Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уява (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗп библиотекӑра йӗркеленӗ уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Инна Лепешкина, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ Ираида Никитина, хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Инна Ядрова хутшӑнчӗҫ.

В празднике организованном в Главной библиотеке приняли участие заместитель главы районной администрации Инна Лепешкина, начальник отдела социальной защиты Ираида Никитина, председатель женского совета Инна Ядрова.

Ҫемьесене – удостоверени // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2019/03/26/c%d0%b5%d0% ... %bd%d0%b8/

ЧНК культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова уява пуҫтарӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ, проект чӑн та ӑнӑҫлӑ ӗҫленине, халӑха кирлӗ пулнине палӑртрӗ.

Председатель комитета культуры ЧНК Вера Архипова сказала собравшимся на празднике приветственное слово, отметила действительно успешную работу проекта, нужную народу.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

«Катюша» халӑх ташӑ ансамблӗ (ертӳҫисем — Е. Л. Петровӑпа К. Р. Бакузова) хавас ташӑпа уява пуянлатрӗ.

Ансамбль народного танца "Катюша" (руководители — Е. Л. Петрова и К. Р. Бакузова) обогатил праздник весёлым танцем.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Унӑн интереслӗ шухӑшӗсемпе уява килнӗ хӑнасем те паллашрӗҫ — каччӑ сочиненин кӗске сыпӑкне хаваспах вуласа пачӗ.

С его интересными мыслями познакомились и гости приехавшие на праздник, - мальчик с удовольствием прочитал короткую главу сочинения.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Уява вулавӑш директорӗ Т. Р. Григорьева уҫрӗ.

Праздник открыла директор библиотеки Т. Р. Григорьева

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Маттур, — терӗ уява пӗтӗмлетсе район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн заведующийӗ Светлана Долгова.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Тӗслӗхрен, культура ҫурчӗн фойинчех уява килекенсене юмахри персонажсем кӗтсе илчӗҫ, кунтах тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗксен, кӗнекесен, тӗрлӗ халӑх тумтирӗсен выставкисене хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Ҫӳреҫҫӗ вара тӗрленӗ аркӑллӑ карчӑксем уявран уява наци чысне хӳтӗлесе.

Вот и ездят пёстрые с оборками старушки с праздника на праздник, оберегая честь нации.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Кӑҫалхи уява сумлӑ шурсухалсем — Анатолий Кипечпе Виталий Станьял — ҫитеймен.

В этом году в празднике не смогли участвовать уважаемые аксакалы — Анатолий Кибеч и Виталий Станьял.

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Чаплӑ уява ирттерме вал вырӑнти усламҫӑсене те явӑҫтарать.

Он привлекает к организации торжества и местных предпринимателей.

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Уява ҫитӗр.

Придите на праздник.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Главное, ват карчӑксем чӑваш кӗписемпе тухнӑ уява, вӗсене ҫапла хушнӑ уяв хатӗрлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

«Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Сӑмах май, ҫак уява 100 ытла ҫӗршывра шӑп ҫак кун е май уйӑхӗн малтанхи тунтикунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Например, больше 100 лет этот праздник в стране отмечают именно в этот день или в первый понедельник мая.

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ку уява халалласа Чӑваш Енӗн кашни районӗпе хулинчех тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.

В честь этого праздника в каждом городе и районе проводятся различные мероприятия.

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ку уява Раҫҫей империйӗнче пӗрремӗш хут 1890 ҫулта паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Аслӑрах ҫултисем ҫак уява ӗҫ ҫыннисен пӗршухӑшлӑхӗн кунӗ пек паллӑ тунине лайӑх астӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне тата нарӑс уйӑхӗнче Комсомольски районне туса хунӑранпа 78 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ ҫак уява.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Ҫавӑнпа пысӑк уява хатӗрленме тытӑннӑ та.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех