Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ, тӑнӑҫлӑ кунсен ӑшӑх ытамӗнчен тухса, хӗсӗк ҫыраналла вӑркӑнса кӗнӗ.

С россыпи спокойных дней свалилась жизнь в прорезь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич тин ҫеҫ килсе кӗнӗ ҫын ҫине куҫне кайӑк пек чарса пӑхрӗ, ура ҫине тӑма пикенчӗ, пултараймарӗ.

Иван Алексеевич округлившимся птичьим взглядом смотрел на вошедшего, хотел вскочить, но не смог.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑр ҫыран хӗрринчен варринелле чакса кӗнӗ, ваксем симӗс тӗслӗрех тӑрӑ шыв айне пулнӑ.

Возле берегов лед отошел, и проруби затопило зеленой и ясной водой окраинцев.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ольшанов пӗтӗм пӳлӗм урлӑ чӑртлаттарса сурчӗ, Григорий хутне кӗнӗ пек кулса илчӗ.

Ольшанов плюнул через всю комнату, сочувственно засмеялся.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир фронта хамӑр хӑварса сире кӗртрӗмӗр, эсӗ ав ҫӗнтерсе килсе кӗнӗ пек хӑтланатӑн… йытӑсене пеме — ӑна такам та пултарать, пӑшалсӑр ҫынна вӗлерме е кӳрентерме те пысӑк ӑс кирлӗ мар…

Мы ить сами бросили фронт, пустили вас, а ты как в завоеванную сторону пришел… собак стрелять — это всякий сумеет, и безоружного убить и обидеть тоже нехитро…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Айӑпа кӗнӗ йытӑ хуҫи умӗнче ҫуллашнӑ пек», — намӑспа пӗҫертсе кайрӗ ӑна шухӑш.

«Как нашкодившая собака перед хозяином», — стыдом ожгла его мысль.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑшман ҫарӗ килсе кӗнӗ ҫак малтанхи самант тем тери хӑрушла туйӑнчӗ пулин те, шӑл йӗрме юратакан Дуняшка хальхинче те чӑтӑм ҫитереймерӗ: разведка каялла ҫаврӑнсан, тутине саппун аркипе хупласа, чӑхлатса ячӗ те кухньӑна ывтӑнса тухрӗ.

Как ни страшен был этот первый момент вступления вражеского войска, но смешливая Дуняшка не вытерпела и тут: когда разведка повернула обратно, она фыркнула в завеску, выбежала на кухню.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пӳрте кӗнӗ тӗле килтисем пурте пуҫтарӑннӑ.

Он застал всех домашних в сборе.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел хушшинче, шӑллӗн ывӑлне чӗрҫи ҫинче ачашласа ларнӑ май, Петрона чун кӗнӗ пек пулчӗ; хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, вӑл 28-мӗш полк фронта пӑрахса кайни, командирсем тарса пӗтни ҫинчен, Фомин тата Вешенскинчи юлашки митинг ҫинчен каласа пачӗ.

За столом, нянча на коленях племянника, Петро оживился: сдерживая волнение, рассказал об уходе с фронта 28-го полка, о бегстве командного состава, о Фомине и о последнем митинге в Вешенской.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр кунне, каҫ пулас умӗн, вӑл икҫӗр ҫухрӑм патне чуптарса тухнӑ, икӗ кун хушшинче пӗтӗмпе хӑвӑрӑлсе кӗнӗ, ывӑнса тайкаланакан пулнӑ утне ашшӗ картишне кӗртсе тӑратрӗ.

На другой день к вечеру он уже вводил на отцовский баз сделавшего двухсотверстный пробег, исхудавшего за два дня, шатавшегося от усталости коня.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ ҫар пӗр-пӗрин ҫине пырса кӗнӗ те сӗкӗшнӗ лайӑх кӑна, унтан уйрӑлса кайнӑ.

Сошлись две армии, цокнулись, разошлись.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ сӑнӗ хаяр; путса кӗнӗ питҫӑмартисемпе шӳрлеке кӗтеслӗ пит шӑммисем ҫинчи ӳчӗ халсӑр ҫыннӑнни пек тӑртанса кӳпченӗ те, вӗсем халь тикӗсленнӗ майлӑ курӑнаҫҫӗ.

Загорелое лицо его, на котором нездоровая полнота сровняла рытвины и острые углы скул, было сурово.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич, тин ҫеҫ килсе кӗнӗ Богатырев хӑй хутне кӗрессе туйса, калаҫу пуҫларӗ:

Пантелей Прокофьевич, почувствовав поддержку в лице пришедшего хуторянина Богатырева, начал разговор:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсене пурне те ҫак вӑрҫӑ область ҫине тапӑнса кӗнӗ большевиксен айӑпне пула кӑна тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ.

Всем им казалось, что только по вине большевиков, напиравших на Область, идет эта война.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӗме чармастӑн-и? — ыйтрӗ те Пантелей Прокофьевич хӑмпӑлчӑланарах тӑракан ҫӗнӗ кӗпе пӗркеленчӗкӗсене пысӑк пуҫлӑх патне кӗнӗ чухнехи пек васкаса тӳрлетрӗ.

— Дозволишь взойтить? — спросил Пантелей Прокофьевич и, словно к начальству являясь, суетливо оправил складки топорщившейся новой рубахи.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахҫанах ҫӗре кӗнӗ, карчӑксен кӗнекисенче, вӗсенче те пулин «асӑнтарма» ҫеҫ ячӗ ҫырӑнса юлнӑ, пурте пекех манса кайнӑ казак киле таврӑнчӗ.

Приехал казак, давно похороненный, записанный лишь у старух, да и то «за упокой», о ком уже почти забыли.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑп тӑпри те пулин куҫ ытамне кӗнӗ тарӑн тӗлӗкри пек, темле ытла та тӗлӗнмелле те уҫӑмсӑррӑн кӑвакарса палӑрать…

Даже курган синеет на грани видимого сказочно и невнятно, как во сне…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа мар-и, эппин, хӑй ҫӑлса хӑварас тесе вилӗме кӗнӗ ӗҫ пурпӗр путланасса тӗтреллӗн ӑнланса мар-и, тен, Евгений Николаевич хӑйӗннипе Ольга пурнӑҫне пӗр тӗвве ҫыхса хума васкарӗ.

И не потому ли Евгений Николаевич и торопился связать узлом свою и Ольгину жизнь, быть может, смутно сознавая неизбежную гибель дела, за которое ходил на смерть.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Горчаков арӑмне хӗрӗнни пек ҫинҫе пилӗкӗнчен чӗрре кӗнӗ хура чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллипе ыталаса тытнӑ.

Волосатая рука Горчакова о неопрятными ногтями и заусенцами охватом лежала на девичьей талии жены.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара ҫавӑнтах, кӗтмен ҫӗртен пуҫа килсе кӗнӗ ҫак шухӑша пӑхӑннӑ май тӳрре тухмалли сӑлтав та шыраса тупрӗ:

И, уже подчиняясь этому мгновенному решению, мысль подыскивала оправдания:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех