Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавсем сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫавсем (тĕпĕ: ҫавсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлет умӗнчи стена ҫумне пулӑ тытмалли шаксем ҫакса хунӑ; ҫавсем ҫине пӑхать те Гришака асатте, аллинчи кукӑр туйи ҫине тайӑнса, ҫуркунне ҫывхарса килни тата пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрсене юсаса хума кирли ҫинчен шухӑшлать пулмалла.

Снаружи под навесом, на стенах амбара висели вентери; на них глядел дед Гришака, опираясь на костыль, — видно, думал о близкой весне и починке рыболовных снастей.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫывӑх вӑхӑтра татса памалли чи кирлӗ задачӑсене пурнӑҫлама офицерсемпе партизансен отрячӗсене ҫеҫ хутшӑнтарать-ха; кунран кун хавшаса та пӑнтӑхса пыракан хевтесӗр ҫар влаҫӗ пӗртен пӗр ҫавсем ҫине ҫеҫ шанчӑк хума пултарнӑ.

Но для актуальных, требовавших скорейшего разрешения задач употреблял лишь офицерско-партизанские отряды; на них только могла опереться изо дня в день ветшавшая, немощная войсковая власть.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем илсе ҫитерчӗҫ те ӗнтӗ хутора юлашки вӑхӑтра 2-мӗш запас полкра пулнӑ Григорий Мелехов, большевиксем енне каҫса, Каменскинчех юлнӑ текен хыпара.

Они-то и принесли в хутор известие, что Григорий Мелехов, служивший в последнее время во 2-м запасном полку, подался на сторону большевиков, остался в Каменской.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл урамра кам пурӑннине эпӗ пӗлместӗп, анчах вӑл Уолл-стрит ятлӑ, вӑл урамра миллионерсен банкӗсем лараҫҫӗ — ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗм таса тӗнчене пӑлхатаҫҫӗ, ӗҫлекен халӑха канлӗ пурӑнма памаҫҫӗ…

Кто живет на той улице, я не знаю, а только называется она Уолл-стрит, и стоят на ней банки миллионщиков — они-то и мутят белый свет, и не дают трудовому народу жить спокойно…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манӑн хамӑн пахча пур, ӗне, сысна — ҫавсем патне чунӑм туртать, калас пулать, темле юрату: ӗне пӑруласан, хамӑн ҫӗрулмине кӑларса михӗпе нӳхрепе ҫӗкленӗ чух чӗрем савӑнать…

Имеется у меня свой огородишко, корова, кабанчик, и ко всему этому есть у меня тяга, скажу, какая-то любовь, сердце радуется, ежели корова отелится или свою картошку копаешь и носишь ее мешками в погреб…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах ҫавсем хушшинчех малашнехи юн кӳллисен шӑршине аякран сиссе илнӗ ҫӑхансем те сахал мар пулнӑ; вӗсем ҫӗршывӑн юн тымаррисене камӑн хытанка алли касса уҫасса туйса илнӗ те, хӑйсем валли мӗн те пулин хӑйпӑтса илес шанчӑкпа, Могилев хулине лӑпӑстатса вӗҫсе килнӗ.

Но были и стервятники, дальним нюхом чуявшие запах большой крови, предугадывавшие, чья твердая рука вскроет стране вены, и слетавшиеся в Могилев с надеждой, что и им придется кое-что урвать.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Платонович самантлӑха ҫавсем ҫине пӑхса илчӗ те ӑна арча ҫинче темле ҫӑмламас та хура этем анкӑ-минкӗллӗн хулпуҫҫийӗсене хутлатса тӑнӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Сергей Платонович глянул туда; на миг ему показалось, что кто-то мохнатый, черный стоит на сундуке, недоумевающе вздернув плечи.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем ҫине тӗллӗр эсир аллӑрти винтовкӑрсемпе.

Против них поверните ваши винтовки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем ҫине ытараймасӑр пӑхнипе Чубов кулас килмен ҫӗртен кулса выртрӗ, ҫав тери хӳхӗм тунӑ ӳкерчӗк ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ.

Чубов, непроизвольно улыбаясь, залюбовался мастерским рисунком.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем пӗтӗмпех Хохлаков сӗтелӗ ҫине ҫитсе выртсан, вара пушӑ сӑмах мар, тӗплӗ те ҫирӗп калаҫма пулать.

Когда все это будет лежать на столе у Хохлакова, тогда можно вести не отвлеченный, а конкретный разговор.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лӑп та шӑп ҫавсем.

Самые.

Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫавсем, тупӑсем.

— Они, голубушки.

Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Шӑпах ҫавсем, — тет Пугачев.

— Так точно, — произнес Пугачев.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Тӑшман ҫарӗн командованийӗ хӑйсем ҫине атакӑпа тапӑнасса пӗлнӗ пулӗ-и е сиссе кӑна илнӗ-и тен, анчах ак ҫапла ӗҫ пулса тӑчӗ: ҫӗрле, ыран 29-мӗш числа тенӗ чух, тӑшман ҫарӗсем хӑйсен окопӗсенчен тухса кайнӑ та пилӗк-ултӑ ҫухрӑм чакса тӑнӑ; кунта вӗсем пулемётлӑ засадӑсем кӑна тӑратса хӑварнӑ, — ҫавсем пӑлхантараҫҫӗ те ӗнтӗ пӗтӗм участок тӑршшӗпех вӗсене хирӗҫ тӑракан пирӗн пехотӑна.

Случилось так, что неприятельское командование или узнало о готовящейся атаке, или предугадало ее, но в ночь на 29-е неприятельские войска покинули окопы и отошли верст на шесть, оставив засады с пулеметами, которые и тревожили на всем участке противостоящую им нашу пехоту.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ку ҫурта вӗҫӗ-хӗррисӗр пехота хуса килсе тултарчӗҫ, ҫавсем вӑрларӗҫ пулмалла.

— Пехоты нагнали в этот двор видимо-невидимо, пехота украла.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ҫавсем мӗнсем?» ыйтса тӗпчет пухӑннӑ халӑх ватӑ ҫынсенчен, таҫта инҫетре, ҫӳл тӳпере, аран ҫеҫ палӑракан шур тӑрӑллӑ хура пӗлет евӗртерех япаласем ҫинелле кӑтартса.

— А то что такое? — допрашивал собравшийся народ старых людей, указывая на далеко мерещившиеся на небе и больше похожие на облака серые и белые верхи.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӗнчере мӗн-мӗн чи лайӑххи пур, ҫавсем пурте тӗлӗкре курӑнччӑр сана; анчах тӗлӗкре кирек мӗн курсан та, эпир вӑраннинчен ырри нимӗн те пулас ҫук!»

Приснись тебе все, что есть лучшего на свете; но и то не будет лучше нашего пробуждения!»

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Таса пирӗштисем вӗт-ха ҫавсем, хӑйсен пӗлӗт ҫинчи ҫутӑ пӳрчӗсен чӳречисене уҫса пирӗн ҫинелле пӑхаҫҫӗ, ҫапла вӗт?

Не правда ли, ведь это ангелы божии поотворяли окошечки своих светлых домиков на небе и глядят на нас?

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ирхи сывлӑшра машинӑсем тӗрлӗ шавпа кӗрлени, анчах ҫав кӗрлев пӗр-пӗтӗмӗшлӗ шав пулса вӑрӑммӑн янӑраса тӑни те; сап-сарӑ пучахсене хӑй айне пӗтӗре-пӗтӗре чикекен комбайнӑн инҫетрен ялтӑртатса тӑракан ҫунаттисем те; кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен сулӑмлӑ аллинче хӗреслӗн-хӗреслӗн хурса тухнӑ кӗлтесем пулакан вырнӑ тырӑ та; кӗлтесемпе, ҫӗмелсемпе, улӑм куписемпе чӑпарланса анлӑланса пыракан вырнӑ тыра пусси те, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавсем пурте ҫӗрле ӗҫлекенсен чун-чӗрине пурте савӑнтараҫҫӗ.

И разноголосая песня машин в утреннем воздухе, песня, которая сливается в один протяжный звук; и блестящие вдали крылья комбайна, забирающие под себя густую щетку колосьев; и желтеющее и все расширяющееся жнивье, рябеющее и снопами, и копнами, и валками соломы, — словом, на что ни взгляни, все радовало сердце хлебороба.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Асанне, камӑн лашисем ҫавсем?

— Бабушка, чьи это кони?

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех