Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫук сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫук (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланхи ӗҫ ҫук пирки хресчен ялта выльӑх усраса тупӑш илессишӗн пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Анчах пирӗн ҫакнашкал шухӑшсем ҫук.

Но у нас подобных мыслей нет.

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хамӑр килте ҫук чухне пӗри пурне те ҫӗр ҫумне авса хӑварнӑ, пӗр-иккӗш ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Унӑн ӗҫ укҫи пысӑках мар, ҫавӑнпа та ялти арҫынна вӑл укҫа ӗҫлесе илме каймасан ӑна ҫемьене тӑрантарать теме ҫук.

У него заработная плата небольшая, поэтому если деревенский мужчина не уедет на заработки, сказать, что он прокармливает свою семью нельзя.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир ИВАНОВ ҫак лару-тӑру пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ май «кун пек тӗллев пулман, халӗ те ҫук. Тӗп тӗллев - ачасене, ҫав шутрах яллӑ вырӑнта пурӑнакансене те, вӗрентмешкӗн лайӑх условисем туса парасси» тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Ҫӑварни хулинче» мӗн кӑна ҫук!

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫук, пӗтместех вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ялта ӗҫ ҫук - халӑх ҫав-ҫавах хуласенеллех туртӑннин тӗп сӑлтавӗ тем тесен те ҫакӑ.

В деревне нет работы - главная причина тяги народа в города, что не говори, в этом.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫапла, хамӑрӑн пӗчӗк ялти кӑмӑлсӑр ӗҫ-пуҫа тӗнче шайӗнчи пулӑмсемпе ӑнлантарма пулать-тӗр, анчах тӳрре кӑларма, ман шутпа, май ҫук.

Да, жизненное недовольство маленькой деревни может и можно объяснить происходящими мировыми событиями, но оправдать, по моему мнению, нельзя.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ачасем те ҫук - тулта вылямаҫҫӗ, ӑшӑ пӳртсенче телевизор-компьютер умӗнче лараҫҫӗ пулинех... - пӑшӑрханса каласа парать пӗлӗшӗм.

Детей тоже нет - на улице не играют, может быть сидят в теплых домах перед телевизорами и компьютерами... - тревожно рассказывает знакомый.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Физкультурӑран вара нихӑҫан та уйрӑлас ҫук.

Вот с физкультурой никогда не распрощаться.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Халӗ ку шкул ҫук, ачасене вӗрентме юрӑхсӑр пулнӑран пӑснӑ.

Сейчас этой школы нет, сломали из-за непригодности учить детей.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.

Нет времени унывать.

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нӑрваш Шӑхалӗнчи ҫемье ӑшшин тӗпелӗнчен никам та начар туйӑмпа тухас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Пурлӑх вӑл паян пур та, ыран ҫук.

Богатство оно сегодня есть, а завтра нет.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Машина та пур, ҫук, унпа ҫеҫ ҫырлахмалла мар, чаплӑраххине туянмалла.

И машина есть, но нет, нельзя им довольствоваться, надо купить получше.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Чӑвашла кӗнекене чӑвашла хӑтланинче тӗлӗнмелли ҫук та тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Ҫук, вӑл тӑрӑхри ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

- Малтанхи тапхӑртах усал шыҫӑ пуҫаракан меланомӑна ахаль куҫпа пӑхса асӑрхама май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ пухаканскерӗн пӗр пушӑ вӑхӑт та ҫук, вӑл яланах тӗрлӗ конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех