Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗсем качча тухса пӗтнӗ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Уроксем пӗтнӗ хыҫҫӑн киле апат кайса ҫирӗмӗр те ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.
Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл хуралса пӗтнӗ, кӗтессисем лӳчӗркеннӗ.
Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӗлӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗш класа пуп вӗрентме пуҫларӗ, — пире — учительница.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ай-ай-ай, кӑкӑр шӑмми вансах пӗтнӗ пуль… сывлама пит асап.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫурӑм ҫинчи ӳчӗ таткаланса пӗтнӗ, тет, айӑк пӗрчи шӑммисем хушшинчен ӳпки-пӗверӗ курӑна пуҫланӑ, тет.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пирӗн ҫӑнӑх пӗтнӗ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗтнӗ ӗмӗтсемшӗн хуйхӑрса ларнӑ чухне пирӗн пата аппа пычӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шурӑ кӗпи вараланса пӗтнӗ.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пӗрре вӑл та, асамат кӗперӗ курӑнсан, лаша ҫине утланса, ун айӗнчен тухасшӑн пулнӑ, анчах ӗлкӗреймен, асамат кӗперӗ пӗтнӗ, сӳннӗ пулнӑ.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ытти хӗрӗсем те карчӑкӑн асамат кӗперӗ айӗнчен тухнипе арҫын пулса пӗтнӗ, кӗҫӗнни ҫеҫ пулайман.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ те, ҫав шухӑшпах, ванса пӗтнӗ премӗксене, кукӑльсене пуҫтарса хуратӑп.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Мӗн чухлӗ чуста пӗтнӗ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех шӑпах Венгри Гитлерпа пӗрлешнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланине, Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫӗршер пин салтак /Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче венгрсен пӗр ҫарӗ пӗтнӗ/ ӑсатнине манаҫҫӗ.
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Е нимӗҫ вӗлернӗ, Е пӗтнӗ тарса, Е нимӗҫ пӗтернӗ Вутпа ҫунтарса.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
— Ара, пирӗн майлӑ калаҫчӑр тесе, карма ҫӑварсене чысласа, Эрнепи амӑшне тӳлемелле мар ҫӗртен хулӑм укҫи тӳлесе, вӗсен тӑванӗ-хурӑнташӗсене темиҫе хут хӑналаса, евчӗсене «сӗрсе», ял-йыша ӗҫтерсе сахал пӗтнӗ пуль тетӗн-и укҫа?
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӗн парне памалли пур вӑл кӗрхи шӑнасене, темиҫе пус тыттар та — ӗҫӗ те пӗтнӗ.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эсӗ пӗтнӗ пуҫ.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӑнӑх пӗтнӗ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче патшалӑх пурлӑхӗсен Хусанти палатин чиновникӗсем хресченсене «кирлӗ пек тӑн кӗртме» пӑхӑнми пулнӑ уессем тӑрӑх саланса пӗтнӗ.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.