, оглянулась: свекор хромал по площади, с силой налегая на костыль.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн эсӗ стариксем патне пырса та пӑхмастӑн? — терӗ старик, ун умӗнче хӑй айӑпа кӗнӗ майлӑн, Наталие куҫӗсемпе именчӗклӗн виҫсе илсе.

— Ты чего ж к старикам не заглянешь? — смущенно обегая ее глазами, заговорил старик, словно сам был виноват перед Натальей.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр самантра макӑрни — ҫуллахи уяр ҫанталӑкри ҫумӑрпа пӗрех; амӑшӗ, хӑйӗн ухмах, яка мар, хӗрарӑм сӑмахӗсемпе ҫуйӑхашса, Натали пуҫне хӑйӗн путса кӗнӗ хырӑмӗ ҫумне чӑмӑртарӗ; Мирон Григорьевич, тарӑхса ӳксе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Плач в тяжелую минуту — что дождь в майскую засуху; мать прижала к впалому животу Натальину голову, причитая нескладное, бабье, глупое; а Мирон Григорьевич, распалясь, — на крыльцо.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑмса сыппи ҫумӗнчех тенӗ пек, шала путса кӗнӗ тӗссӗрленсе кайнӑ куҫӗсем лараҫҫӗ.

Близко к переносице сидели выцветшие глаза.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав вӑхӑтра пырса кӗнӗ те ӗнтӗ станицӑна патша хуралҫи Мохов Никишка мужик.

С той-то поры и пришел царев досмотрщик и глаз — мужик Мохов Никишка.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗррине, Хопер шывӗ юхса кӗнӗ ҫӗртен инҫех мар вырнаҫса ларнӑ Чигонаки ятлӑ вӑр-хурахла хула казакӗсем каҫхине ҫав баржа ҫине тапӑннӑ та, баржа ҫинчи тӗлӗркелесе пыракан хурала пӗтӗмпех тураса тӑкнӑ, сухарийӗпе ҫар хатӗрӗсене ҫаратса юлнӑ, баржине шыва путарнӑ.

Казаки «воровского» городка Чигонаки, угнездившегося в верховьях Дона, неподалеку от устья Хопра, ночью напали на эту баржу, стражу сонную перерезали, сухари и зелье разграбили, а баржу затопили.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех