Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Листницкий Варшаври госпитальрен, сурансем сывалса ҫитсен Ягоднӑйне отпуск ирттерме пыратӑп, тесе, ашшӗ патне ҫырса пӗлтерчӗ.

Из варшавского госпиталя Листницкий сообщил отцу о том, что по излечении приедет к нему в Ягодное использовать отпуск.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫаврака сӗтел умне пырса ларчӗ, сестра шурӑ халатлӑ хӗрарӑма темӗн пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ, лешӗ хут ҫине ҫырса илчӗ.

Григорий присел у круглого столика, сестра что-то вполголоса говорила женщине в белом, та записывала.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каменка-Струмилово хулинче, госпитальре, пӗр ҫамрӑк врач-еврей Григорийӗн куҫне пӑхрӗ те хут татӑкӗ ҫине темӗн ҫырса хучӗ.

В госпитале, в Каменке-Струмилове, молоденький еврей-врач осмотрел Григорию глаз, что-то написал на клочке бумаги.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни ҫырурах вӑл хӗрӗ пирки ыйтать, ун ҫинчен ҫырса пӗлтерме хушать: …«ҫырса пӗлтер, епле ӳсет ман Танюша, мӗнле сӑн-сӑпатлӑ вӑл?

В каждом письме он справлялся о дочери, просил писать о ней: «…пиши, как моя Танюша растет и какая она собой стала?

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ ун патне ҫырса яр, хӑй сӑмахне пат татса калатӑр, — сӗмсӗррӗн сӑмах хушрӗ Мирон Григорьевич, аллипе канав хӗррине тӗренсе.

— Ты ему напиши, — глухо диктовал Мирон Григорьевич, опершись рукой о край канавы, — пущай он раз и навсегда скажет.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вуларӑм, вуларӑм, ҫырса пӗлтерчӗҫ.

— Есть сообщение, читал, читал.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫыруне вулаканни, кашни сӑмахрах такӑнкаласа, Петро Григорийӑн чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен, вӑл епле аманнӑ подполковника ултӑ ҫухрӑм хушши сӗтӗрсе тухни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ вырӑна ҫитсенех, старик аллине ҫӳлелле ҫӗклет.

Он поднимал торчмя копытистую ладонь, когда читающий, спотыкаясь, по складам, доходил до того места, где Петро описывал подвиг Григория, на себе протащившего шесть верст раненого подполковника.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр ҫырӑвӗнче Петро хӑй патне «тӑван Дон хӗрринчи садсенче ӳснӗ» типӗтнӗ чие ҫырли ярса пама тата тӑтӑшрах ҫырса тӑма ыйтнӑ; ҫав ҫырурах вӑл Григорие вӑрҫса ҫырнӑ: казаксем каланӑ тӑрӑх, Гриша утне япӑх пӑхать, имӗш, ӑна, Петрона, ку япала питӗ пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен Гришка аллинчи учӗ унӑн, Петрон, ятран илнӗ учӗ; кун пирки Петро ашшӗне Григорий патне хӑй ячӗпе ҫыру ҫырса яма ыйтнӑ.

В следующем письме просил Петро прислать ему сушеной вишни «с родимых донских своих садов» и просил не забывать, писать чаще; там же ругал он Григория за то, что, по словам казаков, плохо Гришка присматривает за конем, — а ему, Петру, обидно, так как конь Гнедой — его, Петра, собственный и кровный; просил отца написать от себя Григорию.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астӑватӑр-и Вересаевӑн «Тухтӑр ҫырса пынисем» ятлӑ кӗнекине?

Помните Вересаева «Записки врача»?

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Армирен тӗплӗрех ҫырса пӗлтерӗп.

Из армии пришлю подробное письмо.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗнӗ вырӑна куҫмалли хутсене алла илсен, Петербургран тухса каяс умӗн, вӑл хӑйӗн шухӑшӗ ҫинчен ашшӗне кӗскен ҫырса пӗлтерчӗ:

Оформив назначение, он перед отъездом из Петрограда известил отца о принятом решении коротким письмом:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир мӗн ҫинчен калаҫнине ҫырса хурам-ха:

Приведу наш разговор:

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Адресне эпӗ ҫырса илтӗм.

Адрес я записал.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ хронологи йӗркипе ҫырса пырӑп.

Буду описывать в хронологическом порядке.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Институтри евӗр «дневник» пек япала ҫырса пырас тетӗп.

Хочу вести подобие институтского «дневника».

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗнекен листисене чалпашла тӗвӗленчӗклӗрех пек туйӑнакан почеркпа ҫырса тултарнӑ.

Листки книжки исписаны узловатым косым почерком…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗлӗ ҫырса илтӗм сан валли.

— Молитву тебе списал.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫырса илнӗ кӗлӗсене казаксем, аялти кӗписем айне ҫакса, хӑйсемпе пӗрле илсе кайрӗҫ.

Увезли казаки под нательными рубахами списанные молитвы.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем, кама мӗнле кӗлӗ килӗшет, ҫавна кӑмӑлласа ҫырса илеҫҫӗ.

Списывали молитвы на выбор, кому какая приглянется.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аникушка, пуринчен малтан ҫырса илме ӗлкӗрнӗскер, тетрадь варринчи хут листине татса илчӗ те пӗр чӑмакка туса хӗрес ҫакки ҫумне, хӗресӗнчен ҫӳлерехе, майлаштарса ҫыхса хучӗ.

Аникушка, списавший ранее остальных, скомкал вырванный из тетради листок, привязал его на гайтан, повыше креста.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех