Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Анчах ялти усал куҫсем пурне те асӑрхаҫҫӗ, юплӗ чӗлхесем ҫын ҫинчен элек сарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ялти мӗнпур ҫамрӑк Варламовсен умне пухӑнать, унта ҫӗрӗпех шӑв-шав, алхасу, ташӑ-юрӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫав каҫах вара вӗсем кӳршӗ ялти чӑваш хӗрӗсен вӑййине курма кайрӗҫ, каясса иккӗн мар, виҫҫӗн кайрӗҫ: Виктор Гаврилчсемпе юнашар пурӑнакан Галя ятлӑ хӗрача та вӗсемпе пӗрле пычӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Повеҫри тӗп герой — ялти шкул ачи, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, тӑлӑха юлнӑ Илюк.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ялти комсомолецсем, вӑл шутра Иван Алекссев та ӗнтӗ, колхозсемшӗн пыракан кӗрешӳре малтисен ретӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ялти шкула кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ялти пуҫламӑш шкулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк Саша тӑлӑх ачасен колонинче пурӑнса вӗреннӗ, 1931 ҫулта Хусанти чӑвашсен педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул учитель пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ялти ҫӑва ҫинче пушӑ ҫӗр сахалланса юлнӑ, ҫӗнни уҫмалла пулнӑ.

На деревенском кладбище осталось мало свободного места, появилась нужда в открытии новой.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Ялти ватӑсене Мамарланов хисеплет, вӗсене вӑл кашнинех ҫулталӑкне тӑватҫӗр килограмм тырӑ парать.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялти шкулсемпе больницӑсенче е урӑх ҫӗрте ӗҫлекен хӗрарӑмсем хуҫалӑх лачакинче муритлене-муритлене, ашшӗ-амӑшне е упӑшкисене хирӗҫлеме вӑй ҫитереймесӗр майӗпен интеллигентлӑха ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсене Тимахван мучи ялти ытти вӗтӗр-шакӑр ачасемпе пӗрле ҫырма хӗрринчи тулӑ пуссине илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем ана ҫине хӗвел ялти йӑмрасем ҫӳллӗш ҫӗкленсен килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Караҫӑм пичче, эсир мӗншӗн арӑмӑра ялти ҫынсене илсе килсе кӑтартмастӑр?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Капӑртарах, хӳхӗмрех тумланса ҫӳрес килет, анчах ялта ун пек хӑтланни усӑсӑр: ваттисем тиркеҫҫӗ, ялти каччӑсем хӑйсем те ҫи-пуҫ хӑтлӑхӗ ҫине сахалтарах пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗр ялти пурнӑҫа килӗштермест-мӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кӑҫал педучилище пӗтертӗм те хамӑр ялти пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялти чи хӑтлӑ хӗр пулнӑ Севет: ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, платна ҫан-ҫурӑмлӑ, хура вӑрӑм ҫивӗтлӗ, ҫаврака кӗрен пит ҫӑмартиллӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирикпе Улькка пурнӑҫӗнче ялти халӑха ун пек-кун пек калаҫтаракан тӑрлавсӑр хӑнтӑр-хӑнтӑр чӑнах пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялти халӑх вучахра кӑвар упрассишӗн сӗм-сӗм авал тискер кайӑкла пурӑнакан ҫынсем пекех тимлӗн тӑрӑшнӑ, кӑмакаран вучаха кӑларнӑ кӑвара кӗлпе хулӑммӑн вите-вите хунӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех